Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тараканни хӑйне хӑвалакансенчен нумай хӑвӑртрах чупать, тепӗр ҫур сехет ҫавӑн пекех хӑвӑрт чупсан, ӑна вӗсем ниепле те тытаймӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑнпа та Федьӑпа Матренӑна хӑйӗн хуйхине пӗлтерме темиҫе минутлӑха чарӑнса тӑчӗ, — туйӑмӗсене пӗлтернӗ чухне кашни ҫынах, хавхаланса кайса, пурнӑҫри самантлӑх интересӗсене манса каять, — Марья Алексевна Верочка пӳлӗмне чупса кӗчӗ, туалет ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхма пуҫларӗ, гардероба уҫрӗ, — пур япалана та хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ, — ҫук, нимӗн те тӗкӗнмен пулас! — вара, хӑвӑрт пӑхса тухса лӑпланнӑскер, тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслеме пуҫларӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн ӑшчикки пикенсех ӗҫлет: юнӗ икӗ хут хӑвӑртрах вылять, кулленхинчен хӑвӑрт тапать, чӗри патӗнче вӗресе тӑрать — кусем пурте ӑна питӗ ӗшентереҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл хуллен те йывӑррӑн сывлать, ҫакӑн пек е ҫакса вӗлерес умӗн е ҫав тери кӑмӑл тулнӑ вӑхӑтра сывлаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫул ҫинче Захар чарӑнчӗ те хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ, тарҫӑсем ҫинелле пӑхмасӑр, тата хӑвӑртрах урамалла ыткӑнчӗ.Захар остановился на дороге, быстро обернулся и, не глядя на дворню, еще быстрее ринулся на улицу.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӳлӗме хӑвӑрт пӑхса ҫавӑрӑнчӗ те, сумка патне хӑвӑрт утса кайрӗ.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кукӑр куҫлӑхне тытса, вӑл пурте вулакан вырӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, тӗлӗнсе кайнӑ извозчика хӗрлӗ сухалӗнчен тытса виҫӗ хутчен чуптурӗ, унтан, урапа ҫине сиксе ларса, пӗтӗм урама илтӗнмелле ҫухӑрса ячӗ: «Эрехлӗх аллӑ пус! Хӑвала, выльӑх!» — терӗ те куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сасартӑк, нимӗн кӗтмен ҫӗртен, тӗлӗнмелле пӗр хӑвӑрт ӗҫ пулса иртрӗ, ҫав тери хӑвӑрт, хӑшӗ малтан, хӑшӗ кайран пулса иртнине уйӑрма та ҫук.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ҫапла каларӗ те, мӗнле хӑвӑрт тухнӑ, ҫавӑн пекех хӑвӑрт куҫран ҫухалчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫав шӑтӑка калама ҫук хӑвӑрт вӗҫет, хӑвӑрт ӳкнипе унӑн чӗри те тапма чарӑннӑ пек туйӑнать; е тата вӑл Владимире курать, Владимир юнланнӑ, шурса кайнӑ, курӑк ҫинче тӑсӑлса выртать.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл хаяр тискер кайӑк пек хӑвӑрт та шӑв-шавсӑр хускалкаланӑ, тискер кайӑкӑнни пек хӑвӑрт асӑрхаса илекен куҫӗсем пурне те курнӑ.У него были быстрые и бесшумные движения хищника и быстрые рысьи глаза, которые замечали все.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах та, унӑн организмӗ хӑвӑрт ҫирӗпленсе пынӑ хушӑрах, урисем ҫав тери хӑвӑрт япӑхланнӑ.Но с той же быстротой, с какой крепнул организм, становилось хуже его ногам.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрҫӑра ҫынӑн пурнӑҫӗ яланах епле хӑвӑрт улшӑнать, Ваньӑн пурнӑҫӗ те каллех ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах Ахунбаевӑн витӗр курӑнакан линейки картӑ тӑрӑх хӑвӑрт шунӑ пулсан та, унӑн хӗрлӗ карандашӗ картӑ ҫинчи кӑтра вӑрман паллисемпе юханшывсен сенкер йӗрӗсем хушшине ҫаврашкасем, тӑваткӗтеслӗхсем, хӗрессем васкасах лартса пынӑ пулсан та, ӗҫ капитан тӑвас тенӗ пек хӑвӑрт пулса пыман.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«7. Организацисен тупӑшӗнчен Чӑваш Республикин республика бюджетне куҫарса памалли налук сумми шайӗнче илекен налук ставкине социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорин резиденчӗсем валли социаллӑ пурнӑҫпа экономика хӑвӑрт аталанакан территорире ӗҫ-хӗл пурнӑҫласси ҫинчен калакан килӗшӳсене пурнӑҫлас тӗллевпе тӑвакан ӗҫ-хӗлрен илнӗ тупӑшсем тӗлӗшпе ҫакӑн чухлӗ палӑртаҫҫӗ:
Пулӑхлӑ тӑпрара е вӑрлӑх хӑвӑрт шӑтса тухаймасть, е тӗрлӗ чир-чӗр хӑвӑртрах аталанать.В плодородной земле или семя не может быстро прорасти, или болезни развиваются быстрее.
Калча валли тӑпра хатӗрлер // Эльвира Иванова. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.01.28
Дыньӑн тӗп тунинче вара ама чечексем хӑвӑрт тухмаҫҫӗ, туратланса тухакан ҫеҫкере ама чечексем хӑвӑртрах тытӑнаҫҫӗ.
Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№
22. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий питӗ ҫилленнӗ, хӑвӑрт пуҫтарӑнса Птолемаида хулине тухса кайнӑ, унтан Ионафан патне ҫырса янӑ: кереме ан тив, манпа курнӑҫма мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах Птолемаидӑна тухса кил, кунта калаҫӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑ пӗтӗмпе ӗмӗлке пек, хӑвӑрт сӳнекен сас-хура пек ҫухалчӗ. 10. Хумханакан шыв ҫийӗн карап иртсе кайсассӑн, ӗнтӗ хумсем хушшинче унӑн йӗрне те, унӑн тӗпӗ хӑварнӑ ҫула та тупаймӑн; 11. сывлӑшра вӗҫсе иртекен кайӑк хыҫҫӑн та унӑн ҫулӗн нимӗнле палли те юлмасть, кайӑкӗ хӑвӑрт вӗҫсе пынӑран ҫуначӗ сывлӑша ҫурса пырать, сывлӑшӗ варкӑшса юлать, кайӑкӗ вӗҫсе иртрӗ — сывлӑшра пӗр паллӑ та юлмарӗ; 12. е тата — тӗллесе янӑ ҫӗмрен те ҫавӑн пекех: вӑл ҫурса иртекен сывлӑш ҫийӗнчех каялла пӗрлешет те — ҫӗмрен ӑҫтан вӗҫсе иртнине те пӗлейместӗн; 13. ҫавӑн пекех эпир те ҫуралнӑ та — вилнӗ, ырӑ ӗҫӗн пӗр паллине те кӑтартаймарӑмӑр, хамӑрӑн усаллӑхпах хӑрӑнтӑмӑр» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2024 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн ҫичӗ объектне, медицина организацийӗсен тӑхӑр объектне тӗпрен юсама, хӑвӑрт ҫӳрекен 131 модульлӗ конструкцие туянма, медицина оборудованийӗн 4109 единицине тата 206 автотранспорт туянма палӑртнӑ.
Наци проектне пысӑк пулӑшу параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3792436
«Иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартакан агрегатӑн пӗр пайӗ ҫӗмӗрӗлнӗччӗ те, ӑна куҫ умӗнчех хӑвӑрт юсарӗҫ.
Пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/