Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускавра (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускавра «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» юнашар пулнӑ кашни ҫын редакцирен пӗчӗк парнесене тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Хурапыр Юнтапара ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра пурӑнакан Михаил Емельянов та район хаҫатне алла тытма май пулнишӗн питех те савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Мускавра ӗҫлекен Раҫҫейри чи пысӑк курав пирки илтмен-пӗлмен ҫын юлмарех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

1977 ҫулта Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш фестивальте пирӗн хор Мускавра, Кремльти съездсен керменӗнче фестиваль лауреачӗн дипломне, пысӑк тата пӗчӗк ылтӑн медальсене, парнесене тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне вӑл Мускавра Ҫӗнтерӳ парадӗнче кӗтсе илӗ, унта пӗтӗм ҫӗршыври ҫӗршер ветерана чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

Майӑн 7-мӗшӗнче Мускавра Кремльти Пысӑк керменте Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн должноҫне кӗнӗ чаплӑ церемоние хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3758619

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ӑна Мускавра пытарнӑ.

Похоронен в Москве.

Миньков Виктор Алексеевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87

Хӗсметрен таврӑннӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ.

После демобилизации жил в Москве.

Миньков Виктор Алексеевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B8%D ... 0%B8%D1%87

1946 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче Мускавра, Николай Владимирович Досталь кинорежиссёрпа (1909–1959) Ашхабадри бахаисен пӗрлӗхӗнчи виолончель калама вӗреннӗ Джахантаб Алина Сарафи перс майри (1918–1946) ҫемьинче ҫуралнӑ.

Родился 21 мая 1946 года в Москве, в семье кинорежиссёра Николая Владимировича Досталя (1909–1959) и персиянки Джахантаб Алиевны Сарафи (1918–1946), виолончелистки из общины бахаи в Ашхабаде.

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Мускавра тата тепӗр черетпе тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Вунҫиччӗмӗш ҫулта Петроградра та, ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта Мускавра та тӗл пулса калаҫма май килмерӗ унпа…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫакӑн ҫинчен ҫырса кӑтартнӑччӗ Мускавра тухакан пӗр хаҫатра.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Канашра та, Мускавра та.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мускавра вӗреннӗ вӑхӑтра Тверь бульварӗнче эпӗ те сахал мар ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сирень вӑрманӗн юмахне лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр-ха, вара ӑна Мускавра мана каласа парӑр…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускавра тӗлпулӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускавра вӗренетӗп.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускавра чухне, ҫавӑн пек пулса, мана икӗ хутчен больницӑна илсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мероприятисем Раҫҫейри чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан мӗн пур регионта, ҫавӑн пекех Мускавра, Санкт-Петербургра, Шри-Ланкӑра, Казахстанра, Молдовӑра иртнӗ.

Мероприятия охватили все регионы России с компактным проживанием чувашского населения, а также Москву, Санкт-Петербург, Шри-Ланку, Казахстан, Молдову.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех