Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне «председатель заместителӗ» тесен, Яша тӳрех вырӑнтан сиксе тӑратчӗ, Степан Бояркин панӑ кивӗ портфельне ярса илетчӗ, тем ӗҫ тумалли ҫинчен шухӑшланӑ пек калатчӗ: — Каяп, — тетчӗ.

Когда Яшу называли «заместителем председателя», он срывался с места, хватал свой потрепанный портфель, подаренный Степаном Бояркиным, говорил озабоченно: — Пойду!

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой хуҫипе хӑй пыма пултарайманшӑн пӑшӑрханса илнӗ (вӑл тӑма пултарайман), вилекен Андрее хӑш вӑрманта курни ҫинчен тата тепӗр хут каласа панӑ.

Лозневой пожалел, что не мог поехать с хозяином, и еще раз повторил, в каком лесочке видел умирающего Андрея.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

…Хӑй сӑмах панӑ пек, Марийка тепӗр кунне амӑшӗ патне пычӗ.

…На следующий день Марийка как и обещала пришла к матери.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Бояркина алӑ панӑ хушӑра завхоз стена ҫумӗнче тӑракан туя еннелле пуҫ сулса кӑтартрӗ:

Здороваясь с Бояркиным, завхоз кивнул на его ногу:

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Бояркин хӑй умне васкавлӑн лартса панӑ апата ҫисе те яраймарӗ, — Макариха Осип Михайловича чӗнсе тӗ килчӗ.

Не успел Бояркин закончить наскоро поданный ему ужин, Макариха привела Осипа Михайловича.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне закон панӑ влаҫпа ҫеҫ мар, пуринчен ытла ҫак ҫӗр хӑй малта утса пынипе туяннӑ влаҫпа, вӑйлӑрах влаҫпа, ҫынсене ытларах пӑхӑнтаракан влаҫпа усӑ курать.

Теперь он пользовался не столько властью, данной ему законом, сколько той властью, более сильной, какую получил над людьми в эту ночь, пока шел впереди.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун пек чух Петя Уралец ӑна сӗнӳ панӑ:

Петя Уралец тогда предлагал:

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Санитар урапи ҫине ларсанах, вӑл хӑйӗн штабне приказ панӑ — халех пуҫтарӑнмалла та вӑрманалла каймалла.

Едва сев на санитарную телегу, он дал своему штабу приказ — сейчас же собираться и идти в лес.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хыҫалтан чупакан юлташӗсем те, команда панӑ пекех, каялла ҫаврӑнчӗҫ те оборона рубежӗ патнелле ыткӑнчӗҫ.

Его товарищи, бежавшие позади, тоже завернули, как по команде, и кинулись к своим окопам.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынӗ каласа панӑ тӑрӑх, Вазуза урлӑ каҫмалли кӗпере ирччен юсаса пӗтермелле, ку тӗлӗшпе Бородин генерал мӗн тума кирлине йӑлтах тунӑ.

По рассказам гонца, генерал Бородин принял все меры, чтобы восстановить переправу за ночь.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Командирсене вӑл пурне те хытӑ наказ панӑ: вут-ҫулӑм кӑлармалли тӗп вучахсене ҫапӑҫма пуҫличчен тӑшман ан куртӑр, кирлӗ минутсенче ҫеҫ, ӗҫе татмалла чухне, вӗсене сасартӑк ӗҫе яма тӑрӑшмалла.

Всем командирам он давал строгий наказ, чтобы огневые точки были тщательно скрыты от врага до начала боя и только в нужные, решительные минуты и по возможности внезапно вступали в действие.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кам пирӗн ӑрата ҫавӑн пек хушамат шутласа тупса панӑ, ҫавна леш тӗнчере шыраса тупатӑп та, гранатӑпа ярӑнтаратӑп, ӗмӗрне те хӑйӗн пырши-пакартине пуҫтарса ан ҫитертӗр!

Отыщу на том свете того, кто придумал нашему роду такую фамилию, да так грохну, чтоб ему вовек не собрать свою требуху!

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ҫапӑҫура пурте кӗтмен ҫӗртен пулать! — терӗ те Озеров капитан, унтан вара приказ панӑ сасӑпа хушса хучӗ:

— В бою все неожиданно! — сказал капитан Озеров, а затем приказным тоном добавил:

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Куратӑр-и, кунта пурне те мӗнле уҫҫӑн каласа панӑ? — терӗ вӑл.

— Видите, как здесь всё ясно рассказано? — сказал он.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Махоркине кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнчех панӑ, анчах нихӑшӗн те хут ҫук, ҫавӑнпа ӗнтӗ Умрихин, ҫак инкеке пӗлсе, тӳрех отделеннӑй патнерех пычӗ: — Хут тупатпӑр-ши, сержант юлташ?

Махорку дали на обед, но ни у кого не было бумаги, поэтому Умрихин, зная эту беду, подошел прямо к отделенному: — Не найдется бумаги, товарищ сержант?

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ӑна ҫынна парас пулсан — хӑвӑн чунна панӑ пекех пулать.

Отдать ее — это вроде свою душу отдать.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Кам кӳрсе панӑ? — ыйтрӗ вӑл.

— Кто принес? — спросил он.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Атте мана хӗнене хушӑра вӑл, ҫӑмламас арҫури, тара панӑ! — Юргин котелокне чӳхесе илчӗ те, типӗтме тесе, пӗр ҫинҫе хурӑн тункати ҫине ӳпӗнтерсе хучӗ, калаҫма пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут савӑнӑҫлӑн, киленсе каларӗ: — Ҫавӑнтан вара хӑрасси-тӑвасси таҫта кайса кӗчӗ!

Пока меня отец лупил, он, мохнатый бесенок, дал деру! — Юргин всполоснул котелок, и повесил на ветку березы, чтобы высушить, и первый раз, с тех пор, как начал говорить, радостно сказал: — С тех пор страх куда-то подевался.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах, Лозневой ответ панӑ хыҫҫӑн та, Озеров капитан темиҫе секунд хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, — кушӑрканӑ пӳрнисемпе вӑл хӑй планшечӗн хӗррисене тӗрткелесе илчӗ.

Но и после того как Лозневой ответил, капитан Озеров несколько секунд молчал, — потирая грубыми пальцами края своего планшета.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сире пӗрре ирӗк панӑ, эсир икӗ хут ытла ирӗк илтӗр.

Вам дали волю, а вы взяли две.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех