Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисиччен (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахпа, ыттисем сисиччен Ваҫука куҫ хӗссе, Пӑван ӑна ҫырма хӗрринчех ӳсекен лаштра йӑмра айне ертсе каять.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫын куҫӗ сисиччен.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрч нумай уяса тӑмасть, килне чупса кӗрет те кӑмака ҫине вӑштӑр-ваштӑр хӑпарать, ашшӗ тимлесе те майласа хӑварнӑ патронсемпе пӑшала шӑлт-шалт авӑрласа, тухса вирхӗнет анкартинелле аслашшӗпе амӑшӗ сисиччен.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫапнӑ тырра нимӗҫсем сисиччен пытараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улька, амӑшӗ ӑна валли хатӗрленӗ тӳшекпе икӗ ҫытар-минтере, килтисем сисиччен, хӑйпе пӗрле илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак шӑв-шавра хӗрпе каччӑ, алӑран алӑ тытӑнса, ыттисем сисиччен урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— «Тӑшман» ҫине часовойсем сисиччен икӗ енчен тапӑнмалла, ӑна ҫавӑрса илсе тӗп тумалла, — вӗрентет Юркка-командир «совет салтакӗсене».

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пуҫлӑх тесе майӗпен, Ӗҫри ҫынсем сисиччен Мӗскер лекет аллине Сӗтӗрет хӑй йӑвине.

Куҫарса пулӑш

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

«Кашкӑрсем сисиччен хӑвӑртрах шӑтӑк туса кӗрсе выртасчӗ», — васкатрӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи туй-ҫуйне хӑйӗн керменӗнчех шавласа ирттернӗ пулӗччӗ, ывӑлӗпе арӑмӗ сисиччен Эсекеле арӑм тума та ӗлкӗрӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вара вӑл васкасах ҫул урлӑ каҫрӗ, хытӑ утса ҫав хӗрарӑмран иртсе кайрӗ те лешӗ сисиччен ӑна питрен пӑхса илме тӑрӑшрӗ…

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗррехинче, никам сисиччен, каҫхи апат ҫиме ресторана чӗнтӗм — пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Чӗрине уҫӑ сывлӑш та лӑплантарайманнине кура юнашар ларса пыракан хӗрарӑм сисиччен Таранов чӗлхи айне валидол хучӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шанаров эпӗ сисиччен тенӗ пек тепӗр черкке шалт хума ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ярса-ярса пусрӗ те Туйсар ҫине пит хӑвӑрт Сиксе илчӗ сисиччен, Аллисене ячӗ те Хӗсрӗ хӑлхи чиккинчен.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах пӗри урмӑшать Пӗтӗм вӑйран шалт кайса, — Ӑна хирӗҫ тухакан Вӑрса илчӗ вӑйлӑран: Сулахайри хул ҫинчен Ытса ячӗ сисиччен.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑнасем тӗнчери лару-тӑру ҫине куҫсанах эпир хуҫисем сисиччен тухса шӑвӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Вӑл Сима аллине юлташӗсем сисиччен кӑшт ҫеҫ перӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫӗрӗн-кунӗн пӗр чарӑнмасӑр утма хатӗрччӗ Лида ҫапла Ревлен Петровичпа юнашар, хушӑран хушӑ хӑй сисиччен ун ҫине пӑхса пырӗччӗ, ҫук ҫав, ҫул кӗскелчӗ, вӗсем кӳлӗ хӗррине ҫитсе тухрӗҫ те ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах Урсэкие директортан маларах ыттисем сисиччен хӑвӑрт унта йӑпшӑнса тухма ӗлкӗрчӗ, урайӗнчи барельефа илчӗ те, вӗренекенсен ушкӑнне вӑшт кӑна кӗрсе ҫухалчӗ.

Но Урсэкие, опередив его, незаметно прокрался вперед, схватил с полу барельеф и шмыгнул в толпу учеников.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех