Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмса сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмса (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнтӗ кӑмака ҫинчен сӑмса мӑшлатни илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Новоюжнӑй пасар юнашарах, сӑмса айӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗр йӗрӗ шӑп та лӑп сӑмса евӗрлӗ, тепри — урли — тута пек, тата кӑшт аяларах — мӑйӑх-сухал.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Вӗҫлеймерӗм сӑмаха, упӑшка таҫти кӗтесрен ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх укҫа пӗр ывӑҫ туртса кӑларчӗ те, унпа ман сӑмса айне шӑлса: «Сана мӗн, — терӗ хыттӑн, — нухрат ҫитмест-им?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитменнине лешӗн те сылтӑм пичӗ ҫинче, сӑмса ҫумӗнче, шӗпӗн пурччӗ, шӗпӗнӗ ҫинче — икӗ ҫӑм пӗрчи.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмса хытти мар-и тата?

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сылтӑм пичӗ ҫинчи, сӑмса ҫумӗнчи шӗпӗнӗ кӗҫ-вӗҫ юн сирпӗтеслех пӗрлӗхенленсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

1864-мӗш ҫулта Михаил Бритнев вырӑс карап хуҫи хушнипе Кронштадтра «Пайлот» ятлӑ пӗчӗк пӑрахут ҫинче сӑмса вӗҫне 20° кӗтеспе касса илнӗ, ҫакна помор киммисене тӗслӗх пек илсе тунӑ.

По указанию русского судовладельца Михаила Бритнева в 1864 году в Кронштадте на принадлежавшем ему небольшом пароходе «Пайлот» была срезана носовая оконечность под углом 20° к линии киля по образцу поморских торосных лодок,

Пайлот // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D0%B0%D ... 0%BE%D1%82

Хапха патӗнче ҫамрӑксене хӑваласа ҫитсе ярса тытма та пуҫлать — ҫӑвӑр хапха сӑмса умӗнчех шалт! туса хупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗн-ма ҫав тери ачашшӑн ҫупӑрлать вӑл Ваҫука: лӑпкать, пуҫран шӑлать, сӑмса тутрисемпе майка-трусиксене вӑхӑтра ҫуса тӑрсах парать, ҫӗлемеллине ҫӗлет, сапламаллине саплать…

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫыру хӗррипе кинне сӑмса вӗҫӗнчен кӑштӑрт-кӑштӑрт сӗртӗнсе иртет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Вӑт ку коммунистла, — терӗ вара карчӑк, сӑмса тутрине саппун кӗсйине каялла чиксе хурса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Светлана чӗнмесӗр ларчӗ, Марине инке урай варрине тухса тӑчӗ, саппун кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫӗр ҫине ҫапӑннипе фюзеляж 49-54№ шпангоутсем тӗлӗнчи хӳре пайӗнче тата 12-14№ шпангоутсем тӗлӗнчи сӑмса пайӗнче арканнӑ.

От удара фюзеляж разрушился в хвостовой части по шпангоутам № 49-54 и в носовой части по шпангоутам № 12-14.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Тина тем аса илнӗн сӑмса айӗн мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иван кӗпер карлӑкӗ хӗррипе пыракан нимӗҫе сӑмса кӑкӗнчен ҫапрӗ те шывалла вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫтаппан кайма тӑнине астусан, айккинелле ҫаврӑнчӗ те хӗвӗнчен сӑмса тутӑрӗпе чӗркенӗ япала туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑррӑн сывланипе сӑмса шӑтӑкӗсем пӳлӗннӗ лашанни пек чарӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытла та пӑлханнӑран чӗтревлӗрех сассипе: — Эккей, э… Эпир иксӗмӗр чыслӑн кӗрешме калаҫса татӑлтӑмӑр-ҫке. Эсӗ мана сӑмса кӑкӗнчен ҫапса анратрӑн. Ӗнтӗ хӑвна ху ӳпкеле, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов Ҫтаппана сӑмса кӑкӗнчен ҫамкапа ҫапса анратнине асӑрхаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех