Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тикӗс сăмах пирĕн базăра пур.
тикӗс (тĕпĕ: тикӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
4. Ҫавӑн ҫинчен Исаия пророк сӑмахӗсенӗн кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр; 5. айлӑм вырӑнсем пурте тулччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр; 6. вара кирек кам та Турӑ ҫӑлнине курӗ» тенӗ.

4. как написано в книге слов пророка Исаии, который говорит: глас вопиющего в пустыне: приготовьте путь Господу, прямыми сделайте стези Ему; 5. всякий дол да наполнится, и всякая гора и холм да понизятся, кривизны выпрямятся и неровные пути сделаются гладкими; 6. и узрит всякая плоть спасение Божие.

Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсем куҫҫулӗпе йӗрсе кайрӗҫ — Эпӗ лӑплантарса илсе килӗп; вӗсене такӑнтарман тикӗс ҫулпа юхӑм шывсем патне илсе кайӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Израиль ашшӗ, Ефрем — Манӑн малтанхи ывӑлӑм.

9. Они пошли со слезами, а Я поведу их с утешением; поведу их близ потоков вод дорогою ровною, на которой не споткнутся; ибо Я - отец Израилю, и Ефрем - первенец Мой.

Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Калӗҫ ун чухне: тикӗслетӗр, тикӗслетӗр, ҫул-йӗре тикӗс тӑвӑр, Ман халӑхӑмӑн ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене илсе пӑрахӑр.

14. И сказал: поднимайте, поднимайте, ровняйте путь, убирайте преграду с пути народа Моего.

Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эпӗ ӑна тӳрӗлӗхе кура ҫӗклерӗм, унӑн мӗнпур ҫулне тикӗс тӑвӑп.

13. Я воздвиг его в правде и уровняю все пути его.

Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Айлӑм вырӑнсем пурте хӑпарччӑр, тусемпе сӑртсем пурте лутраланччӑр, кукӑр ҫулсем тӳрленччӗр, тикӗс мар ҫулсем тикӗсленччӗр.

4. всякий дол да наполнится, и всякая гора и холм да понизятся, кривизны выпрямятся и неровные пути сделаются гладкими;

Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Такӑнтаракан ҫулпа ан ҫӳре, уру ан такӑнтӑр; 23. тикӗс ҫула та шансах ан пӗтер; хӑвӑн ачу-пӑчунтан та асӑрхан.

22. Не ходи по пути, где развалины, чтобы не споткнуться о камень; 23. не полагайся и на ровный путь; остерегайся даже детей твоих.

Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Шкула ача сачӗ ҫумӗнче туса хума май паракан проектсем пур: ҫакӑ хӑтлӑ тата вӗрентӗве пӗр тикӗс ҫаврапа йӗркелет. Кӑҫал пуҫланакан программӑпа 25 млрд тенке усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те ӗнтӗ», – тенӗ премьер.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Анчах чунра чи ӑшӑ туйӑмсем валли вырӑн хӑварсассӑн, пурнӑҫӑн яланах тикӗс мар ҫулӗпе утма алӑ паракан пулсассӑн темӗнле нушана та тӳссе ирттерме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Хӑй вӑл лӑпкӑ та тикӗс сывлать, питӗнче пӗр мускул та сикмерӗ.

Грудь его дышала спокойно и ровно, на лице не дрогнул ни единый мускул.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макарпа тӗл пуласран шикленсе, Давыдов йӗри-тавра пӑхкаласа пынӑ, анчах аллине туртса илмен, Лушкӑпа харӑс утма тӑрӑшса, тӑлланӑ ут пек, вӗттӗн-вӗттӗн яра-яра пуснӑ, тикӗс вырӑнтах темшӗн такӑна-такӑна утнӑ.

Давыдов затравленно озирался, боясь увидеть Макара, но руки не отнимал, приноравливаясь к Лушкиной поступи, шагал мелко, как стреноженный конь, и почему-то часто спотыкался на ровном…

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗрхи тырӑсем горизонт таранах тӗксӗм симӗс хӑма пек лараҫҫӗ, ҫав тери тикӗс шӑтнӑ ҫуртри куҫа савӑнтарать.

Озимые хлеба стояли до горизонта сплошной темно-зеленой стенкой, яровые радовали глаз на редкость дружными всходами.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех