Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутаҫҫине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче ҫуран ҫӳресси те пулӗ, хӗвелчамӑш, тепӗр тесен, тем мар, ӑна мӗнле сутса аппаланмаллине те Тимрук пӗлмест, ашшӗ хистесех каланине пула ҫеҫ вӑл хӗвелчамӑш хутаҫҫине ҫурӑмӗ ҫине хӗреслесе ҫакрӗ, килӗнчен тухса кайрӗ.

Лишнюю ношу — тащить на себе пешком, но, решив, что семечки — не ахти какой груз, все же взял, его заботило другое — как он будет продавать эти семечки, закинул за спину котомку и зашагал прочь.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӑпӑрчӑ хутаҫҫине пӗр ҫаврӑм ҫӑкӑр чикрӗ, пӗр ҫӑмарта пӗҫерчӗ, пуҫлӑ сухан илчӗ, пахчинчен сарӑхнӑ хӑяр пуҫтарса кӗчӗ.

Сунул в творожный мешочек каравай хлеба, одно сваренное вкрутую яйцо, луковицу, пожелтевший огурец.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпир апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине салтрӑмӑр та ҫирӗмӗр; унтан чулсене, лава ванчӑкӗсене майлакаласа вырнаҫтарса вырӑн туса выртрӑмӑр.

Мы открыли мешок с провизией и поели; затем улеглись, по возможности удобнее, на ложе из камней и обломков лавы.

XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тумлам ҫак вӑхӑтра арчана пӑсара пек хӑвӑрт чӑмнӑ, сахӑр хутаҫҫине ҫаклатса, пӳртрен тухса шӑвӑннӑ.

Капля с проворством хоря нырнул в сундук, выхватил сумку с сахаром и мигом выскочил из избы.

Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эхер те ун пеккисем пур пулсан, вӗсем Питер Уилксран юлнӑ ылтӑн хутаҫҫине илсе каймӗҫ тетӗр-и?

А если есть, то разве они не могут удрать, захватив мешок с золотом, который остался после Питера Уилкса?

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Манраччӗ вӑл, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна, сире парас тесе, вӗсенчен вӑрланӑччӗ, хутаҫҫине хам ӑҫта пытарнине те пӗлетӗп, анчах халӗ вӑл унта ҫук пуль тесе хӑратӑп.

Был у меня, потому что я его украл у них, чтобы отдать вам; и куда я спрятал мешок, это я тоже знаю, только боюсь, что там его больше нет.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Укҫа хутаҫҫине тупӑк хупӑлчи айне, вилен хӗреслесе хунӑ аллисенчен аяларах — вӗсем ҫав тери сивӗ, ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе кайрӗ — чикрӗм те, пӳлӗмрен вӑшт ҫеҫ тухса, алӑк хыҫне пытантӑм.

Я сунул мешок с деньгами в гроб под крышку, чуть пониже скрещенных рук, и такие они были холодные, что даже мурашки забегали у меня по спине, а потом выскочил из комнаты и спрятался за дверью.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Йӑпӑр-япӑр хӑна пӳлӗмне чӑматӑп, унта-кунта пӑхатӑп, укҫа хутаҫҫине тупӑксӑр пуҫне ниҫта пытарма та ҫук.

Я скорей в гостиную, оглянулся по сторонам — вижу, мешок спрятать некуда, кроме гроба.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унтан вӗсем укҫа хутаҫҫине ҫемҫе тӳшек айӗнчи улӑм тӳшек ӑшне чиксе хучӗҫ; питӗ шала тӗртсе кӗртрӗҫ те: «Халӗ ӗнтӗ шанчӑклӑ», — терӗҫ, мӗншӗн тесен негр хӗрарӑмӗ ҫемҫе тӳшекне кӑна кӑпкалатать-мӗн, улӑм тӳшекне ҫулталӑкра та пӗр-ик хут ҫеҫ ҫавӑркаласа хурать, ҫавӑнпа укҫа тӗплӗ вырӑнта, ӑна никам та вӑрламасть.

Потом они взяли да и засунули мешок с золотом в дыру в соломенном тюфяке, который лежал под периной, запихнули его поглубже в солому и решили, что теперь все в порядке, потому что негритянка взбивает одну только перину, а тюфяк переворачивает раза два в год, не чаще, так что теперь деньги в сохранности, никто их не украдет.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Герцог мӑкӑртатма тытӑнчӗ: «Ылтӑн хутаҫҫине илнипе те ҫырлахмалла, унтан ытла хапсӑнмастӑп, тӑлӑхсене пӗтӗмпех ҫаратас килмест», — тет.

Герцог начал ворчать, сказал, что довольно и мешка с золотом, а дальше этого он не пойдет — не хочет отнимать у сирот последнее.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл тулли укҫа хутаҫҫине илчӗ те короле алӑранах тыттарчӗ:

Она взяла мешок с деньгами, передала его из рук в руки королю и сказала:

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Павел унпа пӗрлех пӳрте кӗрсе, хутаҫҫине урайне хучӗ.

Павел вошел с ней в комнату, положил на пол мешок.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Матроссенчен пӗри лаша патне, ӑна ҫул ҫине хатӗрлеме тухрӗ, тепри йӗнер хутаҫҫине ҫимелли япаласем тултарчӗ.

Один из матросов занялся снаряжением лошади, другой наполнил съестными припасами чересседельную сумку.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Тус-йысшӑн! — терӗ вӑл, укҫа хутаҫҫине сирсе.

— По дружбе! — сказал он, отводя кошелёк в сторону.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн айӗнче тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ тумтирӗ курӑнса тӑрать, ӑна вӑл пилӗкӗнчен пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ та, пиҫиххинчен питне сӑрламалли сӑрсен пӗчӗк хутаҫҫине ҫакса янӑ.

Под плащом виднелась нижняя одежда из лисьего меха, стянутая в талии поясом, к которому был привешен мешочек с красками для лица.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вунпӗр тенкӗ! — терӗ ӑпӑр-тапӑр пухакан старик, хутаҫҫине ҫӗклесе.

— Одиннадцать рублей! — вскидывая сумку, сказал старьевщик.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑл хӑйӗн ҫыххисене пуҫтарса илсе татах хутаҫҫине чикрӗ, художник ҫине пӑхмасӑрах чаршав айӗнчен тухрӗ.

Он собрал все свертки свои, уложил их снова в мешок и, не взглянувши на него, ушел за ширмы.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Артем хӑвӑртах пухма вӗренчӗ ӑна — малтан пӗр аллипе шӗшкӗ туратне аврӗ, кайран тепӗр аллипе мӑйӑр татса хутаҫҫине хучӗ.

Артем быстро научился их собирать: сначала обеими руками сгибал ветку орешника, потом одной рукой держал ее, а другой рвал орехи.

Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.

Унтан вӑл винтовкине хыврӗ, патрон хутаҫҫине салтса, унтан ҫип ҫӑмхи, кантӑр сӳсӗ, пӑшал ҫӑвӗ тултарнӑ пӗчӗкҫӗ савӑт кӑларса илчӗ, темшӗн патронӗсене те шутласа пӑхрӗ.

Потом снял винтовку и подсумок, достал из него шитвянку, конопляные хлопья, пузырек с ружейным маслом, зачем-то пересчитал патроны.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хутортан анатарахра, Дон ӑшӑхрах вырӑнта, ҫаппа-ҫарамас хывӑнчӗ те утсен пуҫӗсем ҫумне ҫие тӑхӑнакан япалисене, аттине, хӗҫпӑшалне майлаштарса ҫыхрӗ, тулли патрон хутаҫҫине шӑлӗпе ҫыртса, лашисемпе пӗрле ишме пуҫларӗ.

Ниже хутора, где Дон был мельче, разделся донага, привязал к лошадиным головам одежду, сапоги, оружие и, держа в зубах подсумок с патронами, вместе с лошадьми пустился вплавь.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех