Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллах сăмах пирĕн базăра пур.
паллах (тĕпĕ: паллах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бразилире тӑватӑ ҫул пурӑнса, майӗпен ҫӗр ӗҫне вӑйлатса пынӑ май, эпӗ, паллах, Испани чӗлхине вӗренсе ҫитрӗм тата кӳршӗсемпе те ҫывӑх паллашрӑм, тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен ҫывӑхри — Сан-Сальвадорти сутӑҫсемпе те паллашрӑм.

Прожив в Бразилии года четыре и постепенно расширяя свое дело, я, само собою разумеется, не только изучил испанский язык, но и познакомился со всеми соседями, а равно и с купцами из Сан-Сальвадора, ближайшего к нам приморского города.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах, сунарта арӑслана персе вӗлерни кӑмӑллӑ ӗҫ, анчах унӑн ашӗ ҫиме юрӑхсӑр.

Было, конечно, приятно подстрелить на охоте льва, но мясо его не годилось в пищу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах, эпӗ мавра хампа пӗрле илме пултарнӑ пулӑттӑм, анчах старике шанма ҫукчӗ.

Конечно, я мог взять с собой этого мавра, но на старика нельзя было положиться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ӗҫлессе, паллах, халиччен хӑнӑхнинчен ытларах ӗҫлеме тивнӗ пулӗччӗ, анчах ун вырӑнне эп тинӗс ҫулҫӳревӗн ӗҫне вӗренсе ҫитнӗ пулӑттӑм, каярахпа вара штурман, тен, капитан та пулса тӑнӑ пулӑттӑм.

Правда, мне пришлось бы работать больше, чем я привык, зато в конце концов я научился бы мореходному делу и мог бы со временем сделаться штурманом, а пожалуй, и капитаном.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унта манӑн атте-анне пурӑнать, паллах, манӑн вӗсем патне таврӑнмаллаччӗ.

Там жили мои родители, и, конечно, мне следовало вернуться к ним.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах, эсӗ хӑвӑн пуҫна ху тӗп тӑвасшӑн пулсан, халех тухса кай, анчах ҫакна ан ман: эпир сана тинӗссем тӑрӑх ҫӳреме нихҫан та ирӗк памастпӑр.

Конечно, если ты хочешь себя погубить, уезжай хоть сию минуту, но можешь быть уверен, что мы с отцом никогда не дадим согласия на твое путешествие.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Паллах, Робинзон Крузо пире пур тӗлӗшпе те килӗшет теме эпир пултараймастпӑр.

Конечно, мы не можем сказать, что Робинзон Крузо нам нравится со всех сторон.

«Робинзон Крузо» роман ҫинчен // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 3–4 с.

Латынла, французла, нимӗҫле вӗрен… географине, паллах, тата историне, богословине, философине, математикӑна алла ил…

Выучись по-латынски, по-французски, по-немецки… географию, конечно, историю, богословие, философию, математику…

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Турӑҫӑм, паллах, тунсӑхлӑ.

— Да господи, а то как же?

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Паллах, турӑ ӗҫӗ пулнӑ вӑл!

Божье дело!

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Паллах, лешсем ҫӗнтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем саккӑрӑн пулнӑ.

Ну, конечно, те одолели, потому их человек восемь было.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пултараймаҫҫӗ, паллах.

Куҫарса пулӑш

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html

Ахӑртнех, вӑл, никамран та хӑрамасӑр, мӗн тӑвас килнине пӗтӗмпех тӑвать пулмалла, Егорушка мӗн шухӑшлани те уншӑн ниме те тӑмасть, паллах

По-видимому, он никого не боялся, ничем не стеснял себя и, вероятно, совсем не интересовался мнением Егорушки…

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ирӗкӗм пулнӑ пулсан, паллах, калаҫса та тӑмӑттӑм ҫапла, кунта вара, хӑвӑрах пӗлетӗр, таварӗ манӑн мар…

Конечно, ежели б моя воля, я б и разговаривать не стал, а то ведь, сами знаете, товар не мой…

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Паллах ӗнтӗ, шӑл ҫук, ватлӑха пула пилӗк ыратать, вӑл та ку… сывлӑш пӳлӗнет, тата ытти ҫавнашкалли унта…

— Ну, конечно, зубов нет, спину от старости ломит, то да се… одышка и всякое там…

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Паллах ӗнтӗ, Бойчо!

— Конечно, Бойчо!

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паллах, Румыние.

— В Румынию, конечно.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗр-пӗр ҫывӑх тусу патӗнче пуль ӗнтӗ, — Юрдан чорбаджи патӗнче мар-ҫке, паллах.

— Очевидно, у какого-нибудь друга, — не у чорбаджи Юрдана, конечно.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлтӑрта ура сасси илтӗнчӗ, пӗр ҫын кӑна пырать, — Аврам пырать ӗнтӗ, паллах, Огнянов алӑк патӗнче ӑна шӑппӑн кӗтсе тӑчӗ.

Услышав негромкие шаги в сенях — шаги одного человека, — Огнянов понял, что это идет Аврам, и спокойно стал у двери.

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хупах хуҫи арӑмӗ, малтанласа Огнянова ӑшшӑн кӗтсе илнӗскер, халь унтан сыхланма тытӑнни паллах пулса тӑчӗ ӗнтӗ.

Было ясно, что корчмарка, сначала так тепло принявшая Огнянова, теперь стала остерегаться его.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех