Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аван сăмах пирĕн базăра пур.
аван (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ют ҫын умӗнче те пулин ҫара пакартан ан ҫӳресемччӗ, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ Макар, аван мар пулнипе Давыдов эхлеткеленине илтнӗ хыҫҫӑн.

— Ты хоть при чужом человеке телешом-то не ходи, — недовольно бормотнул Макар, услышав, как Давыдов смущенно кряхтит.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна аван мар пулса ҫитрӗ, унӑн кунтан хӑвӑртрах тула, уҫӑ сывлӑша тухса тарас килет…

Ему становится не по себе, хочется скорей отсюда, на воздух…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аван, аван!

Куҫарса пулӑш

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытла аван мар пулса кайрӗ Кондрата!

Не по себе стало Кондрату!

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тырӑ аван пулсан, аптрамастпӑр темелле.

Да ить это хорошо, бедный ли, богатый урожай.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сана, паллах, лайӑх ҫынсене суйласа илсен аван.

Тебе хорошо так людей подбирать.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑт капла аван, — кулса илчӗ Карме, — ҫапла кирлӗ те.

— Вот и славно! — улыбнулся Паарме. — Вот и славно!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ларма кӑмӑллах мар вӗсем ҫинче, ҫапах та ачасем хӑйсене аван туйрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем тек хӑрушлӑхра мар ӗнтӗ, хамӑр салтаксем хушшинче, хӳтлӗхре.

Сидеть на них было жестко и прохладно, но несмотря на все неудобства, ребята чувствовали себя очень уютно, и самое главное, они были в безопасности и среди своих солдат.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Женя вара хӑй мӗн тунине аван пӗлет.

Но Женя знала, что делает.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Укҫа тыткалама аван иккен, питӗ хаваслӑ.

Так здорово их тратить, весело и приятно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ҫынна йывӑҫ ҫумне ҫыхса хӑварма аван мар тесе каласшӑнччӗ ҫеҫ, — хӑюсӑррӑн каларӗ лешӗ.

— Я хотел сказать, что, — мальчик смутился, — что нехорошо оставлять человека привязанным к дереву.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗнле аван, — терӗ Женя.

— Здорово, — пробормотала Женя.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эсӗ алӑка уҫманни те аван, Федя.

Хорошо, что ты, Федор, не стал открывать дверь,

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫак чӑкӑлтӑшла ӗҫ ытла кичемччӗ ӗнтӗ, ҫула майӑнах-ха ҫав ӗҫпе ывӑнтаракан кӑткӑс атмосферӑна кӗмелле пулать тесе ҫӗткеленсе пытӑм — унсӑр пулсан отпускӑм ытла аван иртнӗ пулӗччӗ.

Всё это было неприятно и скучно, и, вспоминая ещё дорогой, что мне придётся снова войти в утомительную и сложную атмосферу этого дела, я немного расстраивался — отпуск был бы так хорош без него!

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Питӗ аван.

Куҫарса пулӑш

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Акӑ мӗнле шухӑш тытнӑ иккен, кӑвакарчӑнӑм, — терӗ вӑл ҫиленерех кӑна, — пит аван!

— Так ты вот что задумал, голубчик, — говорила она сердито, — хорош!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи аван кунах Новодевичье масарӗ ҫине, Расщепей палӑкӗ патне кайма кӑмӑл турӑм.

И мне захотелось в первый хороший день пойти посидеть на Новодевичьем кладбище, у памятника Расщепею.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Паллах, аван мар тунӑ эс, Игорь.

— Конечно, ты нехорошо поступил, Игорь.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, аван мар пек пулчӗ.

Ну, нехорошо вроде получилось.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аван?

— Здорово?

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех