Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахчаҫимӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑх, кӑркка усрать, улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ, чечексем ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Агрофирмӑра пахчаҫимӗҫ туса илесси ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Кунта кинемей хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланать, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтерет, улма-ҫырла туса илет, тӗрлӗ чечек ӳстерет.

Здесь старушка по-своему хозяйничает, выращивает овощи, ягоды и фрукты, различные цветы.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫемьери 8 ҫынран 6-шӗ 370 тӑваткал метр лаптӑкпа танлашакан анкартинче ҫӗр ӗҫне пурнӑҫласа хӑйсем валли таса та паха пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илме хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Самана улшӑннӑ тапхӑрта ҫемьене тӑрантарма укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй Мускава ҫӳренӗ чухне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Женьӑн пахчаҫимӗҫ акма-лартма, мӗн пур лаптӑкри утта ҫулма, турттарма тивнӗ.

Из-за нехватки денег Александру Куприяновичу одно время пришлось ехать на заработки в Москву, всю мужскую работу по хозяйству пришлось делать девятикласснику Евгению: сажать овощи в огороде, сеять картошку в поле, косить траву на лугу, а затем и привозить на тракторе скошенное сено.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Утӑ ҫулаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ /пахчи Чурачӑкра та пур/, чӑх-чӗп, кӑвакал усраҫҫӗ.

Косят, заготавливают сено, выращивают овощи (огород и в Чурачиках есть), держат кур, гусей.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сӑмахран, сад пӗрлешӗвӗсенче — вырӑна ҫитме хытӑ сийлӗ ҫул пурри, хурал, акса-лартса тӑвакан участок шучӗ, килти хушма хуҫалӑхра миҫе ҫын пурӑнни тата ҫӗр ҫинче кам ӗҫлени, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтернин тӗллевӗ кӑсӑклантарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Ку чухне лавккасен сечӗ вӑйлӑ аталаннӑ пулин те пасарта суту-илӳ кирлех. Вӗсем паха та тин ҫеҫ хатӗрленӗ продукци, паян ҫеҫ татнӑ-пуҫтарнӑ пахчаҫимӗҫ туянма пултараҫҫӗ», — тенӗ Михаил Васильевич.

"Хотя сеть магазинов хорошо развита, но рынок все равно нужен. Так как они могут приобрести свежую продукцию, только что собранные овощи", — говорит Михаил Игнатьевич.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шупашкар районӗнчи Валерий Тихонов мӑшӑрӗпе тата ачисемпе теплицӑра пахчаҫимӗҫ калчи тата тӗрлӗ ҫимӗҫ ҫитӗнтерет, тупӑш самаях илет.

Житель Чебоксарского района Валерий Тихонов со своей супругой и детьми выращивает в теплице рассаду и различные овощи и получает хорошую прибыль.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ял халӑхӗ кунта кил хуҫалӑхӗнчи ытлашши продукцие — сӗт тата унран хатӗрленӗ юр-вар, аш-пӑш, пахчаҫимӗҫ ытти те — илсе пырать.

Сельские жители сюда приносят излишки своей продукции: молоко и молочные продукты, мясо, овощи и фрукты.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑрмар районӗнчи Валерий Васильев кашни ҫуркуннех Краснодар крайӗнчен пахчаҫимӗҫ илсе килсе кунта 20 ҫул тупӑшлӑ вырнаҫтарать.

Валерий Васильев, проживающий в Вурнарском районе уже 20 лет ежегодно весной привозит овощи из Краснодарского края и удачно реализует.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Курттӑммӑн пахчаҫимӗҫ туянас-сутасси 10-11 сехетчен хӗрӳ иртет.

Оптовая торговля овощей до 10-11 часов идёт жарко.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Сентре ҫинче пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла, ытти ҫимӗҫ ҫителӗклех.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Пахчаҫимӗҫ туса илни фермер хуҫалӑхне аталанма пулӑшнӑ.

Выращивание овощей помогло развитию фермерского хозяйства.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

- 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пахчаҫимӗҫ туса илме тытӑнтӑмӑр.

- В начале 90-ых годов начали выращивать овощи.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Кунашкал ҫӗр ҫинче пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илесси чӑрмавлӑрах.

На такой земле овощи, фрукты вырастить хлопотное дело.

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Юлашки вӑхӑтра ҫынсем пахчаҫимӗҫ /тӗслӗхрен, иҫӗм ҫырлипе ҫӗрулми ӳстермелли/ кӑларӑмсемпе кӑсӑкланма пуҫларӗҫ.

В последнее время люди стали интересоваться садоводческими /например, выращиванием винограда и картофеля/ изданиями.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗсен тӗллевӗ - ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ тухӑҫлӑхне ҫулсерен ӳстересси.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Слава картофелю» агрофирмӑра ҫӗр улми ҫеҫ мар, пахчаҫимӗҫ, тӗштырӑ культурисен лаптӑкне ҫулран-ҫул ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ял ҫыннисем шаннӑ ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫланӑран тыр-пул тата пахчаҫимӗҫ тухӑҫӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех