Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивӗҫтермелле (тĕпĕ: тивӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2020 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӗлне ҫыруҫӑсене унпа туллин тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫавӑнпа апат пысӑк пахалӑхлӑ та усӑллӑ пулмалла, рацион выльӑхсен организмӗ ыйтнине тутлӑхлӑ япаласемпе туллин тивӗҫтермелле.

Поэтому корма должны быть высокого качества и полезные, рацион должен соответствовать требованиям в полезных веществах организма животных.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ресторан тытса тӑракансем клиента тутлӑ апатпа сӑйласа хаваслӑх парнелеме тӑрӑшнӑ пекех пирӗн те куракансен кӑмӑлне тивӗҫтермелле, вӗсене илӗртме пӗлмелле.

Нам, как и держателям ресторанов, которые дарят клиенту радость, угощая вкусным обедом, надо угождать желаниям зрителей, знать, как их завлечь.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑл санитарипе гигиена тӗлӗшпе тивӗҫтермелле, унта сӗтел-пукан, ҫутӑ, пушар сӳнтермелли хатӗр, ҫыхӑну, хурал пулмалла, транспорт ҫирӗплетмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Кӑҫал республикипе 16100 ачана, районта 450 ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16 пин ытла ҫул ҫитмен ҫамрӑка ӗҫпе тивӗҫтермелле, ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнче 7 млн тенке яхӑн, муниципалитетсенче 3 млн 343 пин тенкӗ пӑхса хунӑ. Ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелессипе организацисемпе предприятисемпе ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа шкулсем урлӑ 349 килӗшӳ тунӑ», – пӗлтерчӗ Альбина Егоровна.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Тавар ассортименчӗ такама та тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӗлтӗр 550 ҫамрӑка ӗҫе явӑҫтарнӑ, кӑҫал 450 ачана вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

38. Эхер те эпӗ лайӑх та тивӗҫтермелле ҫырайрӑм пулсассӑн, эппин, эпӗ шӑпах ҫапла тӑвас тенӗччӗ; эхер те вӑйсӑр та вӑтам кӑна пулсассӑн, ҫапах та эпӗ вӑйӑм ҫитнӗ таран турӑм.

38. Если я изложил его хорошо и удовлетворительно, то я сего и желал; если же слабо и посредственно, то я сделал то, что было по силам моим.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Иордан леш енче сан чуру патшапа пӗрле кӑштах утса пырӗ; мӗншӗн-ха патшанӑн мана ҫак ырӑлӑха тивӗҫтермелле?

36. Еще немного пройдет раб твой с царем за Иордан; за что же царю награждать меня такою милостью?

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Строительство нормисемпе йӗркисем тӑрӑх кашни кӑмака требованисене тивӗҫтермелле.

По строительным нормам каждая печь должна соответствовать требованиям.

Кӑмакасене юсавлӑ тытар // С.САРДАЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сӗт хакне мӗнле те пулин ял ҫыннин кӑмӑлне тивӗҫтермелле йӗркелеме пулать-ши? - пӑшӑрханса ыйтрӗ Владимир Казаков фермер.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Уҫҫӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлемелле, халӑх шанӑҫне упраса хӑвармашкӑн ӑна объективлӑ информаципе тивӗҫтермелле.

Необходимо работать открыто и честно, доводить объективную информацию до населения, чтобы сохранить его доверие.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Столовӑйра хӗллехи вӑхӑтра кӑна кӑшт сывласа яма пулать – килекенсем сахалрах, хӗрӳ тапхӑрта – ҫурхи ака, вырма вӑхӑтӗнче – каҫчченех плита умӗнче, хирте тӑрӑшакансене 3 хутчен вӗри апатпа тивӗҫтермелле.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин мӗнпур участникӗпе тылра ӗҫленӗ ҫынсене, ҫӗнтерӳҫӗ-салтаксен тӑлӑх арӑмӗсене кирлӗ пек тимлӗхпе пӑхмалла тата патшалӑхпа обществӑн ырми-канми пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелле.

Все участники Великой Отечественной войны, труженики тыла, вдовы солдат-победителей должны быть окружены чутким вниманием и неустанной заботой государства и общества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ӗҫсене укҫа-тенкӗпе патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхне аталантарнӑ шайра тивӗҫтермелле.

Финансирование работ необходимо обеспечить в рамках развития государственно-частного партнерства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫак ӗҫ конкуренцие аталантарассине тивӗҫтермелле, ӑна уҫҫӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа, коррупцирен шанчӑклӑн хӳтелесе пурнӑҫламалла.

Этот процесс должен обеспечивать развитие конкуренции, быть открытым, честным, защищенным от коррупции.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех