Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ял сăмах пирĕн базăра пур.
ял (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ефим Чернявкин ҫартан тарса килсе полицая кӗрсен, ял ҫинче вӗсене пурте курайми пулчӗҫ.

Когда же Ефим Чернявкин дезертировал из армии и стал полицаем, все в деревне, без исключения, возненавидели их лютой ненавистью.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял тулашӗнче Анна Чернявкина ҫапах та шӑппӑн йӗрсе илчӗ, анчах упӑшкинчен уйрӑлнипе хуйхӑрса мар, пытарма каякансем питӗ сахал пулни ӑна тата ытларах хӑратса пӑрахнӑ.

У околицы Анна Чернявкина все же тихонько заплакала, но не от горечи расставания с мужем, а оттого, что ей стало еще страшнее, когда она увидела малолюдную похоронную процессию.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унта каякан ҫула юр шӑлса лартнӑ, ҫавӑнпа та Чернявкина ял тулашӗнче, ҫурҫӗр енче пытарма шутларӗҫ.

Дорогу на кладбище замело, и поэтому решено было хоронить Чернявкина за северной околицей деревни.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял ҫыннисем патӗнче тупнӑ тумтире пӗтӗмпех, сӑмахласа тӑмасӑр туртса илмелле — ҫакна тума та нимӗҫ государстви интересӗсем хушаҫҫӗ.

Все вещи, найденные у населения, должны быть изъяты безоговорочно, — этого также требуют интересы германского государства.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партизансем хӑйсен ял ҫыннисене те, гитлеровецсене пулӑшакансене, хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ: иртнӗ виҫӗ эрнере кӑна вӗсем ҫичӗ полицая тата виҫӗ старостӑна вӗлернӗ.

Не щадили партизаны и местных жителей, помогавших гитлеровцам: только за последние две недели убили семь полицаев и трех старост.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь ҫӗр ҫийӗн мӗнле тӗттӗм те пӗр сас-чӗвсӗр каҫ пулнине аса илчӗ те Лозневой, ӗлӗкхи паллӑсем тӑрӑх ял пулнӑ вырӑна, халь Чернявкин пурнӑҫӗнчи юлашки йӗрӗсене шӑлса вӗҫтерекен ҫил-тӑман уланӑ ҫӗре, пӗр ҫын ҫӳреми чӗмсӗр ҫӗре тухма та ӑна хӑрушӑ пулчӗ…

Лозневой вспомнил, какая стоит сейчас над землей темная, глухая ночь, и ему стало страшно идти в безлюдное и мертвое пространство, где, по старым приметам, должна находиться деревня, но где теперь только вьюжит метелица, заметая последние в жизни следы Чернявкина…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑт сана вилсе пӗтнӗ ял!

Вот тебе будто вымерла деревня!

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял нихҫан та вилмест, — терӗ Ерофей Кузьмич, вара Лозневоя вӑл асӑрхаттарни, халӑх ҫинчен пуҫланӑ сӑмахне каласа пӗтеймен шухӑшӗ пулнӑ пек туйӑнчӗ.

— Деревня никогда не вымрет, — сказал Ерофей Кузьмич, и Лозневому показалось, что это его замечание есть продолжение его недосказанной мысли о народе.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ял вилсе пӗтнӗ тейӗн…

— Будто вымерла деревня…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗттӗмре ял пурри курӑнмасть те, илтӗнмест те, вӑл Ольховка сӑрчӗ ҫинче нихҫан та пулман тейӗн, ҫак темиҫе ҫӗр ҫын пурӑнакан вырӑн шӑпланни тӗлӗнмелле пек туйӑнать.

Во тьме не видно и не слышно было деревни, точно ее никогда и не существовало на ольховском взгорье, и странным было это впечатление мертвого пространства в том месте, где жили сотни людей.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл ӗҫшӗн тата ҫынсемшӗн тунсӑхларӗ, унӑн ял хушшинче пуласси килчӗ.

Он скучал без дела и людей, его тянуло в деревню.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Колхоза кӗриччен Ерофей Кузьмич ҫур ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ, ҫавна пула ӗнтӗ унӑн хӑйӗн килкартипе, крепоҫри пек пурӑнма хӑнӑхнӑ йӑли те хӑйсен ял ҫыннисенчен, уйрӑммӑнах ҫамрӑккисенчен, ҫирӗпрех пулнӑ.

Полжизни прожил Ерофей Кузьмич до вступления в колхоз, поэтому у него крепче, чем у других сельчан, особенно молодых, сохранилась привычка жить за своим забором, как в крепости.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Васятка вара кӑмӑллӑнах ял тӑрӑх чупса ҫӳрерӗ (ку хӗлӗнче шкул ӗҫлемерӗ), яланах питӗ нумай хыпар пӗлтерсе тӑчӗ.

Васятка очень охотно бродил по всей деревне (школа в эту зиму не работала) и всегда приносил очень много новостей.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ерофей Кузьмич вара халь халӑх хӑйӗнчен сивӗнни ҫинчен, ял ҫыннисем ун ҫине шанчӑксӑррӑн кӑна мар, тӑшманла та пӑхни ҫинчен хурлӑхлӑн аса илчӗ.

А теперь Ерофей Кузьмич с горечью подумал о том, что народ отвернулся от него, что все сельчане относятся к нему недоверчиво и даже враждебно.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь унӑн ял ҫыннисенчен кама та пулин хӑй патне кӗртсе, унӑн сӑмахӗпе хӑй кӑмӑлне ҫӗклентересси килчӗ.

Ему уже захотелось, чтобы кто-нибудь из сельчан пришел проведать его и ободрить словом.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ерофей Кузьмич ял хушшинче хӑй ҫинчен аван мар сӑмах ҫӳренине часах пӗлчӗ.

Ерофей Кузьмич вскоре узнал, какой нелепый слух разошелся о нем по деревне.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗррехинче Ерофей Кузьмич эпи карчӑкне — Зубачихӑна та чӗнтерчӗ, карчӑк ӑна вӗрсе-сурса сиплерӗ, «турӑ шывпе» пӗрӗхрӗ, кайран вара ял ҫинче: Лопухов старик ӑнланса илмелле мар темле усал чирпе чирленӗ.

Однажды Ерофей Кузьмич позвал даже бабку Зубачиху, и та, отчитав над ним заговор и опрыснув его «святой» водой, всей деревне затем рассказала, что у старика Лопухова какая-то неведомая алая порча.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пирӗн санпа иксӗмӗрӗн ял тулашӗнчи хурӑн айӗнче пулса иртекен юратуллӑ калаҫу мар.

У нас с тобой не полюбовный разговор за околицей под березками.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сирӗн хыҫҫӑн ял тӑрӑх чупсах халтан каятӑн!

А за вами как поносишься по деревне, язык высунешь!

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл хӑй чӗринче юхӑнса ҫитнӗ Ольховкӑна курасса шаннӑ, анчах ял унчченхинчен темиҫе хут пуян пурӑннине курнӑ.

Втайне он надеялся увидеть Ольховку разоренной, а тут оказалось, что она живет во много раз богаче, чем раньше.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех