Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслӑ сăмах пирĕн базăра пур.
аслӑ (тĕпĕ: аслӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акци вӑхӑтӗнче шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковӑйсем, тӗп больницӑн врач наркологӗ Людмила Ярышева, район администрацийӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксен прависене хӳтӗлекен сектор заведующийӗ Любовь Пушкина Александровка, Чӗчкен тӗп, Хирти Мӑнтӑр, Урмаел, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Асӑннӑ ыйтусем Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ҫеҫ мар, ытти ялсенче тӗпленнисен те чун ыратӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче ӗҫчен халӑх пурӑннӑран вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ ҫав тери йӳнӗ пулнипе кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Аслӑ хӗрӗ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шӑпах ӑна тишкерсе Аслӑ суд малтанхи приговора улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Анчах РФ Патшалӑх Думи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗлтернӗ амнистипе килӗшӳллӗн виҫҫӗшне те яваплӑхран хӑтарнӑ, судпа айӑпланине пӑрахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Республикӑн Аслӑ сучӗ Шупашкарти «Алза» ООО директорӗ С.Лаврентьев, тӗп бухгалтерӗ Е.Алексеева тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова тӗлӗшпе судӑн пӗрремӗш инстанцийӗ палӑртнӑ приговора улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Ҫапла, аслӑ пӗлӳ илсен МПУрах аспирантурӑра вӗренме шухӑш пурччӗ /маларах кайса ҫакна калам: вӑхӑт иртсен пурпӗрех наука кандидачӗн диссертацине унтах хӳтӗлерӗм/.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Специальноҫ алла илме май паракан аслӑ шкул кӑна мар, пурнӑҫ университечӗ пулнӑ вӑл пирӗншӗн.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑн тӗп хулинчи аслӑ шкула кашни республикӑранах йыхравласси ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Паллах, анчах аслӑ классене куҫиччен Андриян Николаев космонавт ҫулӗпе каяс кӑмӑл канӑҫ памастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑнпа та паян республикӑри паллӑ предприятисем аслӑ шкулта, техникумсенче вӗренекенсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, – палӑртрӗ Александр Иванов.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Аслӑ ҫулти хӗрарӑмсем ҫеҫ кирлӗ пек хӗрӳлӗхпе - ҫулсем иртнӗ май пухӑннипе - ташлаяҫҫӗ ӑна.

Только женщины старшего возраста могут танцевать его с такой страстью, что может накопиться только с годами.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Аслӑ ҫулти хӗрарӑмсем ҫеҫ пултараҫҫӗ.

Так могут только женщины старшего возраста.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пурте йӗркеллӗ ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, пилӗкӗшӗ те аслӑ пӗлӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Православи тӗнне ӗненекенсен Аслӑ типпе кӗрес умӗнхи уявӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Аслӑ ывӑлне Витьӑна юлашки ҫула ӑсатма тиврӗ ҫывӑх ҫыннӑмсен, усал чире парӑнтараймарӗ пиччем.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

— Манӑн атте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑн пекех, аслӑ воспитатель пулнӑ май, ашшӗ-амӑшне кирлӗ консультаци парать, воспитательсем валли ӗҫ планӗ туса хатӗрлет, вӗсене тӗрлӗ конкурссене хатӗрленме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех