Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дежурнӑйра манӑн шапах кӑнтӑрлаччен ӗҫлемеллеччӗ, анчах эпӗ ыйтса кайрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам ҫуралнӑ кун кӑнтӑрлаччен тата унчченхи каҫ та эпӗ, темӗскер пуласса малтанах сиснӗ пек, пӑшӑрханса ирттертӗм.Канун и полдня своего рождения я провела в тревоге и смутном ожидании.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Майӑн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрлаччен «Космос» хӑна ҫуртӗнче конкурса хутшӑнакансене чысланӑ.
Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31
Кӑнтӑрлаччен эп ҫӳрерӗм Пусакра ҫырла пухса.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
40. Вара ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче аслӑ священник пӗтӗм халӑх умне — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, мӗнпур священник умне — вуласа памашкӑн саккун илсе тухнӑ, 41. Турӑ Ҫурчӗн хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта ӑна иртен пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем умӗнче вуланӑ, пӗтӗм халӑх саккуна тӑнланӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче Ездра священник унта пухӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умне саккун илсе тухрӗ; 3. вара Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта шуҫӑмран пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умӗнче ҫав кӗнекене вуларӗ; пӗтӗм халӑх хӑлхине тайса саккун кӗнекине тимлерӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ача ӗнтӗ амӑшӗ чӗрҫи ҫинче кӑнтӑрлаччен ларнӑ та вилсе кайнӑ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лешӗсем вара хӑйсене панӑ пӑрӑва илнӗ те пусса тирпейленӗ, унтан вӗсем иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен кӑшкӑра-кӑшкӑра Ваала чӗннӗ: Ваал, илтсем пире! тесе хӑйсем тунӑ чӳк вырӑнӗ тавра сиксе ҫӳренӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.