Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумне (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ирина сана хитре хӗрарӑмсем ҫумне кӗвӗҫместчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

10. Пукан ҫумне сылтӑм айӑкпа тӑмалла, сылтӑм алӑпа хыҫӗнчен тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Илемлетсе кӳлнӗ лашасен конкурсӗ ҫумне кӑҫал чиперлетнӗ мотоблоксен ӑмӑртӑвӗ те хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юра пула кивӗ асфальт ҫумне ҫыпӑҫайманскер тӳрех арканса-тӗпренсе харама кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хамӑр килте ҫук чухне пӗри пурне те ҫӗр ҫумне авса хӑварнӑ, пӗр-иккӗш ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тирпей хамӑртан килет // А. ЛЕОНТЬЕВ. «Авангард», 2016, пуш, 11

Нумай ҫул комбайнерта вӑй хунӑ, мӑшӑрне те хӑй ҫумне пулӑшакан пулма явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Жюри шухӑшӗпе, конкурсра 23-мӗш вӑтам шкул директорӗн ҫумне Наталия Юдинӑна ҫитекенни пулмарӗ.

По мнению жюри, в конкурсе не было равных завучу 23-ей средней школы Натальи Юдиной.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ун ҫумне кӑҫал тата тепӗр тупӑшу кӗртнӗ.

К нему в этом году присоединили еще один конкурс.

Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html

- 2016 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫыравне хатӗрленсе ирттерессипе районта ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ, 18 ҫынран тӑракан комисси йӗркеленӗ, план тунӑ, ял тӑрӑхӗсем ҫумне кураторсем ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Хальхи вӑхӑтра педотрядсен ҫумне проводниксен, строительсен, аграри ӗҫченӗсен, сервис ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсен ушкӑнӗсем хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех