Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗсемшӗн сăмах пирĕн базăра пур.
вӗсемшӗн (тĕпĕ: вӗсемшӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан кашни тункатах вӗсемшӗн чӗрӗ ҫын пек, тӑшман пек туйӑнчӗ, ӑна курсан, вӗсен сывлӑш тӑвӑрлана-тӑвӑрлана килчӗ.

Каждый пень, выраставший перед ними из мрака, они принимали за человека, за врага и цепенели от ужаса.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсемшӗн вӑл темле йывӑрлӑхсене чӑтма, парӑнтарма та хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Апла-тӑк, вӗсемшӗн интереслӗ хамӑр юрӑ-ташӑ.

Отсюда, им интересны наши песни-танцы.

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Хӑйсен ӗҫӗсене журналта курни вӗсемшӗн калама ҫук пысӑк телей.

Куҫарса пулӑш

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Тӗп управленийӗн начальникӗпе Станислав Антоновпа ВДПО председателӗ Светлана Сергеева ҫамрӑк пушарнӑйсен билечӗпе чыслани уйрӑмах хумхануллӑ самант пулчӗ вӗсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Тӗрӗссипе, вӗсемшӗн пулӑшу виҫи мӗн чухлӗ пулни мар, ҫав мел пурри пӗлтерӗшлӗрех, — тет ректор.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ку утӑм вӗсемшӗн кӗтменлӗх пулчӗ.

Этот шаг для них был неожиданным.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӗсемшӗн 1943 ҫул синкерлӗн иртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсемшӗн юнӑмпа ҫуллахи ҫереме, хӗллехи шур юра хӗретрӗм.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Уйӑхне вӗсемшӗн пӗр ҫын пуҫне 13 тенкӗ те 13 пус илетпӗр.

За месяц мы за них с человека взымаем 13 рублей и 13 копеек.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Регистраци иртнӗ хыҫҫӑн ҫӗрсене пӗр-пӗр хуҫалӑх ӗҫлеме арендӑна илмерӗ-тӗк, вӗсемшӗн тата ҫулсерен налог тӳлеме тивет.

После регистрации, если какое-нибудь хозяйство не возьмет для работы в аренду, то за них придется ежегодно платить налог.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Валентинӑпа Константин Филипповсем ӗҫкӗпе иртӗхмеҫҫӗ, лӑш курми ӗҫлеҫҫӗ, анчах тасалӑх — вӗсемшӗн чун ыйтӑвӗ мар.

Валентина и Константин Филипповы не выпивают, много работают, но чистота для них не вопрос души.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

«Филипповсем питӗ ӗҫчен ҫемье, тӑрӑнса каяслах тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах те ӗҫ майне пӗлмеҫҫӗ, те ӗлкӗреймеҫҫӗ? Вӑкӑра мӗн тесе 15 ҫул усрас сӑмахран\? Ӗнисем те лайӑх пӑхманран сӗт нумай антармаҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫне хӑйсем йывӑрлатаҫҫӗ пек туйӑнать. Ҫурт тума тытӑннӑранпа 10 ҫул иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Тирпейлӗх вӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ мар», — хушса хучӗҫ теприсем.

"Семья Филипповых очень работящая, стараются до упаду. Но или не успевают, или не знают как работать? Например, зачем держать быка 15 лет? И коровы из-за плохого ухода молока много не дают. Кажется, свою жизнь сами усложняют. С начала строительства дома прошло уже 10 лет. Порядок для них не значим", - говорят другие.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Вӗл-вӗл ҫулӑм вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ.

Огоньки им показались интересными.

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Вӑл ял хуҫалӑх перепиҫӗ пирки такмаксем хайласа пӗрремӗш 10 автор йышне кӗнӗ, халӗ вӗсемшӗн интернетра сасӑлав ирттереҫҫӗ.

Он вошёл в первую 10 в конкурсе сочинителей частушек про сельскохозяйственную перепись, сейчас в интернете идёт за них голосование.

Ҫӗршыв шайне тухас ӗмӗт тата пӗр утӑм ҫывӑхрах // Любовь ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Ку вӗсемшӗн пысӑк уяв.

Для них это - большой праздник.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Вӗсемшӗн темле пуль те анчах хама вара Алмуша халалланӑ юпа килӗшрӗ.

Не знаю как остальным, но лично мне понравился столб, посвященный Алмушу.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

50 ҫул урлӑ каҫсан вӗсемшӗн ҫӗнӗ ӗҫ тапхӑрӗ пуҫланнӑ темелле.

После 50-летия для них, можно сказать, начался новый этап трудовых будней.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Пурнӑҫа ҫак ӗҫпе ҫыхӑнтарни вӗсемшӗн ӑнсӑртран пулса тухман, пурнӑҫ хӑй хистенӗ.

В том, что они связали свою жизнь с этой работой, нет никакой случайности, жизнь сама принудила.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Вӗсемшӗн тӗнче йӑлтах ҫӗнӗ.

Для них мир совершенно новый.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех