Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварса (тĕпĕ: хӑвар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мала ҫӳҫ хӑварса касӑр, — терӗ Ваня.

– С чубчиком, – сказал Ваня.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Нулевой номерпе, пуҫ тури ҫинчен касса «боксла», мала ҫӳҫ хӑварса тата урӑхла та.

Есть нулевая, есть под гребёнку, есть под бокс, есть с чубчиком.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Юлташа ҫавнашкал хурлӑхра пӑрахса хӑварса вӗсем хӑйсен чаҫне Ваньӑсӑрах тавӑрӑнма пултарнӑ-и-ха?

Разве могли они бросить товарища в беде и вернуться в часть без Вани!

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хӑй те вӑл ҫӗрлех Ваньӑна хӑй патӗнче связной вырӑнӗнче хӑварса, кайран унтан лайӑх разведчик тума шутласа хунӑ.

Про себя он ещё ночью решил оставить Ваню при себе связным и с течением времени сделать из него хорошего разведчика.

5 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Мӗнле шӗвӗ арҫынсем пулчӗҫ кусем, ним калама ҫук — тӑнне ҫухатаҫҫӗ, юлташӗсене пӑрахса хӑварса тараҫҫӗ тата.

Что за мужики нынче пошли, сказать ничего нельзя, сразу сознание теряют, да и друзей в беде оставляют.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Алӑка шалтлаттарса хӑварса тухса кайрӗ.

И вышел вон, крепко хлопнув дверью.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Юлашкинчен вӑл хӑй Беккие пӑрахса хӑварса разведкӑна кайни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ: хӑй икӗ галерея витӗр тухни ҫинчен, хӑйӗн кантри мӗн чул ҫитнӗ таран виҫҫемӗш галерея тӑрӑх кайни ҫинчен каларӗ.

Наконец он рассказал, как оставил Бекки и ушел отыскивать выход; как он прошел две галереи, насколько у него хватило бечевки.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Канашлура усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесси, хамӑра тивӗҫекен пайсене нимӗн те акмасӑр хӑварса ҫум курӑк ӳстерме юраманни пирки те каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Анне пире — мана тата икӗ шӑллӑма — киле хамӑра кӑна пӑрахса хӑварса калхус ӗҫне ҫӳретчӗ.

Мама нас, меня и двоих младших братьев, оставляла дома одних и ходила на работу в колхоз.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Ман шухӑшпа, калав вӗҫӗнче Ястребова ӗҫрен кӑларнине кӗскен ҫеҫ асӑнса хӑварса автор хӑйшӗн ҫӗнӗ «тема» палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

А. Волковӑн вара пачах тепӗр майлӑ: этем организмне тарӑнрах, пур енлӗ тӗпчесе пӗлсен, ҫӗр-ҫӗр ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварса сумлӑ ят илнӗ хыҫҫӑн чунӗнче пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ тапма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Халӗ вара иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ пьесӑн генилле шухӑшне тӗрӗс ӑнланса Валерий Карпов режиссер спектакль ятне ҫаплипех хӑварса питӗ тӗрӗс тунӑ темелле-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Кайран ывӑлӑма асаннепе хӑварса Ул атӑр районне вӑрмана сухӑр кӑларма тухса кайрӑм, Полукире поселокӗнче пурӑнтӑм, — иртнине куҫ умне кӑларчӗ ватӑскер.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Кӑкӑр ачине хӑварса Клавти фермӑна ӗҫе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

— Хунава тымартан 15-20 см хӑварса касмалла, - терӗ ҫамрӑк фермер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ещӗксене пӗр-пӗрин ҫине сывлӑш ҫӳремелӗх хушӑ хӑварса лартса пымалла.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Халӑхсене ҫывӑх тӑракан, вӗсен кун-ҫулӗпе, пурнӑҫӗпе тӳрреммӗнех кӑсӑкланакан организаци республикӑри чылай наци ҫыннине хӑйсем ҫине ҫӗнӗлле, тишкерӳллӗ куҫпа пӑхма май парӗ, вӗсен культурине, йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса малалла аталантарас ӗҫре ҫаврӑнӑҫуллӑрах пулма хистӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫемьене, ачасене хӑварса Мускавра е инҫетри ытти хуласенче темиҫешер уйӑх ҫухалса ҫӳрени мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Урпа анинче ӗҫ вӗрет // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02

780 ҫул каялла, Чура паттӑр ертсе пыракан пӑлхар-сӑварсем, монгол-тутарсемпе ҫапӑҫса, хула хыҫҫӑн хула хыҫа хӑварса Атӑл урлӑ каҫнӑ, Атӑлъял ҫывӑхӗнчи «Чура паттӑр» сӑртра вырнаҫнӑ яла пуҫарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

600 км ытла хыҫа хӑварса Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи чӑвашсем пурӑнакан Пикмӑрсай ялне ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех