Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тунӑ япала хӑйне тӑваканнине: «эсӗ мана мӗншӗн ҫапла турӑн?» тейӗ-и?Изделие скажет ли сделавшему его: «зачем ты меня так сделал?»
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӗр ҫинче те виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: сывлӑш, шыв тата юн; вӗсем те виҫҫӗшӗ пӗр япала ҫинчен кӳнтелеҫҫӗ.8. И три свидетельствуют на земле: дух, вода и кровь; и сии три об одном.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Артемидӑна пуҫҫапакан ҫуртӑн ӗлкине кӗмӗлтен туса пурӑнакан Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗлҫӗ, ӳнерҫӗсене нумай тупӑш кӳрсе тӑраканскер, 25. ҫавсене тата вӗсем пек ытти ӑстасене пухнӑ та каланӑ: тусӑмсем! эпир ҫителӗклӗ пурӑнасси хамӑр тӑвакан ӗҫрен килнине эсир пӗлетӗр; 26. акӑ халӗ хӑвӑр курса-илтсе тӑратӑр: ҫак Павел «этем алли тунӑ япала — Турӑ мар» тесе вӗрентнипе Эфесра кӑна мар, пӗтӗм Асийӑра тенӗ пекех нумай ҫынна илӗртсе ҫавӑрчӗ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа пирӗн пӗлес килет — мӗн япала ку? тенӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тӑвар — ырӑ япала; анчах тӑвар хӑйӗн хӑватне ҫухатсан, ӑна епле хӑват кӗртмелле?34. Соль - добрая вещь; но если соль потеряет силу, чем исправить ее?
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ, тенӗ.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил пророк каланӑ пек, ирсӗрлӗх пулмалла мар вырӑнта йӗрӗнчӗк тӑнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 15. ҫурт тӑрринчи ҫын ҫӗре ан антӑр, пӗр-пӗр япала илес тесе пӳртне ан кӗтӗр; 16. хирти ҫын та хӑй тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16. Турӑ Ҫурчӗ витӗр япала илсе ҫӳреме чарнӑ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Тӑвар вӑл — ырӑ япала; анчах тӑвар тӑварлӑ пулмасан, эсир ӑна епле тутӑ кӗртӗр?50. Соль - добрая вещь; но ежели соль не солона будет, чем вы ее поправите?
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх ларнине курсассӑн, — вулакан ӑнлантӑр, — 16. Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине тарччӑр; 17. ҫурт тӑрринче тӑракан хӑй килӗнчен пӗр-пӗр япала илес тесе ҫӗре ан антӑр; 18. хирти ҫын та тумтирне илес тесе каялла ан таврӑнтӑр.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала; 28. эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӗр ҫинче акӑ пур япала та йӳнелӗ, ҫынсем лӑпкӑ пурӑнӑҫ ҫитрӗ тесе шутлӗҫ; анчах шӑпах ҫавӑн чухне ҫӗр ҫине хӗн-хур капланса килӗ: хӗҫ, выҫлӑх, пысӑк пӑлхав пулӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Темӗн чухлех шӑтса ӳснӗ усӑсӑр япала пӗттӗр, анчах Манӑн ҫырлампа Манӑн йывӑҫӑм, Эпӗ пысӑк йывӑрлӑхпа ӳстернӗскер, сыхланса юлччӑр.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Эпӗ пултарнине Манран ытларах юратма сана нумай япала ҫитмест.47. Многого недостает тебе, чтобы ты мог возлюбить создание Мое более Меня,
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ермона вара чӗнсе илнӗ те хаяррӑн: киревсӗр этем, манӑн сана пӗр япала пиркиех миҫе хутчен хушмалла?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сӑваплӑ Ҫурта илем кӗртнӗ, таса япала шутне ӳстернӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Ҫав ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн, Александр патша Ионафана тата ытларах чысланӑ, 89. вӑл ӑна ылтӑн тӑха — патша хурӑнташӗсене ҫеҫ паракан япала — ярса панӑ тата Аккарон хулипе унӑн пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе парнеленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗмӗле ҫаратӑр, ылтӑна ҫаратӑр! кил-ҫуртра тыткаламалли хаклӑ йышши тӗрлӗ япала иксӗле те пӗлмест.9. Расхищайте серебро, расхищайте золото! нет конца запасам всякой драгоценной утвари.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.