Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чир сăмах пирĕн базăра пур.
чир (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ чир уйрӑмах ҫамрӑксем хушшинче анлӑ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Кунсӑр пуҫне виҫесӗр эрехпе иртӗхни асӑннӑ чир патне илсе ҫитерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Тур паллисене сиенлетни те чир пуҫламӑшӗ пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ача чухне хӗвелпе пиҫсе кайни те ҫулсем иртнӗҫемӗн чир сӑлтавӗ пулса тӑма пултарнине асӑрхаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Асӑннӑ чир ыйтӑвӗсемпе районти тӗп больницӑн врач-дерматовенерологӗпе Инна Юрьевна НИКОНОРОВӐПА калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Асӑннӑ чир хӑвӑртах ытти органсене куҫса сиенлетме пултарнипе уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Ҫавӑнпа та чир паллисем пуҫлансан килте выртмалла мар, больницӑна каймалла.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Чир ернӗ ҫыннӑн ӳт-пӳ температури 39-40 градус таран хӑпарать, ҫынна шӑнтса пӑрахать, пысӑк температура 5-7 куна пырать.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Вирус организма лекнӗренпе чир пуҫланичченхи тапхӑр (инкубаци тапхӑрӗ) 1,5 уйӑх таран тӑсӑлать, ытларах чухне ку тапхӑр 17-19 куна пырать.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Чир ҫынна шӑшисен шӑкӗпе, каяшӗпе вараланнӑ япаласем урлӑ ерет (ҫулҫӑ, йӗкел, хӑрӑк турат пуҫтарнӑ чух, выльӑх апачлӗх тырӑпа, утӑ-улӑмпа, коллективлӑ садсенче ӗҫленӗ, тирпейленӗ, вӑрман ӗҫленӗ чухне, хӗллехи вӑхӑтра вӑрмансенче вырнаҫнӑ ҫуртсенче пулнӑ вӑхӑтра, шӑшисем вараланӑ апат-ҫимӗҫе сывлӑшпа тусан урлӑ).

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Анчах та темиҫе ҫул каялла вӗсен килне хӑрушӑ инкек пырса кӗнӗ, йывӑр чир ывӑлӗн Анатолин пурнӑҫне сарӑмсӑр татать.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Чир ураран ӳкернисен ӳчӗсене те сӗтӗрме тивнӗ имшер те черчен хӗрарӑмсен. - Трахома ҫава пек ҫулчӗ халӑха…».

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Темле ӑш чир ӑна нумайччен вырӑнпа вырттарчӗ, ҫавна пула кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ, — вӑл ӗлӗкхинчен те ытларах ҫилленме тытӑнчӗ, пуршӑн-ҫукшӑнах хӗрсе каякан пулчӗ.

Какая-то желудочная болезнь, надолго приковавшая старика к постели, заметно повлияла на его характер, — он стал ещё более раздражительным и нетерпеливым, чем раньше.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗлӗкхи пекех илемлӗ те уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫӗ туртӑннӑ, кӑштах шуралнӑ та, халӗ вӑл йывӑр чир хыҫҫӑн сывалнӑ ҫын пек.

Лицо его, по-прежнему красивое и добродушное, осунулось, побледнело и походило на лицо выздоравливающего больного.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Паллӑ ҫынсем, ҫилленме вӑхӑчӗсем пулнӑ пулсан, е урӑхла каласан, пӗр-пӗрин ҫине: эпир — ман юлташсем те, эпӗ те — ҫак ача-пӑча аллинче пукане ҫеҫ пултӑмӑр, тенӗ пек пӑхнине курнӑ пулсан, питӗ ҫилленсе каятчӗҫ ӗнтӗ, анчах Кирсанов вӗсене нихӑшне те «ыттисем ман ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ-ши?» — текен шухӑшсемпе аппаланма паман, Кирсанов тарҫа лӑпчӑнса ларнӑ Полозова илсе тухма хушнӑ та паллӑ тухтӑрсене хӑйне лайӑх ӑнланнӑшӑн тав туна; чир пӗр шухӑш-кӑмӑлпа асапланса пурӑннипе пуҫланса кайнипе, хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан старике улталама кирлине, атту вӑл хӗрне чӑнах та пӗтерме пултарнине чухласа илнӗ вӗсем.

Знаменитости сильно рассердились бы, если б имели время рассердиться, то есть, переглянувшись, увидеть, что, дескать, моим товарищам тоже, как и мне, понятно, что я был куклою в руках этого мальчишки, но Кирсанов не дал никому заняться этим наблюдением того, «как другие на меня смотрят», Кирсанов, сказав слуге, чтобы вывести осевшего Полозова, уже благодарил их за проницательность, с какою они отгадали его намерение, поняли, что причина болезни нравственное страдание, что нужно запугать упрямца, который иначе действительно погубил бы дочь.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чирлӗ ҫынна питӗ тимлӗ те тӗплӗ пӑхса тухрӑм, халӗ ӗнтӗ Карл Федорыч ку иртсе каймалли чир мар, тенипе пӗтӗмпех килӗшетӗп, тенӗ Кирсанов; ҫав чир ҫынна питӗ асаплантарать иккен; чирлӗ ҫын пурӑнса ирттерекен кашни сехет — кирлӗ мар ҫӗртенех асапланни-мӗн; ҫавӑнпа та Кирсанов ҫапла шутлать: консилиумӑн, ҫак чирлӗ хӗре морфи памалла та асапӗсене ирттерсе ямалла, ҫав ыйхӑран вара вӑл ан вӑрантӑр, тесе йышӑнмалла.

Кирсанов сказал, что он очень внимательно исследовал больную и совершенно согласен с Карлом Федорычем, что болезнь неизлечима; а агония в этой болезни — мучительна; да и вообще каждый лишний час, проживаемый больною, — лишний час страдания; поэтому он считает обязанностью консилиума составить определение, что, по человеколюбию, следует прекратить страдания больной приемом морфия, от которого она уж не проснулась бы.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапла калаҫса татӑлар та, эсир мана хӑвӑрӑн чир мӗнле сӑлтава пула пуҫланса кайнине каласа кӑтартӑр.

На этих условиях, прошу вас, скажите мне причину вашей болезни.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӑвӑрӑн салху шухӑш-туйӑмсемсӗр пуҫне урӑх нимле чир те ҫукки паллӑ-и сире?

Вам известно, что у вас нет никакого расстройства, кроме печали?

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чирне тупмалла-ҫке-ха; пӑхса тӑракан ҫапла шутлать: atrofia nervorum «нервсен питанийӗ пӗтни»; тӗнчере ҫакӑн пек чир пулнипе пулманнине эпӗ пӗлместӗп, пурах пулсан вара ҫынна ун пек чиртен юсама май ҫукки маншӑн паллах.

Надобно же отыскать болезнь; пользовавший врач придумал atrophia nervorum, «прекращение питания нервов»; бывает ли на свете такая болезнь или нет, мне неизвестно, но если бывает, то уж и я понимаю, что она должна быть неизлечима.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑнах та, ҫав пысӑк тухтӑрсем ним тума аптраса ҫитнӗ: ҫыннӑн нимле чир те ҫук, хӑй вара хӑвӑрт халсӑрланса пырать.

Действительно, задача была трудная для тузов: нет никакой болезни в больной, а силы больной быстро падают.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех