Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавкка урайне шыв сапса тухнӑ; шывне, ахӑртнех, ирӗклӗн шухӑшлакан пысӑк фантазиллӗ ҫын сапнӑ пулас, мӗншӗн тесен тем тӗрлӗ те тӗрлесе пӗтернӗ.

Пол в лавке был полит; поливал его, вероятно, большой фантазер и вольнодумец, потому что он весь был покрыт узорами и кабалистическими знаками.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ӑна Улӑп тӑпри пӳлсе тӑрать, анчах хӗвелӗ, ҫутине пӗтӗм тӗнче ҫине сапасшӑн тӑрӑшса, пайӑркисене ҫине тӑрсах тӗрлӗ еннелле сапалать, тӗнче хӗррине ылтӑнпа витет.

Курган заслонял его собою, а оно, стараясь брызнуть светом на мир, напряженно пялило свои лучи во все стороны и заливало горизонт золотом.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мойсей Мойсеичӑн вара кӗлетки виҫӗ тӗлтен хуҫӑлнӑ, вӑл тем тӗрлӗ аппаланса, мӗнле те пулин ӳксе саланса каяс марччӗ тесе тӑрӑшать.

А Мойсей Мойсеич, точно его тело разломалось на три части, балансировал и всячески старался не рассыпаться.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тӗрлӗ йышши шӑрчӑксем, упа нӑррисем курӑк айӗнче хӑйсен пӗр евӗрлӗн чӑрлатакан кӗввине янратма тытӑнчӗҫ.

Кузнечики, сверчки, скрипачи и медведки затянули в траве свою скрипучую, монотонную музыку.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать.

Она тарахтела и взвизгивала при малейшем движении; ей угрюмо вторило ведро, привязанное к ее задку, — и по одним этим звукам да по жалким кожаным тряпочкам, болтавшимся на ее облезлом теле, можно было судить о ее ветхости и готовности идти в слом.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫавӑнтан вара пилӗк кун иртсен — ӗнер пулнӑ ӗнтӗ вӑл — Балкан тӑрринче ялав вӗлкӗшме тытӑннӑ, каллех тӗрлӗ сӑмах-юмах хускалнӑ, каллех те шанчӑк йӑл илнӗ.

Пять дней спустя — это было вчера — на горе появилось знамя, и снова пошли всякие разговоры да толки, снова блеснула надежда.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Клисурӑра пӑлхав хускатни ҫинчен хыпар ҫитсенех вырӑнти комитетра тӗрлӗ май шухӑшлама тытӑннӑ: пӗрисем хамӑр ҫине тапӑнса кӗрсен ҫеҫ хускалмалла тенӗ, унта та хамӑр сӗкӗнмелле мар, хамӑра пулӑшма килекен ушкӑн ҫитсен кӑна пӑлхава хускалӑпӑр тенӗ; теприсем кирек мӗн пулсан та халех ялав ҫӗклемелле, пӑлхав пуҫласа ямалла тенӗ.

При первом же известии о клисурском восстании мнения в местном комитете разделились: одни считали, что надо только готовиться отразить нападение, не подавая для него повода, и восстать лишь в том случае, если будет прислан отряд для подкрепления; другие ратовали за то, чтобы знамя восстания было поднято немедленно и — будь что будет!

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек тӗрлӗ шухӑш ун пуҫӗнче ҫиҫӗм пек вӗлтлете-вӗлтлете иртрӗ.

Все эти мысли и соображения пронеслись у нее в голове с быстротой молнии.

X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫутӑлсанах чӑнкӑ ҫыран тӑррине улӑхрӗ, ҫыранӗ тӗрлӗ мӗлке пек курӑнакан шултра чулсемпе шӑртланса ҫӑл куҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑнӑ пек курӑнать.

Как только рассвело, он поднялся на крутой обрыв, нависший над криницей и весь ощетинившийся огромными камнями, похожими на истуканов самых разнообразных очертаний.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗрисем хӑйсен ҫийӗнчи тумӗсемпе ҫеҫ тухнӑ, теприсем витӗнмеллисем тытнӑ, хуҫалӑхри тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑка йӑтнӑ, хӑшӗсем тата пӗр кирлӗ мар япаласем ҫӗклесе пыракансем те пур.

Одни выбежали из дома в чем были, с пустыми руками, другие несли одеяла, домашнюю утварь, всевозможное тряпье, нередко даже — совсем ненужные вещи, захваченные впопыхах.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрлӗ ҫӗрте ҫурт тӑррисенче вут-ҫулӑм ҫӑмхисем хутшӑнсах пыраҫҫӗ, хӗрлӗ ҫулӑм ҫӳлелле хӑпара-хӑпара тӳпене ҫулать.

В разных местах на крышах то и дело вспыхивали все новые и новые его очаги, и пламя, поднимаясь вверх, лизало воздух бледно-алыми языками.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Боримечка хӑй хулана тӗрлӗ ӗҫпе виҫӗ хут та килкелесе кайрӗ, ҫула май, арӑмӗ патне кӗрсе, Огнянов ҫинчен те хӑш-пӗр хыпарсене пӗлтерсех тӑчӗ.

Сам Боримечка три раза приходил в город с разными поручениями и, мимоходом забегая к жене, приносил кое-какие сведения об Огнянове.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл пур пек хӑватне пухса тӗрлӗ май шухӑшласа пӑхрӗ, ыранхи куна кӗтсе илмешкӗн лайӑх кӑна канса вӑй пухмаллаччӗ-ха хӑйӗн…

Он старался сосредоточиться, собраться с мыслями или хотя бы забыться сном, столь необходимым ему для того, чтобы встретить завтрашний день бодрым и крепким…

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов ҫак йывӑр чӑрмануран хӑтӑлас пирки тӗрлӗ май пуҫ ҫавӑрчӗ.

И Огнянов напряженно думал, как найти выход из положения.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хуларан пӑлхавҫӑсене пулӑшма тесе килсен килӗ тата тепӗр пӗчӗк ушкӑн, пурӗ ик ҫӗр аллӑ ҫынна яхӑн пулать иккен те, вӗсем те пулин тӗрлӗ ҫӗрте тӑра-тӑра тухнӑ, саланса пӗтнӗ, башибузуксен элес-мелес хӑрушӑ ҫарӗ вара тухӑҫран та анӑҫран та хура пӗлӗт пек капланса килсен, пӑлхавҫӑсем вӗсене хирӗҫ тӑраймаҫҫӗх.

Город мог выставить лишь горсточку повстанцев — всего-навсего около двухсот пятидесяти человек, к тому же рассеянных по разным местам, а этого было явно недостаточно для отпора страшной орде башибузуков, грозившей налететь и с востока и с запада…

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандова, тен, ытти тӗрлӗ ыйтусем те пуҫ ҫавӑрнӑ пуль: лешӗ те ӑна хӑй пекех савса юратас пур-и, тепӗр майлӑ каласан эппин, ҫав хӗр ӑна хӑй пекех пысӑк телейлӗ тӑвайӗ-ши?

Другое дело, могла ли его страсть найти отклик, иначе говоря, могла ли она принести ему счастье — такое же большое, как она сама?

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унччен ӑна пурнӑҫ хура-шурӗ тертлентермен, хӑй ӗмӗтне кӑна шанса пурӑннӑскер, тӗрлӗ инкек-синкек пуласса вӑл асне те илмен.

Доверчивый и еще не затронутый жизненными невзгодами, он не был подготовлен к встрече с ними.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫамрӑк та хӗрӳллӗ идеалист Кандов таса чӗрене ҫеҫ тивӗҫекен тӗрлӗ теорисемпе те принципсемпе арпашнӑ кӑмӑлпа таврӑнчӗ Болгарие, ун пек теорисемпе принципсем чунӗсене пӑснӑ ҫынсемшӗн самай хӑрушӑ.

Молодой, горячий идеалист, Кандов вернулся в Болгарию, сбитый с толку крайними теориями и принципами, которые хороши лишь для чистых сердец, но опасны для людей порочных.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пӗлӗтрен-мӗнрен пӗлтересси те, аслатипе тӑвӑл пуласса сунтараканни те нимӗн пулмарӗ, пӗртен пӗр ӑрӑм вӑл: «Турцiа ке падне — 1876» тени кӑна шанакан ҫынсене кӑна мар, чи шанманнисене те тӗрлӗ май шухӑшлаттарса пӑтраштарчӗ…

Но небесных знамений, предрекавших бурю, не было, если не считать грозного пророчества: «Турция ке падне — 1876», обошедшего страну и смутившего умы самых безнадежных скептиков…

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам тултарнӑ ҫакӑнта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр?

Кто притащил сюда это шутовское барахло?

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех