Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче патшалӑх ведомствисем иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗле пӗтӗмлетеҫҫӗ, ҫӗнӗ тӗллевсене палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапла вара наркоманипе кӗрешме иртнӗ ҫул уйӑрнӑ укҫан пӗтӗмӗшле виҫи 1 млн тенкӗрен те иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче апат-ҫимӗҫ хакӗсем пӗчӗкленнипе сӑлтавланнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев федерацин тивӗҫлӗ саккунне иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнчех йышӑннине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иртнӗ ҫулхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Республики Раҫҫейре 3-7 ҫулсенчи ачасене садиксенче вырӑнпа пурне те тивӗҫтерме пултарнӑ малта пыракан регионсен йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӗпчев пӗтӗмлетӗвне ача-пӑча омбудсменӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ТАСС пресс-конференцийӗнче уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иртнӗ 15 ҫул хушшинче ҫуллен 580 тоннӑран ытла пуҫтарман.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Патшалӑх иртнӗ ӗмӗрте ӑна сутнӑшӑн лайӑх тӳлесе тухӑҫа ӳстерме, ҫӗнӗ плантацисем тума хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Валерий Яковлев режиссер Ӗпхӳре иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен театрӗсен фестивальне «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫыравҫӑн аслашшӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче Мӑн Сӗнтӗр чиркӗвӗн пачӑшки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Союз пуҫарӑвӗпе, ЧР Культура министерстви, Республика халӑх пултарулӑх ҫурчӗ пулӑшнипе 2012-2013 ҫулсенче иртнӗ чӑвашла ҫыракан драматургсен республика конкурсне те асӑнса хӑвармаллах.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Культура ӗҫченӗсем ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсемпе коллектив районти культурӑпа кану учрежденийӗсен хушшинче ҫӗнтернӗ, «Кӑтартуллӑ культурӑпа кану учрежденийӗ» ята тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакна ҫеҫ пӗлтерӗпӗр: Кӗҫӗн Шетмӗсем иртнӗ ҫул районти конкурссене, фестивальсене тата уявсене хутшӑнса 27 диплома тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑрҫӑ чарӑнсан тепӗр 10 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тин шыраса тупрӗ мана вӑл шантарнӑ награда.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑрҫӑ чарӑннӑранпа 70 ҫул иртнӗ пулин те унӑн суранӗсем йӑл илеймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иртнӗ ҫул варринче, сӑмахран, капиталлӑ юсавшӑн халӑхӑн 60% ҫеҫ тӳленӗ, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле вара ҫак кӑтарту 90% иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Иртнӗ ҫулсенче Лейпцигри, Белградри тата ытти ҫӗршывсенчи Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравӗсене хутшӑнни ҫинчен хавхаланса каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Иртнӗ тапхӑрта Журналистсен пӗрлӗхӗн активӗ ҫине таянса тунӑ кашни пысӑкрах ӗҫ-проект куҫ умне тухать.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Таяпа Энтринчи пӗвери шыва, акӑ, иртнӗ ҫулсенчи пекех, юхтарса кӑларма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Район администрацийӗн ларусем ирттермелли пӗчӗк залӗнче ҫурхи шыв-шура хирӗҫ кӗрешес тата чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухассине асӑрхаттарас тата ӑна сирсе ярас, пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссисен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех