Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутран (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Программӑн 10 минутран сахалрах пулмалла мар.

Программа должна иметь продолжительность не менее 10 минут.

Влаҫ ӗҫӗ-хӗлне ҫутатма 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34160.html

Пушарнӑйсем 2 минутран ҫитнӗ.

Пожарные прибыли в течение 2 минут.

Муркашри пушарта 7 ҫулти арҫын ача шар курнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34143.html

Темиҫе минутран хирти тырӑ хушшинче Йӑкӑнат выльӑхӗсем хуҫаланма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Темиҫе минутран ман пата официантка пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Тепӗр минутран икӗ пуҫламан ҫӑкӑр илсе те тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Авиацире саккунӗ ҫапла; минутран минута, секундран секунда тӗрӗс тытса пымалла ӑна, самолета.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вунӑ-вун пилӗк минутран «аэродром» тенӗ вырӑна ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тепӗр ик-виҫӗ минутран ман алри тӑм татӑкӗ шӑхӑртса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗрене тепӗр аршӑн туртсан, унӑн урисем урайӗнчен уйрӑлаҫҫӗ те, вӑл сывлӑшра ҫакӑнса юлать, вара темиҫе минутран чӗри те тапма чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минутран Тарьепе Микула ларнӑ тӑрантас Ҫӗнкас урамне пӑрӑнса курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр вунӑ минутран Якку атте хӑй кӑна килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр вунӑ-вунпилӗк минутран сивӗ тытнӑ пек чӗтрекен Хрестук килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минутран лаша ял хӗрринчи акӑш-макӑш пысӑк ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр минутран улма-чӑпар урхамах Палас урлӑ каҫса, Тутар Яшми ялнелле кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе минутран пӗр сарӑм ҫапса та кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей ҫав самантрах мунчаран ҫӗмрен пек тухса вӗҫтерчӗ, тепӗр темиҫе минутран каялла персе те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр темиҫе минутран вӑл хуха-хуха пычӗ те, пулӑсем ҫиелтех ишсе ҫӳреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр минутран Хветут ӑна лавккаҫ крыльци ҫинче ыталаса илчӗ те, тӑнне ҫухатса, урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр вунӑ минутран Хветут ҫемйине малти пӳртнех илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулӑма 17 минутран сӳнтернӗ.

Пламя было погашено через 17 минут.

Кӳкеҫре общежити ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33742.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех