Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑҫталла сăмах пирĕн базăра пур.
ӑҫталла (тĕпĕ: ӑҫталла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман ҫарӗсем ӑҫталла куҫнине сӑнама унтинчен лайӑх вырӑн шырамалли те ҫук.

Отличный наблюдательный пункт для слежения за передвижением вражеских войск.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан ӑҫталла ҫул тытӑпӑр? — ыйтрӗ те Григорий сӑмах май Кудинов приказӗ пирки пӗлтерчӗ.

И куда будем путя держать? — спросил Григорий и попутно передал содержание приказа Кудинова.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил ӑҫталла вӗрет, пӳрт тӑрринчи ҫӗтӗк татки пек, ҫавӑнталла сулӑнатӑн.

Куда ветер, туда и ты, как флюгерок на крыше.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынсем — сурӑхсемпе пӗрех: таки ӑҫталла, кӗтӗвӗ те ҫавӑнта каять.

Люди — что овцы: куда баран, туда и весь табун.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уншӑн пулсан — малалла каймалла-и, каялла-и — кирек ӑҫталла пулсан та халӗ пӗрех пулчӗ; вӑл ӑҫта та пулин кайма, хӑй хыҫҫӑн ниҫта юлмасӑр йӗрлекен асаплӑ тунсӑхлӑн тарса ӳкме ҫеҫ тӑрӑшрӗ.

Ему было решительно все равно — вперед идти или назад, лишь бы двигаться, лишь бы уходить от следовавшей за ним по пятам тоски.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий икӗ сотньӑна аяккарах илсе тухса утсем ҫине утлантарчӗ те, тӑшман хӑйсем ӑҫталла кайнине сиссе илесрен, малтан килнӗ ҫулпа каялла илсе тухрӗ.

Григорий отвел и посадил на коней две сотни, отошел назад, стараясь, чтобы противник не определил его направления.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑҫталла чакмалла пирӗн?..

— Куда нам?..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ политикӑлла юхӑмсене пит тӗшмӗртсех ҫитереймен енне, вӗсем ӑҫталла сулӑнса каясса кӗтеҫҫӗ, ыттисем мӗн калаҫнине тӑнлаҫҫӗ.

Смутно разбираясь в возникавших политических течениях, выжидали событий, прислушивались.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей Тимофеевич, лавсем ӑҫталла кайрӗҫ?

Сергей Тимофеевич, куда поехал обоз?

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӳпене те пӑхкалатӑр, пӗлӗтсем ӑҫталла чупаҫҫӗ унта…

И на небо поглядываете, куда там уходят тучи…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ ӗҫ ӑҫталла сулӑннине чухлатӑн-и?

Ты понимаешь, в чем тут суть дела?

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ха эсӗ, ӑҫталла пӑрать… ҫурт, укҫа-тенкӗ — эсӗ ӑна унпа улталаймӑн, вӑл сана витӗрех курать…»

«Ишь куда загнул… помещения, средства — этим ты ему зубы не заговаривай, он тебя видит насквозь…»

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑҫталла каятӑр, инке? — ыйтрӗ Сергей.

— Куда путь держите, тетушка? — спросил Сергей.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей Иринӑна ыталарӗ, хӗр, ҫакна тахҫанах кӗтнӗ пек, ун ҫумне тӗршӗнчӗ, иккӗшӗ вӗсем, хӑш еннелле каймаллине пӗлмен пек, вырӑнта кӑна тӑрас мар, кирек ӑҫталла пулсан та утас тенӗ пек, урампа утрӗҫ.

Сергей обнял Ирину, а она, словно давно этого поджидала, прижалась к нему, и они пошли улицей, не торопясь, точно и не зная, в какую сторону лежит их путь, — куда бы ни идти, лишь бы не стоять на месте…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта каламасӑрах паллӑ: Корнилов ӑҫталла — эпир те ҫавӑнталла.

Тут уж дело ясное: куда он — туда и мы.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫарсем ӑҫталла куҫнине сӑнать эсрел.

— Он оттель зирит, проклятущий, как войска передвигаются.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫсем ӑҫталла ҫаврӑнса каясса малтан каласа хума хӗн.

Прежде всего, нельзя предрешить ход событий.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чим-ха, чим, цоб тесен ӑҫталла, цобе тесен ӑҫталла каясса пӗлетӗн-и?

Постой, постой, а ты знаешь — куда цоб, а куда цобе?

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑҫталла перес-ши? — шутлать Гришатка.

— Куда бы стрельнуть? — рассуждает Гришатка.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ӑҫталла ҫул тытатӑн?

— Путь-дорога куда лежит?

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех