Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фелим пӑртак шикленерех унталла утрӗ.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эсӗ мӗнле шутлатӑн? — шикленерех ыйтрӗ Светлана Вольтановскинчен.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хӗрӗн куҫӗсем шанӑҫлӑн тата кӑшт шикленерех пӑхаҫҫӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Кам эсӗ? — тесе ыйтнӑ Людмила Густавовна тӗлӗннипе, унтан ача ҫине шикленерех пӑхкаласа илнӗ.— Ты кто? — спросила Людмила Густавовна, с удивлением и даже с испугом разглядывая паренька.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫапла эрне хыҫҫӑн эрне, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртсе пычӗ, сисмесӗрех икӗ ҫул та иртрӗ; ҫав икӗ ҫула вӗсем тӗлӗнмелле, ҫав тери сахал калаҫса пурӑнса ирттерчӗҫ, амӑшӗн пуҫӗнче ҫак ҫулсенче пӑтравлӑ шухӑшсем пулчӗҫ, вӑл шикленерех пурӑнчӗ, унӑн шикӗ пӗрмай ӳссе пычӗ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл ҫырнӑ чухне амӑшӗ ун патне пыма хӑяймасть, ҫӗре ӳкнӗ листисене пуҫтарнӑ чухне ҫеҫ вӑл шикленерех калать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унтан ҫавӑнтах шикленерех шухӑшларӗ:
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мажаров вӗсем патне шикленерех утса пычӗ, кунта телее, кӗтмен ҫӗртен Васенӑ ҫитрӗ.Он робко приблизился к ним, и тут Васена неожиданно выручила его.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сигара тӗпне пашлаттарса ӗмнӗ май, ыйхӑллӑ куҫне тӗтӗм лекнипе мӑчлаттарса, Степан кӗпи-йӗмне тӑхӑнчӗ Пантелей Прокофьевич алӑк патӗнчен шикленерех пӗр утӑм ярса пусрӗ те, Степан сӑнран ытла та улшӑннинчен тата ун ҫийӗнчи шӑвӑҫ тӳмеллӗ пурҫӑн путтешкесенчен тӗлӗнсе кайнӑскер, чарӑнса тӑчӗ, хура ал тупанне тӑсса пачӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, утсем умӗнчен шикленерех ҫаврӑнса, урапа патне пычӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
«Айӑпа йышӑнса каялла таврӑнма шутласан, мӗн тумалла-ха?» — шикленерех шухӑшларӗ Иван Алексеевич, шинелӗпе лайӑхрах витӗнсе.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пульӑсем чулсем ҫумне типпӗн те ҫивӗччӗн пыра-пыра тӑрӑннине; пӑшал сассисем таврана кисретсе кӗрӗслетнине нихҫанхинчен те шикленерех итленӗ май, Григорий чӗтрекен тутипе кӗрпеклӗ вӗтӗ юра ҫине-ҫинех ҫӑтӑхса хыпрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗл пулнӑ хӗрарӑм кӗчӗ, йӗпеннӗ утияла алӑк патне хӑварчӗ те шикленерех: — Ирина ӑҫта кайса кӗчӗ ҫак? — терӗ.Вошла, хозяйка, сняла на пороге мокрую рядюжку и сказала: — И куда это пропала Ирина?
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аксинья шикленерех упӑшки еннелле пӑхса илчӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тимӗрҫӗ алӑк уҫса шикленерех кӗчӗ те, Пацюка курчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Ҫапла, сывах мар ҫав», — терӗ Хивря, мачча ҫумӗнчи каштасем ҫине хунӑ хӑмасем ҫинелле шикленерех пӑхкаласа.— Да, нездоровится, — отвечала Хивря, беспокойно поглядывая на накладенные под потолком доски.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Эсӗ кӑна кам ҫинчен? — шикленерех ыйтрӗ Сергей, куҫхаршийӗсене хускатса.— Это ты о ком? — настороженно спросил Сергей, сурово сдвинув брови.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев акӑ мӗншӗн савӑнать: кӑҫал та кӗҫ-вӗҫех акӑ ҫеҫенхир тӗрлӗ сасӑпа кӗрлеме-шавлама пуҫлать, ҫак ҫулсем тӑрӑх, шыв ҫулӗсем ҫинчи пек, элеваторсенелле тырӑ куҫма тытӑнать, урапа кустӑрмисене йывӑррӑн латӑртаттарса, лавсем кайма пуҫлаҫҫӗ, сарӑ тырӑ тиенӗ тусанлӑ грузовиксем чупса иртеҫҫӗ; вӑл тата акӑ мӗншӗн салху та кӑштах шикленерех панӑ: ҫак кунсенче вӑхӑт темшӗн яланах хӑвӑрт иртнипе ӑна хӑваласа ҫитме те йывӑр, — пӗр колхозӗнче йӗтемсем кайса хатӗрлеме ӗлкӗреймен, тепринче — тырӑ кӗртмелли хуралтӑсене юсас ӗҫе кая хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — урапасемпе лаша кӳлмелли ытти хатӗрсене хатӗрлесе ҫитермен.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йӗри-таврах переҫҫӗ вӗт! — терӗ Олейник, шикленерех.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тайлӑкрах сӑрт хӗррипе тӑвалла хӑпарнӑ чух, полкри боецсемпе командирсенчен нумайӑшӗ кӑшт шикленерех каялла ҫаврӑнса пӑхкаларӗҫ.Поднимаясь по отлогому склону высоты, многие бойцы и командиры с беспокойством оглядывались назад.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.