Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл кӗпе аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе, шыҫӑнса кӑвакарнӑ урисене кӑтартрӗ.— Она приподняла подол, до колен обнажив синие, распухшие ноги.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нюся Ракушкинӑн пальто тӳмми татӑлса ӳкнӗ, Агапкин Саша веҫ шыҫӑнса кайнӑ, такам унӑн сӑмсине пушмакпа тивертнӗ, Грибов Димӑн пичӗ шӑйрӑлса пӗтнӗ.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Сысна хӑраххи, кӳпсе шыҫӑнса кайнӑ та, лӑпӑртататӑн темтепӗр!
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн хӑрушла шыҫӑнса кайнӑ пуҫӗ юн ҫыпӑҫса хытнӑ ҫӳҫӗпе пӗрле тӳп-тӳрӗ ларакан витре майлӑ курӑнать.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ут-пӗвӗсемпе пичӗ-куҫӗсене ытла та чунсӑррӑн нӗрсӗрлетнӗрен вӗсем — кӑвакарса-юнланса-хуралса пӗтнӗскерсем, шыҫӑнса кӳпченӗскерсем, чӑлахлатса-сусӑрланса юлнӑскерсем, юнпа пылчӑк хутӑшӗпе ҫӑрӑлса-вараланса ӗренкерен тухнӑскерсем, — юлашкинчен пачах паллама ҫук пулса ҫитрӗҫ, этем ӗлкине те ҫухатрӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн пичӗ, сӑмсин пӗр пайӗ тата куҫ айӗ шыҫӑнса кайнӑ, кӑвакара пуҫланӑ — ҫакӑ мана пуринчен те ытларах тӗлӗнтерсе ӑнран ячӗ.Прежде и больше всего поразило меня ее распухшее и синеющее по отекам лицо, часть носа и под глазом.
XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Мӗн пулассине каласа патӑр-и ӗнтӗ: ҫуркунне выҫӑпа шыҫӑнса каятпӑр эппин!
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шыҫӑнса кайнӑ сӑн-питне пӑхсан, Костя мӗн шухӑшланине чухласа илме ҫук, анчах унӑн ҫемҫе тутисем, яланах ҫамрӑк чухнехи савӑнӑҫлӑ ӑшша палӑртса тӑраканскерсем, ырра мар ӗнтӗ ку, чӗтренсе илчӗҫ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Костя хӑйӗн шыҫӑнса кайнӑ йӗпе питне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӗнтӗ ӗнтрӗк килсе ҫитнӗ пулин те, Марийка ӑна пӗрре пӑхсах лайӑх курчӗ: питӗ ҫамрӑк вӑл, хаваслӑ сарӑ йӗкӗт, анчах пичӗ шыҫӑнса кайнӑ, юнӑхса кӑвакарса ларнӑ вырӑнсем пур, пичӗ шыҫӑнса кайнӑран ӗнтӗ, сылтӑм куҫӗ пӗчӗк ҫеҫ ҫурӑк пек кӑна курӑнса тӑрать.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпӗ астӑватӑп-ха, атте таврӑнатчӗ вара хӗп-хӗрлӗ, пӗтӗмпе шыҫӑнса кайнӑ, ҫӗлӗксӗр, пурне те ҫухатса пӗтернӗ, таврӑнатчӗ те выртатчӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ромашова Веткинӑн шыҫӑнса кайнӑ пичӗпе шӑвӑҫланнӑ куҫӗсем, ҫӑварӗнчен перекен ырӑ мар шӑршӑ, йӗпенчӗк тӳтисемпе мӑйӑхӗ сӗртӗнни питӗ те йӗрӗнӗҫлӗччӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗр пӗлӗтсӗр кӗрен ирӗн савӑнӑҫлӑ ҫутинче вӗсен пичӗсем тӗссӗр-кӑваккӑн, шыҫӑнса ялтӑранӑн та мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ.В радостном свете розового безоблачного утра их лица казались серыми, глянцевитыми и жалкими.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак илемлӗ, тӗп-тӗрӗс питӗн тӗсӗ кӑна мӗне тӑрӗ, вӑл хӑйӗн тип-тикӗс, ачаш кӗренлӗхӗпе такама та тӗлӗнтерсе пӑрахмалла, анчах ҫав сывӑ пек курӑнакан сӑнра, пӑртак шыҫӑнса тӑртаннӑскерте, юн алкоголь чирӗпе хутӑшни те пурччӗ, ҫакна вара пит сӑнавлӑ куҫ ҫеҫ уйӑрса илме пултарнӑ пулӗччӗ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кӳренмелле мар тӗрлӗрен историсем ҫакӑнтан вӑй илсе тухаҫҫӗ те, пӗтӗм хула тӑрӑх ҫаврӑнса, ҫаплипех упранса каялла килеҫҫӗ, анчах каялла ҫавсем тем пек ӳссе те шыҫӑнса таврӑнаҫҫӗ; кутӑнла майпа та пулса тухаҫҫӗ: пӗр-пӗр тусан пӗрчи пек пӗчӗк хыпар ҫакӑнта килсе кӗрсен ту пек пысӑкланать.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Ҫӑрттан мучи пӗр эрне хушши питне ҫыхса, шыҫӑнса кайнӑ куҫпа ҫӳрерӗ, унран, кулкаласа: питне мӗншӗн ҫыхрӑн, тесе ыйтакансене вӑл, пуҫне пӑрса: ҫӑварта сыхланса юлнӑ пӗртен-пӗр шӑл сурать, ытла ыратнипе калаҫма та май ҫук, терӗ…
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юлашкинчен, ӑшӑпа пиҫсе ҫитнӗ, шыҫӑнса кайнӑ, тарпа йӗпенсе исленнӗ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ те, тӑрса ларса, алтупанӗ айӗнчен хӗвел ҫине пӑхрӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Гражданочкӑсем! — Давыдов ҫав тери хӑрушла шыҫӑнса кайнӑ сӑмсине пӳрнисемпе хыпашласа пӑхрӗ, хуллен кулса илчӗ:— Гражданочки! — Давыдов потрогал пальцами чудовищно распухший нос, тихо улыбнулся:
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн чӗри шыҫӑнса кайнӑ пекех пулчӗ, вӑл карланки патнех пырса ларнӑн туйӑнчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ хаман учитель ашшӗпе малалла мӗн пулнине питӗ лайӑх чухлатӑп: вӑл шыҫӑнса кайнӑ, унтан «тума пуҫлана тупӑка ҫӗнӗрен пӑсса тума тӳрӗ килнӗ, мӗншӗн тесен вилен калӑпӑшӗ чӗрӗ чухнехинчен виҫӗ хут пысӑкланнӑ пулнӑ».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951