Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамкинчи пӗркеленчӗксенчен, канавсемпе шарласа анакан ҫурхи шыв пек, тар пӑчӑртатса юхрӗ, шупка сарӑ тӗслӗ кӗске куҫ тӗкӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса илчӗҫ, куҫӗсем айӑплӑн кулкаласа пӑхрӗҫ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫурхи шыв-шур пек айӑн-ҫийӗн пӗтӗрӗнсе-ҫаврӑнса сарӑлчӗ восстани, вӑл пӗтӗм Дон тӑрӑхне, Дон леш енчи ҫеҫенхир ҫӗрӗсене йӗри-тавралла тӑватҫӗр ҫухрӑм таран хупласа илчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Каллех, атака умӗнхи пекех, тӗнчене ҫутатакан хӗвеле, улӑм урисем патӗнче пытанса юлнӑ юра курчӗ, ҫерҫисем хуторта ҫуркуннехилле чӗриклетсе чӗвӗлтетнине илтрӗ, ҫывхарса ҫитнӗ эреветлӗ ҫурхи кунсен ытла та черченкӗ шӑршине туйрӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон леш енчен, тури Дон тӑрӑхӗнчен, пур ҫӗртен те восстани ҫурхи шыв таппи пек хӑватлӑн сарӑлса кайни ҫинчен хыпарсем килсе тӑчӗҫ.Из-за Дона, с верховьев, со всех краев шли вести о широком разливе восстания.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнтӗ чуна ҫурхи кунсен ӳсӗртсе яракан сӗлкӗшлӗ шӑрши савать, садсем чие йывӑҫҫисен нӳрӗ шӑршипеле сывлаҫҫӗ.Уже манило пьяным ростепельным запахом весны, в садах пахло вишенником.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пульӑсем чиркӳ тӑррине ҫурхи пӑрлӑ ҫумӑр пек тӑкӑртаттарма тытӑнаҫҫӗ те, пурте вара, йӗркесӗр-мӗнсӗр, ҫеҫенхире вӑркӑнса тухаҫҫӗ.Пули вешним градом забарабанили по церковной крыше, и все в беспорядке хлынуло в степь.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Капан айӗнчен тимӗр ҫекӗл туртса кӑларчӗ, кунтан пурпӗр кайма тивнине чунӗпе туймасӑр, начартарах, хытхураллӑ утта (лайӑхраххине вӑл яланах ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем валли упраса хӑваратчӗ) туртма пуҫларӗ, анчах шухӑшласа пӑхрӗ те, хӑйне хӑй тарӑхса, тепӗр капан патне пычӗ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫурхи хӗвелӗн, типсе кимӗрчӗкленнӗ тӑварлӑ тӑпрапа пӗлтӗрхи ҫӗрӗшнӗ курӑксен шӑршисене сӑрхӑнтарса ҫил вӗрет.Запахами солнца, сохлых солончаков и сопревшей прошлогодней травы напитан ветер.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑвакрах симӗс йӑрӑмлӑ вӑрмансем ӗнтӗ ем-ешӗл ҫулҫӑсемпе шерепеленнӗ ҫеҫенхир чечеке ларма пуҫланӑ, лапам вырӑнсенче пин-пин йӑлтӑркка кӳлленчӗксем хӑварса, ҫурхи шыв чакса кайнӑ; анчах чӑнкӑ сӑртсем айӗнчи шырлансенче ӑшӑ ҫанталӑк кишӗклесе пӗтернӗ юр ҫаплах-ха тӑмлӑ тӑпра ҫинче лӑпчӑнса выртать, куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тип ҫырмара пӗве пуҫӗ тытса тӑракан ҫурхи шыв кӑвакарса выртать.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫул айккинче, ҫурхи шыв ҫисе кайнӑ тарӑн мар ҫыранта, татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтернӗ хӗрлӗ гвардеецсем выртаҫҫӗ; вӗсем ҫине ҫиелтен тӑмлӑ тӑпра витсе хунӑ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗтреленсе, анчах та ӑшшӑн ҫутатса пӑхать ҫурхи хӗвел.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Тӑн-тӑн-тӑн-тӑн! — сасартӑк чиркӳ тӑрринчен татӑлса анса, площадь тӑрӑх, урамсем, тӑкӑрлӑксем тӑрӑх янӑраса кайрӗ сасӑ; чан сасси хӑмӑррӑн явӑнса выртакан ҫурхи шыв ҫийӗн, типсе ҫитме ӗлкӗреймен шур чуллӑ тӑвайкки ҫийӗн тӗнкӗлтетсе чупрӗ, вӑрман тӗлне ҫитсен, вӗтӗ-вӗтӗ ясмӑк пӗрчисем пек тӗпренсе саланчӗ те хурлӑхлӑн йынӑшса шӑпланчӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫурхи хӗвелпе шӑранса тӑракан ҫавнашкал пӗр янкӑр уяр кун Бунчук киле ытти чухнехинчен иртерех таврӑнчӗ те, Аннӑна килте курса, тӗлӗнсе кайрӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчукӑн ҫӑмлӑ алли ҫине ҫурхи ҫумӑр тумламӗ майлӑ ӑшӑ тумламсем татӑла-татӑла анчӗҫ.На волосатую руку Бунчука, как в весенний дождь, упала одна теплая капелька, другая.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хуторсенчен, станицӑсенчен пурте уй-хире куҫнӑ, унта, ҫурхи ӑшӑ хӗвел айӗнче ӗҫлӗ, яланхи пек мар пурнӑҫ пуҫланнӑ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Стефан Петрович чемоданне лартрӗ те ҫул хӗрринчен пуҫланакан ҫурхи ешӗл урпа ҫине тахҫанччен савӑнса пӑхса тӑчӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Стефан Петрович, Сергей патне кабинета кӗрсе, ҫурхи тырӑсене акса пӗтерни ҫинчен рапорт пачӗ, ӑна-куна калаҫнӑ хушӑра сӑмах майӑн Марьяновскинчен бригадир килни ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ ҫурхи акана та кая юлатпӑр.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Йӗри-тавра тӳрем ҫӗр выртнӑ — ҫӗршер гектар урпа акса хӑварнӑ хирсем курӑннӑ, унта сеялка йӗрӗсем те ҫухалман-ха, тӗл-тӗл ҫурхи суха тунӑ вырӑнсем хурҫӑ пек йӑлтӑртатса выртнӑ е хӗллехи юр ҫапса антарнӑ типсе каяйман пӗлтӗрхи ыраш хӑмӑлӗ тӗксӗм те хурлӑхлӑн тӑсӑлнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.