Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла пулин те, амӑшӗ тӑчӗ те, ачана чуптӑвас тесе, ун умне пӗшкӗнчӗ, вара, вӑл сисиччен кантӑк умне сад енчен пырса тӑрас тесе, пӳлӗмрен шӑппӑн тухрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӑна вӗсем ҫӗрле юханшыв ҫине илсе кайса никам сисиччен пытараҫҫӗ, теҫҫӗ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна, ӑна, Вернер капитана, ҫав кӑвак шинеллӗ ирсӗрсем сисиччен пырса ҫавӑрса илнӗ.Его, его, капитана Вернера, окружили эти гады в синих шинелях.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Салтаксем ун хыҫҫӑн ним чӗнмесӗр, вӑл сисиччен винтовкисем ҫине тайӑнса утрӗҫ.Солдаты покорно шли за ним, стараясь незаметно для него опираться на винтовки.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Сасартӑк тӳрех шӑп пулчӗ, ҫав шӑплӑх, никам сисиччен ҫӳлтен шуса анса, ҫынсене витӗр курӑнакан пӗлӗтпе хупланӑ пек туйӑнчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Андрей ҫывӑрма кайнӑ чух, хӑй сисиччен, амӑшӗ ун ҫине хӗрес хыврӗ, вӑл пӗр ҫур сехет пек выртсан, унран хуллен кӑна: — Ҫывӑрмастӑр-и, Андрюша? — тесе ыйтрӗ.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Павел кӗнекесем илсе килме пуҫларӗ, вӗсене амӑшӗ сисиччен вулама тӑрӑшатчӗ, вуласа тухсан вара таҫта пытара-пытара хуратчӗ.Он начал приносить книги и старался читать их незаметно, а прочитав, куда-то прятал.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ хамӑр тавра кускаласа ҫӳрекен арҫын ачана старик сисиччен виҫӗ тенкӗ тыттартӑм та, лешӗ, хӑйӗн мӗн тумаллине тӳрех тавҫӑрса илнӗскер, магазин алӑкӗнчен кӗрсе те кайрӗ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Дорофеевна ман ҫине куҫ хӳрипе пӑхать, ҫав хӗрлӗ пуҫа эпӗ сисиччен пытарасшӑн вӑл, анчах ниепле те пытараймасть.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл Коля патне пычӗ, унӑн банкине пӑхрӗ, тутах тӗпӗнче пӗр ывӑҫ тӑпра ҫеҫ выртнине курсан, Таня сисиччен кӑштах ӑман хурса пачӗ.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Кам хыҫҫӑн та пулин алӑк шалтлатса хупӑнчӗ-тӗк, Салли аппа шарт сикет те ахлатма тытӑнать; акӑ, пӗр-пӗр япала ҫӗре персе анчӗ — вӑл каллех ах! тесе кӑшкӑрса ярать; хӑй сисиччен ӑна кӑшт ҫеҫ пырса сӗртӗнсен те ахлатать вӑл, кирек хӑш еннелле пӑхса лартӑр вӑл, пурпӗрех хӑй хыҫӗнче такам пур пек туйӑнать ӑна: пӗрмай ах! ах! тесе ҫаврӑнса пӑхать, пӗр еннелле чӗрӗк ҫаврӑм тума та ӗлкӗреймест, каллех каялла ҫаврӑнса пӑхать, хӑй вӗҫӗм ахлатать; вырӑн ҫине выртма та хӑрать вӑл, анчах ҫывӑрмасан ҫӗрле пушшех хӑрушӑ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ хам алӑри кашӑка Салли аппа сисиччен кӑларса хутӑм та, вӑл пурне те пӗрле тепӗр хут шутласа тухрӗ:Я подсунул ей ту ложку, что была у меня в рукаве, она пересчитала и говорит:
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӗтрин ыттисем сисиччен вӑйӑ картинчен пӑрӑнса каять.
Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Анчах ман ҫинчен те кам та пулин аса илсе ҫынсем сисиччен ассӑн сывласа илет вӗт.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Амӑшӗпе уйӑрӑлнӑ чухне вӑл ӑна ҫамкинчен чуптурӗ, амӑшӗ ӑна ыталаса илчӗ те, вӑл сисиччен, ҫурӑмӗ хыҫӗнчен виҫӗ хутчен пиллерӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫапла пуҫ усса ҫӳрес пулать ӗнтӗ кукамай сисиччен.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Ҫапах та каҫхине, ыттисем сисиччен, Капарин винтовкинчен затворне кӑларса, айккинерех пытарса хучӗ.Но вечером незаметно вынул из капаринской винтовки затвор, спрятал его.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мишка амӑшӗпе ачисем хутортах иккенне пӗлчӗ те Силантие ыттисем сисиччен куҫ хӗссе илчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эпир арчана ҫӗр айне чавса чикрӗмӗр, — терӗ уҫӑмсӑррӑн Наталья, йӗп ҫӑртине ҫип тирнӗ май; хӑй вара тусанланса пӗтнӗ гимнастеркӑна Григорий сисиччен пичӗ патне илсе пычӗ те тӑварлӑрах, ҫав тери тӑван шӑрша кӑкӑр тулли сывласа ҫӑтрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эппин каям эпӗ, — калаҫӑва сасартӑк татрӗ те вӑл хӗлӗхрен явнӑ мӑйкӑч пӑвнӑ пек тӑвӑнса килнӗ пырне Анна сисиччен йӑваласа илчӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.