Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каина тӗл пулса никам та ан вӗлертӗр тесе, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна паллӑ тунӑ.

И сделал Господь [Бог] Каину знамение, чтобы никто, встретившись с ним, не убил его.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чӑваш ҫӗрне паллӑ сцена ӑстисене пуҫтаракан Пӗтӗм тӗнчери оперӑпа балет фестивалӗсене ирттересси те ырӑ йӑлана кӗчӗ.

Доброй традицией стали международные оперные и балетные фестивали, собирающие известных мастеров сцены на чувашской земле.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Пӗлтӗр Чӑваш тӗррин музейне уҫни паллӑ пулӑм пек асра юлчӗ.

Ярким событием прошлого года стало открытие Музея чувашской вышивки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998

Ҫапах та сирӗн ӗҫӗр тухӑҫлӑхне ҫирӗплетекен тӗп паллӑ республика шайӗнчи кӑларӑмсемпе район хаҫачӗсен тиражӗсене сыхласа хӑварни, теле- тата радиоаудиторисене ӳстерни шутланать.

Но самым главным свидетельством эффективности вашей деятельности являются сохранение тиражей республиканских и районных газет, увеличение теле- и радиоаудитории.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

2016 ҫул – Чӑваш Ен журналисчӗсемшӗн паллӑ тапхӑр – «Хыпар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 110 ҫул ҫитет.

2016 год – знаковый для журналистов Чувашии – исполняется 110 лет со дня выхода первого номера газеты «Хыпар».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Кӑҫал асӑннӑ учреждени 15 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫак кӑтарту патнелле талпӑнма Чӑваш Ен те хӑйӗн тӳпине хывасси халех паллӑ: Раҫҫейре пуҫарнӑ «Чӗрӗ уроксем» экскурси-вӗренӳ проектне хутшӑнакан виҫӗ регион йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унӑн юбилейне куракансемпе пӗрле Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллӑ тӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Анчах мана ӳсӗме пула /ун чухне эпӗ 38 ҫултаччӗ/ куҫӑн майпа вӗренме йышӑнмарӗҫ, Пушкӑртстанри паллӑ педагог Загир Исмагилов патне кайса пӑхма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Палӑртса хӑвармалла: музей фондӗнчи 1290 экспонатӑн пысӑк пайӗ чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи Николай Яковлев Панклире йӗркеленӗ историпе таврапӗлӳ музейӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ильинка-Сӗнтӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ ытти вырӑн: Каршлӑхри арҫынсен мӑнастирӗ, ун ҫывӑхӗнчи ҫветтуй ҫӑлкуҫсем, Мӑн Сӗнтӗрти Ҫветтуй Троица чиркӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Унта театр ӗҫӗнчи ҫӗнӗ хыпарсем, союз ирттерекен мероприятисем, паллӑ артистсен юбилейӗсем ҫинчен пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑҫал Красноармейски хутлӑхӗнче кӑна мар, Чӑваш Енӗпех паллӑ ҫыннӑн, Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн 75 ҫулхи юбилейӗ пулчӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш халӑх художникӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Паллӑ ӗнтӗ: вӗсен ҫула палӑртнӑ срок тӗлне хута ямалла.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Ун чухне, паллӑ сӑлтавсене пула, кӗнеке кӑларасси самай чакса ларнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫак кунсенче хӑйӗн сумлӑ юбилейне паллӑ тӑвакан Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Комиссаров малашлӑха шанчӑкпа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

— Лаша пуласси тихаран паллӑ теҫҫӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

— Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, хӗрӗмӗрӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Лаша пуласси - тихаран, ҫын пуласси ачаран паллӑ», - теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак паллӑ куна уявлама халӑх Ҫӗнӗ Кинчерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех