Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйӗ ҫуккине сиссе, хӑйне тӗлӗкри пек туйса диван ҫине аран ларчӗ.

Чувствуя, что нет сил, ощущая себя как во сне, еле сел на диван.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӑрмантан таврӑнсанах Элекҫей икшер витре шыв ӑсса килчӗ те Эльзӑна хирӗҫ ҫӗр улми шуратма кукленсе ларчӗ, ӑна вырӑн парас тесе повар урисене хыҫалалла шутарчӗ те вӑчӑраллӑ хӗресӗ кофта хӗрринчен тухса витрене перӗнсе чанклатрӗ.

Вернувшись из леса, Алексей принес по два ведра воды и сел на корточки против Эльзы, чтобы помочь почистить картошку, повар подвинула ноги назад, чтобы дать ему место, тут крестик на цепочке со звоном ударился о край ведерки.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пӗррехинче бригадир пушӑ чашӑксем купаласа хунӑ сӗтел хушшине чавсаланса ларчӗ те сӑмса айӗпе мӑкӑртатса илчӗ: – Ҫук, текех капла пурӑнаймастпӑр...

Однажды бригадир уселся за стол, где была сложена пустая посуда, и под нос пробормотал: — Нет, так больше мы не можем жить...

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӑҫтан тупӑнчӗ унӑн ҫак самантра вӑйӗ: урайӗнчен шӑлаварне илсе, ҫурӑм урлӑ пушӑпа туртса ҫапнӑ вӑкӑрла, ҫурт хуҫине аяккалла сирсе ывӑтрӗ, пӳртрен сиксе тухрӗ, такси ӑшне кӗрсе ларчӗ те шӑлаварне тӑхӑнмасӑрах чӗтрекен аллипе мотора хускатрӗ.

Откуда нашлись у него в тот момент силы: взяв брюки с пола, он, толкнув хозяина в сторону, выпрыгнул из дома так, как будто бык, которого ударили плетью, сел в такси и, не одев брюки, трясущими руками завел мотор.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫапла сӳнсе ларчӗ манӑн пӗрремӗш юрату.

Так погасла моя первая любовь.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Павӑл пичче урӑх вырӑна ларчӗ те апатсене кӑларса пӗрер черкке ятӑмӑр кӑна – «кранк!» терӗ ҫӑка ҫинче ларакан курак.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Павӑл пичче ларчӗ кӑна – ҫухӑрса сиксе тӑчӗ.

Дядя Павел только присел - закричал и вскочил.

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Амӑшӗ сӑнран улшӑнса кайрӗ, ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ, ыталарӗ, макӑрать.

Мать изменилась в лице, упала передо мной на колени, обняла, плачет.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Асанне арлама ларчӗ.

Бабушка села прясть.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ патшана ларчӗ!

ибо воцарился Господь Бог Вседержитель.

Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Мӗн тӗрлӗ пуянлӑху самантра пӗтсе ларчӗ!» тейӗҫ.

17. ибо в один час погибло такое богатство!

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Улттӑмӗш ангел хӑй куркине аслӑ Евфрат юханшывне тӑкрӗ те — унти шыв типсе ларчӗ.

12. Шестой Ангел вылил чашу свою в великую реку Евфрат: и высохла в ней вода,

Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Сӑмсаха пырса кӗтӗмӗр те, карап ӑшӑха ларчӗ.

41. Попали на косу, и корабль сел на мель.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫакна каласан Павел чӗркуҫленсе ларчӗ те вӗсемпе пуринпе те пӗрле кӗлтурӗ.

36. Сказав это, он преклонил колени свои и со всеми ими помолился.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Унтан каялла улӑхса ҫӑкӑр хуҫса ҫисессӗн, тата чылаях калаҫрӗ, мӗн тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, вара тухса кайрӗ.

11. Взойдя же и преломив хлеб и вкусив, беседовал довольно, даже до рассвета, и потом вышел.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫакна курсассӑн вӗренекенӗсем тӗлӗнсех кайнӑ: смоква йывӑҫӗ епле-ха ҫийӗнчех хӑрса ларчӗ? тенӗ.

20. Увидев это, ученики удивились и говорили: как это тотчас засохла смоковница?

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Вырмана тухиччен виҫӗ уйӑх малтан сирӗн патӑра ҫумӑр ямасӑр тӑтӑм; пӗр хула ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑтӑм, тепӗр хула ҫине ҫутармарӑм; пӗр ани ҫумӑрпа шӳсе тӑчӗ, тепӗри, ҫумӑр пӗрчи те курманскер, типсе ларчӗ.

7. И удерживал от вас дождь за три месяца до жатвы; проливал дождь на один город, а на другой город не проливал дождя; один участок напояем был дождем, а другой, не окропленный дождем, засыхал.

Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Акӑ такам, сӑнран этем ывӑлӗсем евӗрлӗскер, манӑн тутана сӗртӗнсе илчӗ те, эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм, калаҫма пуҫларӑм, хамӑн умра тӑракана каларӑм: хуҫамӑм! ҫакна курнӑ чухне манӑн ӑшӑм-чиккӗм хускалчӗ, вӑй-халӑм пӗтсе ларчӗ.

16. Но вот, некто, по виду похожий на сынов человеческих, коснулся уст моих, и я открыл уста мои, стал говорить и сказал стоящему передо мною: «господин мой! от этого видения внутренности мои повернулись во мне, и не стало во мне силы.

Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпӗ ӗнтӗ пӗчченех юлса ҫакӑ аслӑ курӑнӑва пӑхса тӑтӑм, анчах та манӑн пӗтӗм вӑй-халӑм пӗтсе ларчӗ, эпӗ лӑштӑр кайрӑм.

8. И остался я один и смотрел на это великое видение, но во мне не осталось крепости, и вид лица моего чрезвычайно изменился, не стало во мне бодрости.

Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ аслӑ пукан ҫине ларчӗ; Унӑн тумтирӗ — шурӑ юр пек, Унӑн ҫӳҫӗ — шуратнӑ таса ҫӑм пек; Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек, Унӑн кустӑрмисем — ҫунакан вут-ҫулӑм.

9. Видел я, наконец, что поставлены были престолы, и воссел Ветхий днями; одеяние на Нем было бело, как снег, и волосы главы Его - как чистая волна; престол Его - как пламя огня, колеса Его - пылающий огонь.

Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех