Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускавра (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Катя маттур, хӑйӗн ӗҫне те аван ҫырса хатӗлерӗ, Мускавра та хӳтӗлев вӑхӑтӗнче хӑйне ҫирӗп тытрӗ, пӑлханнине палӑртмарӗ. Эпӗ унран та ытла пӑлхантӑм пулӗ», - тет Елизавета Владимировна хӑйӗн вӗренекенӗ пирки.

Куҫарса пулӑш

Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Ҫапла вара Екатерина Князева хӑйӗн вӗрентекенӗпе Елизавета Александровапа пӗрле майӑн 7-9- мӗшӗсенче Мускавра иртнӗ «Наша история» форума хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Ял хӗрӗ, Мускавра вӗреннӗскер, ҫак япаласене ӑнланнӑ анне.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ахальтен мар ӑна Мускавра пичетлесе кӑларчӗҫ, пӑлхарла та куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Мускавра шӑрӑхпа аптӑранӑ хыҫҫӑн Печорӑна ҫитес чух икшер утиял витӗнме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Виҫҫӗмӗш кунне ачасене Вӑрнар ҫынни – Мускавра пурӑнакан Анатолий Григорьев полковник Ҫӑлтӑрсен хулинче кӗтсе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Мускавра Вӑрнар ачисене Э.Васильев тӑрӑшнипе хӑй ӗҫлекен 1-мӗш кадет корпусне вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Мускавра мар вӗт!

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Мускавра тата Нева ҫинчи хулара иртнӗ концертсенче Раҫҫей Композиторӗсен союзӗн вӑл вӑхӑтри правленийӗн секретарӗ, «Музыка академийӗ» журналӑн тӗп редакторӗ Юрий Корев, СССР халӑх артисчӗ, тӗнчипе чапа тухнӑ композитор Андрей Эшпай, ҫӗр-шыври Композиторсен союзӗн правленийӗн ертӳҫисенчен пӗри Олег Галахов, ҫавӑн пекех паллӑ ытти музыка деятелӗ киленсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ҫавӑн хыҫҫӑн тинех чӑвашсен илемлӗ те ҫепӗҫ, чуна тыткӑнлакан юррисене тӑван республикӑн кашни кӗтесӗнче кӑна мар, пирӗн йӑхташсем йышлӑн пурӑнакан Мускавра тата Ленинградра, Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗнче итлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Ку шухӑша ӑсчах Мускавра иртнӗ тӗнче шайӗнчи конференцире каланӑ.

Это мнение учёный высказал на международной конференции прошедшей в Москве.

Тӗнче уҫлӑхӗнче те пурнӑҫ пулма пултарать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14258.html

Вӑл виҫӗм кун Мускавра халӑх хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсен куравӗнче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Мускавра ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӗнче пирӗн алӑра!» ӑслӑлӑхпа практика конференцине пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Санька аппан пенси лайӑх тухать-мӗн, Петя та маххӑ парасшӑн мар: «Эсӗ 3-4 пин тенкӗ пенси илнӗ чухне эпӗ Мускавра 20-25 пин тенкӗ илеттӗм. Иккӗмӗш хута хӑпартрӑм».

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Мускавра пурӑнакан Сергей пиччен ачишӗн те тунсӑхлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Мускавра, Санкт-Петербургра ҫуртсене сутаҫҫӗ те ют ҫынсем туянаҫҫӗ.

Когда в Москве, Санкт-Петербурге продают дома, их покупают чужие люди.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Эпӗ Мускавра Библие ҫӗнӗрен куҫарса 4 кӗнеке кӑлартӑм.

Я в Москве перевел Библию заново, выпустил 4 книги.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Эпӗ Мускавра куҫару институтӗнче 8 ҫул ӗҫлерӗм.

Я 8 лет проработал в Московском Институте перевода.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫемьене, ачасене хӑварса Мускавра е инҫетри ытти хуласенче темиҫешер уйӑх ҫухалса ҫӳрени мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Мускавра полицире стажировкӑра тӑнӑ 22 ҫулхи мӑнукне вӑрӑ-хурах ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех