Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытти самолёчӗсем пурте карталанса, умлӑ-хыҫлӑн пыма пуҫласанах, вӑл хӑйӗн вилӗм кӳрекен грузне пӑрахрӗ: инҫетре, вӑрман хыҫӗнче, темскер тӗпсӗр шӑтӑкалла кӗмсӗртеттерсе аннӑ пек туйӑнчӗ, унтан татах та татах, тавралла вара янӑравлӑ кӗрхи сасӑ кӗр-кӗр янӑраса, кайрӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӑҫал ҫеҫ ҫӗкленсе курӑка пусса илнӗскерсем вӗсем, ылтӑн тӗслӗн, чӑпаррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, хурӑнлӑх хыҫӗнче халь ҫеҫ сухаланӑ хура пусӑпа вырса пӗтернӗ шурӑрах хир лаптӑкӗ курӑнса выртать, тӗпексем хыҫӗнче кӗрхи капӑр вӑрман, хӗвел пайӑркисем ҫав вӑрман ӑшнелле чалӑшшӑн ӳкнӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫеремрен лерелле, хӗвеланӑҫнелле, лачакаллӑ та пысӑк кӗрхи пусӑ талккӑшӗ чӑсӑлса выртать, инҫетре, ун тӗлӗнче вара, утрав пек, чӑрӑш вӑрманӗсем курӑнаҫҫӗ, — вӗсен хыҫӗнчи пӗлӗте ӗнтӗ ҫак кунсенче, яланах, тем пысӑкӑш мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗмсем хуратаҫҫӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑш чухне вӗсене куҫа йӑмӑхтаракан кӗрхи пӗлӗт тӳпинче куҫпа шыраса тупма та хӗн, анчах вӗсен моторӗсем салхуллӑн ҫухӑрса улани чуна ҫӳҫентерет.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӗрхи салху уй-хирсенче ҫав-ҫавах-ха ҫулҫӑ тӑвӑлӗ вӗҫтерсе тӑрать.А по унылым осенним полям все мела и мела лиственная метель.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нимӗҫсен самолёчӗсем хӗвел ҫуттинче караппӑл ҫуначӗ пек кӑвакрах сарӑ тӗслӗ ҫуначӗсене ялкӑштарса, кӗрхи пӗлӗт айӗпе хӗвелтухӑҫнелле каяҫҫӗ; вӗсем уласа ҫулсем тӗлнелле ыткӑнаҫҫӗ, ҫӗр хыттӑн ахлата-ахлата илет те унтан вара сапаланчӑк хура тӗтӗм пайӑркисем сирпӗне-сирпӗне хӑпараҫҫӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах кӗрхи уяв умӗн вӑл нимӗн те каламарӗ: Кун И-цзи ҫул вӗҫленсен те килмерӗ.Но в осенние праздники хозяин его уже не вспоминал: Не появился Кун И-цзи и в канун Нового года.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Кӗрхи уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Пӗррехинче, кӗрхи уяв ҫитиччен икӗ кун е виҫӗ кун малтан, хуҫа васкамасӑр кӑна, парӑмсене шутласа ларатчӗ.Как-то раз, дня за два или за три до осеннего праздника, хозяин, не торопясь, подводил счет.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Ҫӗр ҫинче ҫапӑҫу пуҫланнӑранпа кун, кӗрхи вӑрӑм ҫӗр иртнӗ, ҫӗнӗ кун та пуҫланнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Куҫ умӗнче кӗрхи сӑрӑ тӗтрепе хупланнӑ кӗрнексӗр Кивӗ Карантин панорами сарӑлса выртать.Перед ним в сером тумане осеннего дня расстилалась невзрачная панорама Старого Карантина.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗрхи уяр та тин ҫеҫ шӑнтма пуҫланӑ ир Валентинӑпа икӗ амӑшӗн шурса кайнӑ пичӗсене ҫутатать…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Шкулӑн ҫӗмрӗк те пушӑ кантӑкӗсем витӗр кӗрхи лутра тӳпе курӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫавӑнпа Евдокия Тимофеевна кӗрхи кунсем ҫывхара пуҫласан Володьӑпа Керча таврӑнма шут тытрӗ.Поэтому решили, что к осени Евдокия Тимофеевна вместе с Володей вернется в Керчь.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗрхи каҫ сулхӑн та ҫилсӗр.
XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Мӗн ҫурхи ӗҫсем пуҫланса кӗрхи ӗҫсем пӗтиччен вӑхӑтлӑх, хӳтлӗх вырӑн тупса пурӑнма тивнӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Ромашова сасартӑк хура кӗрхи пӗр йӗпе-сапаллӑ каҫ аса килех кайрӗ.Ромашову вдруг вспомнился один ненастный вечер поздней осени.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вараланчӑк ураллӑ йӗпе лавҫӑсем кӗрхи шӑна пек сӳрӗккӗн, ыйхӑллӑн утса ҫӳреҫҫӗ е туртасем ҫинче лараҫҫӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Халь ӗнтӗ куҫа курӑнман вӗтӗ тумлам кӑна хӗвелпе ялкӑшса йывӑҫ ҫинчен анать, ҫӗр кӗрхи эрешмен картипе йӑлкӑшса ҫуталнӑн йӑлтӑртатать.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кӗрхи ӑшӑ хӗвел ҫӗр питне ачашласа йӑпатать, ирӗлнӗ юр тумламӗсем курӑк ҫинче вутӑн-хӗмӗн йӑлкӑшаҫҫӗ.Осеннее солнце ласково пригревало землю, в траве сверкали капельки талого снега.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.