Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн пуҫтарӑннине ан туйса илччӗр тесе, юрлатпӑр, сӗтел ҫинче илемӗшӗн «коньяк — виҫе йӳҫ кӑшман» хӗрлӗ кӑшманран юхтарнӑ эрех ларать.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
— Ҫавӑнпа вӑл шурӑ сӑнлӑ: операцисенче нумай юн юхтарнӑ ӗнтӗ.— Оттого он и белый такой: видно, кровью изошел на операциях.
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Витререн юхтарнӑ пек ҫумӑр ҫунӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӗсене таҫта касса хатӗрленӗ те кунталла юхтарнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫак сценӑна аса илсен, пайтах куҫҫуль юхтарнӑ Алексей.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Нумайччен курнӑҫмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗрне-пӗри тӗл пулсан, аса илмеллисем ҫителӗклех пулӗҫ, маншӑн юхтарнӑ куҫҫуль ҫинчен те, манӑн боевой пурнӑҫ ҫул-йӗрӗ ҫинчен те сӑмахлӑпӑр.
Тимофей Иванович // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗрарӑмсем олив ҫимӗҫӗсем евӗрлӗ «мпафу» вӑррисенчен тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарнӑ, — унран туземецсем юратакан духи туса кӑлараҫҫӗ; фут ҫурӑ чухлӗ пысӑк йӗкесене хӑвӑрт ҫавӑрса, мамӑк арланӑ; йывӑҫ хуппине тукмакпа ҫапса ҫӳхетсе пусма хатӗрленӗ; апата юракан курӑксене акса тунӑ: маниокӑна — унран «касаву» текен ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ, — ҫирӗм футлӑ йывӑҫ ҫинче ӳсекен «мозитзано» ятлӑ хутаҫлӑ нимӗҫ пӑрҫине — ун хутаҫҫин тӑршшӗ вунпилӗк дюйм; апат-ҫимӗҫ пӗҫерме юрӑхлӑ ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли арахиса, темиҫе ҫул ӳсекен ҫутӑ кӑвак пӑрҫана — ӑна «чилобе» теҫҫӗ, ун чечекӗсем тӑварсӑр пӗҫернӗ соргӑна кӑшт урӑх тутӑ параҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Матви те ялта марччӗ ӗнтӗ, ҫартан таврӑннӑранпа килӗнче ҫулталӑк ытларах пек пурӑнкаласа пӑхсан, Ҫӗпӗре сухӑр юхтарнӑ ҫӗре тухса ӑсаннӑччӗ.А Матвей после армии махнул в Сибирь, уехал, шоферить на сборе живицы.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче вӑл темтепӗр те курнӑ, хура тар та нумай юхтарнӑ.
5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Вӗсем — тахҫан ӗлӗк-авалах динозаврсен масарне шывпа юхтарнӑ хыҫҫӑн юлнисем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫӗнӗ хум пирӗн кимме тӗк татӑкне юхтарнӑ пек тинӗселле вашкӑртса тухрӗ.Новая волна подхватила лодку, как перышко, и на гребне вынесла за буруны.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Октябрь тупӑллӑ тӑвӑл кӑларса, урамсенче юн юхтарнӑ чухне, эп пӗлетӗп, Мускавра панӑ татса Киевсен, Тифлиссен шӑпине.
Пирӗн ҫамрӑксене // Петӗр Ялкир. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 30–35 с.
Кантюк кӗрчемине чей куркипе кӑна тултарчӗ, кӗрчеми, чӑнах та, халь ҫеҫ юхтарнӑ чечек пылӗ пек, витӗр таса, курка ҫийӗн симӗсленнӗ пӑс йӑсӑрланса явӑнать.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫурса илнӗ пӗрремӗш страница, пӗрремӗш хут юхтарнӑ юн пекех, ӗҫе татса парать: ҫакӑн хыҫҫӑн вара аркату пуҫланчӗ.Первая вырванная страница подобна первой капле пролитой крови; истребление уже неминуемо.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Аҫа ҫапса ҫумӑр юхтарнӑ кун ҫил ватӑ чӑрӑша ҫырмана йӑвантарнӑ, пакша йӑви тӳрех тарӑн вара ӳкнӗ.
Пакша инкекӗ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 12 с.
Этем хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе шухӑшӗсене инҫетри, юнлӑ чаршавпа карнӑ тӗксӗм аваллӑхра та, хӑй пӗлмен урӑхла йӑхсем хушшинче те пулнине курчӗ, вара хӑйӗн ӑшӗнче — ӑсӗпе, чӗрипе — ҫав тӗнчепе пӗрлешрӗ, унта вӑл тахҫанах пӗр шухӑшлӑ пулса ҫӗр ҫинче чӑнлӑх тупма шут тунӑ, хӑйсен шухӑшне ҫав тери нумай асапсемпе ҫутатнӑ, ҫӗнӗ те ҫутӑ тата савӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн вӗҫӗмсӗр юн юхтарнӑ тусӗсене тупрӗ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах халь, тӑвӑр пӳлӗмри тӗттӗмлӗхре, вунултӑ ҫулхи ачан вилли виселица ҫинче сулкаланса тӑнӑ ялта, ҫырмара вилнӗ ҫынсем выртнӑ ялта, пӑр айӗнче шыв юнланса пӗтнӗ хӗрарӑм кӗлеткине юхтарнӑ ялта, вилӗм хӑйӗн аллисене пур пӳртсем ҫинелле те тӑснӑ ялта авалхи юра ҫӗршер ҫул ӗлӗкхи пекех салхуллӑн, кичеммӗн янрарӗ…
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл каласа панинчен Фролов Крайнев Холмогоры хулинче ҫуралнине, пӗр вӑхӑтра Двина ҫинче сулӑ юхтарнӑ ҫӗрте ӗҫленине пӗлчӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Амӑшӗ: «Эсӗ текех ан ашкӑн тесе, ҫаптартӑм эпӗ сана» — тет пулсан, вӑл питӗ хытӑ ҫаптарнине те тӳснӗ, анчах амӑшӗ: «Эпӗ сана, аскӑна, хӗнерӗм!» — тесен, вара Дуняшка алпа сӗртӗнсенех куҫҫуль юхтарнӑ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗрер лампадка ӳпӗнтерчӗҫ, хыҫҫӑн хӑяра тин ҫеҫ юхтарнӑ пыл ҫине пуҫса ҫыртса ячӗҫ.Хлобыстнули по лампадке, закусили огурцом, предварительно окунув его в только что накачанный мед.
Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.