Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, 8. анчах чӑтса тӑраймарӗҫ, вӗсем валли тӳпере вырӑн пулмарӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӳпере тата тепӗр паллӑ курӑнчӗ: акӑ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха; пуҫӗсем ҫинче — ҫичӗ пуҫкӑшӑль; 4. вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӳрипе шӑлса илсе ҫӗр ҫине пӑрахрӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан тӳпере хӑватлӑ паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ арӑм — курӑнчӗ: унӑн ури айӗнче — уйӑх, пуҫӗнче — вуникӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫкӑшӑль.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара тӳпере Турӑ Ҫурчӗ курӑнса кайрӗ, Унӑн Ҫуртӗнче Ун халалӗн арчи курӑнчӗ; ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ вӑйлӑ ҫурӗ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан эпӗ тӳпере ҫӳлте вӗҫсе пыракан пӗр ангела куртӑм, вӑл хыттӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, вӑл: хуйхӑ, хуйхӑ, юлашки виҫӗ ангел трупапа кӑшкӑртса ярсассӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ ҫитӗ — вӗсем халь-халь кӑшкӑртса яраҫҫӗ! терӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑплӑх тӑчӗ.1. И когда Он снял седьмую печать, сделалось безмолвие на небе, как бы на полчаса.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑ кӗнекене уҫма, уҫса пӑхма пултараканни никам та — тӳпере те, ҫӗр ҫинче те, ҫӗр айӗнче те — тупӑнмарӗ.3. И никто не мог, ни на небе, ни на земле, ни под землею, раскрыть сию книгу, ни посмотреть в нее.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур; 3. ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне, 23. тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне, 24. пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл — курӑнми Туррӑн сӑнӗ, Вӑл мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ; 16. пурне те Вӑл пултарнӑ: тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, курӑнаканнине те, курӑнманнине те — аслӑ вырӑнтисене те, аслисене те, пуҫлӑхсене те, хӑватлисене те — пурне те Вӑл пултарнӑ, пурне те Ун валли, Ун урлӑ пултарнӑ.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне эпир яланах Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, тав тӑватпӑр: 4. эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, пур сӑваплӑ ҫынна та юратса тӑни ҫинчен илтнӗ эпир — 5. эсир ӗнтӗ хӑвӑр валли тӳпере хатӗрлесе хунӑ ырӑлӑха ӗмӗтленсе тӑратӑр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй хуҫасем, эсир те чурӑрсемшӗн ырӑ пулӑр, вӗсене ытла хытӑ ан тытӑр, пӗлсех тӑрӑр: сирӗншӗн те, вӗсемшӗн те тӳпере пӗр Ҫӳлхуҫа.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫинчи пӳртӗмӗр — ҫак хӳшӗ — ишӗлсессӗн, пирӗн валли тӳпере Турӑ туса панӑ ҫурт — алӑпа туман ӗмӗрлӗх ҫурт — пуррине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Тӳпере те япаласем пур, ҫӗр ҫинче те япаласем пур: тӳперисем — пӗр тӗрлӗ, ҫӗр ҫинчисем — тепӗр тӗрлӗ; 41. хӗвел ҫути — пӗр тӗрлӗ, уйӑх ҫути — тепӗр тӗрлӗ, ҫӑлтӑрсен ҫути — тата урӑх тӗрлӗ; ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑрӑн та ҫути пӗр мар.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай), 6. пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. [Тӳпере виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Таса Сывлӑш Турӑ; вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрпӗтӗм.]7. Ибо три свидетельствуют на небе: Отец, Слово и Святый Дух; и Сии три суть едино.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран, Иисус Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ Вӑл пире ҫӗнӗрен ҫуратса хамӑр валли тӳпере упранса тӑракан ҫӗрми, таса, иксӗлми еткер илессине иккӗленмесӗр шанса тӑма панӑ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, 20. Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; 21. Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.