Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑннӑ (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малта, стройран пӗр виҫҫӗр утӑмсенче, яр-уҫӑ, яри-ҫутӑ пӑнчӑсем пула-пула, хӗрарӑм платйисем, сунчӑксемпе шӗлепкесем тӗрлӗ тӗслӗлӗн ула-чӑлаланса ялтӑраҫҫӗ: унта парад курма пухӑннӑ полк дамисем тӑраҫҫӗ, Ромашов уяври пек тумланнӑ ҫак ҫутӑ ушкӑнра Шурочка ҫуккине пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл унталла пӑхса илет те — кашни хутӗнчех унӑн чӗри таврашӗнче темӗскер пылаккӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша каять, тӗлӗнтермӗшле, сӑлтавсӑр пӑлханӑва пула вара хӑйӗн хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлас килсе тӑрать.

Впереди, шагах в трехстах от строя, яркими разноцветными пятнами пестрели дамские платья, зонтики и шляпки: там стояли полковые дамы, собравшиеся поглядеть на парад, Ромашов знал отлично, что Шурочки нет в этой светлой, точно праздничной группе, но когда он глядел туда, — всякий раз что-то сладко ныло у него около сердца, и хотелось часто дышать от странного, беспричинного волнения.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ун вырӑнне ҫӳҫӳ сан питӗ-питӗ таса та ҫав тери ҫинҫе, хыҫалта вӑл, айвантарах та ӗҫлӗ сӑнпала, калама ҫук тирпейлӗн, чӑмаккаланса пухӑннӑ, ҫавӑнпах пуль, ӑна пӳрнепе хуллен-хуллен тытса, сӗртӗнсе пӑхас килет.

Но зато твои волосы так чисты и тонки и сходятся сзади в узел с таким аккуратным, наивным и деловитым выражением, что хочется тихонько потрогать их пальцами.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Командирӑн тулли пичӗ, хӗртнӗ кирпӗч пек, ватӑлла тӗспе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ, тӗмӗн-тӗмӗн пухӑннӑ куҫ харшийӗсем тарӑхуллӑн туртӑшӑнса илчӗҫ.

Полное лицо командира покраснело густым кирпичным старческим румянцем, а его кустистые брови гневно сдвинулись.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫапла сасартӑк йӗрсе вӑл ӗнер вӗлернӗ пӑлхавҫӑсемшӗн хӑй татӑлса хуйхӑрнине ирттерме тӑрӑшрӗ; анчах пухӑннӑ ҫынсем ӑна вӑл Лалка пирки йӗрет тесе шутларӗҫ, Гинка ун ятне асӑнчӗ-ҫке..

В этих внезапных рыданиях она изливала свое горе по убитым вчера повстанцам: но окружающие подумали, что она плачет о Лалке, имя которой назвала.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта Клисурӑна тапӑнма таврари ялсенчен те темиҫе ҫӗр ҫын пухӑннӑ пулмалла.

Очевидно, сюда собралось несколько сот человек из окрестных селений для совместного нападения на Клисуру.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пухӑннӑ ҫынсем вӑл ӑсран кайнӑ пуль тесе те шухӑшларӗҫ.

Товарищи подумали, что бедный слепой сошел с ума.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Террасӑпа такам хӑвӑрт чупса иртрӗ, пухӑннӑ ҫынсем пурте ҫӗкленчӗҫ чӳречерен пӑхма.

Кто-то быстро пробежал но террасе, и это привлекло внимание собравшихся, все встали, чтобы посмотреть в окно.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах алӑк уҫсанах тӗлӗнсе кайрӗ: шалта ҫапса хӗснӗ пек тӗрӗксем пухӑннӑ.

Но, распахнув дверь, он остановился пораженный: кофейня была битком набита турками.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пухӑннӑ хӑнасем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Вся компания громко хохотала.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мичо чорбаджи мӗн систерсе каланине пухӑннӑ ҫынсем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.

Незамысловатый намек чорбаджи Мичо вызвал улыбку сочувствия на лицах большинства присутствующих.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пухӑннӑ ҫынсем пурте шӑпах пулчӗҫ, вӗсене темле йывӑр хурлӑх пуснӑ пек пулчӗ.

Молчали и все присутствующие, испытывая мучительное чувство.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр кунне консилиума великосветски медицина практикинче ӗҫлекен чи паллӑ тухтӑрсем пухӑннӑ, чи пысӑккисем кӑна пилӗк ҫын пулнӑ: унсӑр юрамасть, атту мӗнле каласа ӑнлантармалла-ха Полозова?

На другой день собрался консилиум из самых высоких знаменитостей великосветской медицинской практики, было целых пять человек, самых важнейших: нельзя, чем же действовать на Полозова?

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унта пухӑннӑ укҫа-тенкӗ хисепӗ, мастерскойсем пӗр-пӗринпе татах та ҫывӑхрах ҫыхӑнса ӗҫлес пулсан, Невскинче магазин уҫмалӑх та ҫитнӗ ӗнтӗ.

Размер их средств вместе был уж настолько обширен, что, если бы они сблизились еще больше, можно было открыть магазин на Невском.

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кирсанов Лопуховсем патне мӗншӗн час-часах ҫӳреме пуҫлани питех те ӑнланмалла ӗнтӗ: вӑл пӗр пилӗк уйӑха яхӑн ӗҫлемен пирки унӑн ӗҫ нумай пухӑннӑ пулнӑ, — ҫавӑнпа ӑна пӗр уйӑх ҫурӑ яхӑн пуҫне ҫӗклемесӗр ӗҫлеме тивнӗ.

Возобновление частых посещений Кирсанова объяснялось очень натурально: месяцев пять он был отвлечен от занятий и запустил много работы, — потому месяца полтора приходилось ему сидеть над нею, не разгибая спины.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сых ятне кӑштах пухӑннӑ укҫа ерипен ӳссе пыма пуҫларӗ; ӑна тӗрлӗ ҫӗре тӑккалама тытӑнчӗҫ.

Образовался небольшой запасный капитал, он постепенно рос; начали приискивать разные употребления ему.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пухӑннӑ хӑнасем ҫине пӑхса илсен, Лопухов кавалерсем ҫителӗклех пулнине курчӗ: кашни хӗр ҫумӗнчех ҫамрӑк ҫын пур — е качча илме шухӑшлаканскер е илес пирки калаҫса татӑлнӑскер.

Осматривая собравшихся гостей, Лопухов увидел, что в кавалерах нет недостатка: при каждой из девиц находился молодой человек, кандидат в женихи или и вовсе жених.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗр чӗрине темиҫе кун хушшинче пухӑннӑ пӗтӗм йывӑр хурлӑх вӑл сасартӑк асаплӑн кӑшкӑрнинче палӑрчӗ:

И вдруг все горькое горе, что копилось на сердце у девушки, как видно, не один день, вырвалось в страдальческом вскрике:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Паян пирӗн колхоз членӗсем нихҫанхинчен те кар пухӑннӑ… — тесе пуҫланӑччӗ кӑна Давыдов — ун сӑмахне Демка Ушаков коридортан кӑшкӑрса пӳлчӗ.

Сегодня, как никогда, собрались все до одного члены нашего колхоза… — начал было Давыдов, но тут его прервал Демка Ушаков, крикнув из коридора:

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Апла пулин те вӗсем: ашшӗсем, ачисем, пиччӗшсем, арӑмӗсем, тусӗсем, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, тӑшмансемпе пачах палламан ҫынсем — пӗр ушкӑна пухӑннӑ та, пӗрне-пӗри хавхалантараҫҫӗ, пӗрне-пӗри явӑҫтараҫҫӗ, вилесрен хӑрасан та ҫак пысӑках мар чӑрмав урлӑ каҫасшӑн мар.

Однако они организовали шайку, и все: отцы, дети, братья, супруги, друзья, учителя, враги и совсем незнакомые люди – подбадривают друг друга и даже под страхом смерти не желают перешагнуть это препятствие.

IX // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Халӑхӗ сахал пухӑннӑ пулин те, пуху тӑвӑллӑ иртрӗ.

Собрание было хоть и малочисленно, но бурно.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех