Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сан сăмах пирĕн базăра пур.
сан (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тупӑп эп сан ҫумӑнта – Ҫӑтмах-ши, тамӑк-ши?

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

— Кала, кам вӑл сан патӑнта халӗ ҫеҫ пулни!

— Говори: кто у тебя только что был?

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пристав сӑмси шӑтӑкӗсенчен тӗтӗм кӑларса «Н-нуссс!» — терӗ те, хӑлхасене янӑратса ямаллах пӗтӗм пырӗпе: — Тӑр, ирсӗр, сан умӑнта офицер пур чух! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Пристав пустил из ноздрей дым, произнес вместе с дымом: «Н-нусс» — и вдруг заорал во всю глотку так, что зазвенело в ушах: — Встань, мерзавец, когда находишься в присутствии офицера!

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Эпӗ пӗлетӗп ӳсӗррине, ӑҫтан вӑл сан?

— Я понимаю, что пьяный, да откуда он у тебя?

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мотя ӑна хӑйӗн кровачӗ ҫине вырттарнӑ тирпейлӗ пуканисене, пӗчӗк плитана тата ашшӗ шӑвӑҫ таткисенчен туса панӑ каструлькисене кӑтартма пуҫласан, каструлькисем Петя кӑмӑлне питех те килчӗҫ пулсан та, вӑл шӑл витӗр йерӗннӗ пек сурчӗ те мӑшкӑлласа кулса: — Мотька, сан ҫӳҫне мӗншӗн каснӑ? — тесе ыйтрӗ .

Едва Мотя вежливо стала ему показывать своих кукол, аккуратно уложенных по кроваткам, и маленькую плиту с всамделишными, но только маленькими кастрюльками, сделанными отцом из обрезков цинка — что, если правду сказать, Пете ужасно понравилось, — как мальчик презрительно сплюнул сквозь зубы и, оскорбительно хихикая, спросил: — Мотька, чего ты такая стриженая?

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ сан валли ху сывӑ мар чухне Япони вӑрҫӑ ҫинчен илсе панӑ картинкӑсене кӑтарт ӑна.

Покажи ему те свои русско-японские картины, что я тебе куплял, когда ты лежала больная.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Куратӑн-и мӗнле кучченеҫ илсе килнӗ сан валли Гаврик пиччӳ.

Видишь, какого тебе гостинца принес дядя Гаврик.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сан патна килнӗ, шӑллу килет, — терӗ.

Это до тебя братик прийшов.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мӗншӗн манӑн сан валли тесе ун патне ҫырмаллаччӗ-ха?

Почему я должна была писать ему для тебя?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун патне те сан валли тесе ҫыра-ҫыра ятӑм, унтан хӑй патне те ҫыртӑм — пӗр ответ та пулмарӗ!

Я писала ему для тебя, потом лично ему — никакого ответа!..

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ах турӑҫам, эпӗ сан патна кунсерен ҫырса тӑраттӑм.

— Господи, да я писала тебе каждый день!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан патна эпӗ фронтран ҫырнӑ пек туятӑп хама — фронтра кӗрешсе вилнӗ тус та атте ҫинчен.

Как будто с фронта пишу я тебе — о друге и отце, погибшем в бою.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан ҫийӗнте нимӗнле тумтир те пулман.

На тебе никакой одежды не было.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ сан валли куркапа шыв лартса хӑварӑп, ӗҫес килсен ӗҫ, вӑл юрать.

Я тебе тут в кружечке воду поставлю: захочешь, так напейся, это ничего.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпир сан пек ҫынсемех.

Мы такие же самые люди, как ты.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӑҫта сан бычоксем?

Где твои бычки?

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сан арӑмна, Саня, — терӗ вӑл сыхланса ҫеҫ.

— Твоей жене, Саня, — осторожно сказал он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав вӑхӑтрах кашни тӗмрех темӗн чухлӗ ҫырла — «Эпир кунта, кулӑшла этем, сан тавра эпир вунӑ пӑта яхӑн. Ил те ҫи пире. Эх анра ҫын!» тесе кӑшкӑрнӑ пекех лараҫҫӗ.

В то время как буквально каждый куст был увешан ими и они кричали: «Да вот же мы, чудак человек! Нас вокруг тебя пудов десять. Бери нас, ешь! Эх ты, разиня!»

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сан пирки эпир парохода ӗлкӗреймесӗр юласса кӗтетӗн-и-мӗн?

Ты хочешь, чтобы мы из-за тебя опоздали на пароход?

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Темле инкек те ӳкме пултарӗ сан пуҫу ҫине!

Да мало ли что может случиться с тобой!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех