Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумне (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайӑк ҫумне ҫирӗплетнӗ хатӗр спутник урлӑ ҫыхӑнма, кукӑр сӑмса ӑҫта ҫул тытнине уҫӑмлатма май парать.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ӑна ҫурмалла, шӑвармашкӑн ӑшне шӑтӑклӑ ҫинҫе пӑрӑх хумалла, шланг пӗрӗнесрен шакмак таткисем хӗстерсе тухмалла, ӑна хӑвӑр суйланӑ ҫирӗп япала ҫумне /йывӑҫ вулли, карта/ ҫирӗплетсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Стена ҫумне ҫакса хунӑ чечек калчиллӗ пластик савӑтсем те ҫӗртме уйӑхӗнче чечеклӗ ешӗл чаршава ҫаврӑнӗҫ.

Вывешенные на стены пластиковые посуды рассадой цветов уже в июне станут зеленым занавесом.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Стена ҫумӗпе е стена ҫумне ҫирӗплетекеннисем пӗр-пӗр ӑнӑҫсӑртарах курӑнакан хуралтӑна хупласа илемлетме меллӗ.

Прикрепленные к стене или у стены очень удобны для скрытия украшением некоторых дефектов строения.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Вертикальлӗ клумбӑсем ҫӗр ҫинче юпа пек ҫӗкленисем, стена ҫумне ҫирӗплетнисем, ҫӳлтен ҫакса янисем пулаҫҫӗ.

Вертикальные клумбы бывают подымающееся столбом вверх от земли, укрепленные на стены, провисающие сверху вниз.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов ыйтӑвӗ М.Игнатьев сӑмахӗ ҫумне чухах пулчӗ: — Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакансем пӗлтӗр управран уҫласа тасату хатӗрӗ витӗр хваттерсене ҫитерекен ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ пирки ыйту пӗрре ҫеҫ мар тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хуҫасем ЧР Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представительне Владимир Портнова, ПР РЧНКА председседателӗн ҫумне Юрий Михайлова, Ӗпхӳ хулинчи Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне Леонид Михайлова, Чӑваш халӑх артисчӗсене Иван Христофоровпа Вячеслав Христофорова, республикӑри чӑваш общественноҫӗсен ертӳҫисене Римма Макарована (Туймазӑ хули), Роза Андреевана (Ишимбай районӗ), Вера Васильевана (Пишпӳлек районӗ), пултарулӑх ушкӑнӗсен хастарӗсене, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, поэзие юратакансене К.В.Ивановӑн музей ҫурчӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Вӑл кирек мӗн ҫумне пырса сӗртӗнсен те — суранлӑ путек урине е чуста икерчине — пур япала ҫине те унӑн ҫепӗҫлӗхӗ сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хальлӗхе санӑн аннӳ ҫук, — тенӗ командир ачана хӑй ҫумне чӑмӑртаса.

Пока у тебя нет мамы, - говорил командир, прижимая к себе ребенка.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пӗррехинче пӗчӗкскер ӑна ыталаса, ун ҫумне тӗршӗнсе: — Атте! — тенӗ.

Однажды малыш обнимая его, прислонившись к нему: - Папа! - сказал.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ.

Прижал к себе.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Выҫӑ та шӑнса кӳтнӗскере хӑйсен ҫумне чӑмӑртанӑ салтаксем.

Голодного и замершего, солдаты прижали к себе.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хӑраса самантрах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ пӗчӗкскер.

От страха маленький мгновенно прижимался к земле.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хырӑмӗ выҫнӑран типнӗ ҫырла ҫинӗ, сиксе чӗтрекенскер кӑштах та пулин ӑшӑнас тесе йывӑҫ ҫумне тӗршӗнсе ҫулҫӑсемпе витӗннӗ.

От голода ел сушеные ягоды, чтобы хоть чуточку согреться, дрожащий от холода прислонялся к дереву и укрывался листьями.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вӑт тӑмсай, Толя ҫумне хушма тытӑнчӗ.

Вот глупая, приревновала меня к Толе.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Сӑмах пенси укҫи ҫумне кашни уйӑхра хушса панӑ 1082 тенкӗ пирки пырать.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӗршывӑн ытти регионӗнче страхланнӑ 15 пин ҫын хӑйсене пирӗн республикӑри медицина организацийӗсен ҫумне ҫирӗплетме ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Медицина учрежденийӗ больница ҫумне ҫирӗплетнӗ кашни ҫыншӑн укҫа илет, пулӑшу ӗҫӗсен шутӗнче диагностикӑпа сиплевӗн стандарчӗсемпе пӑхнӑ мӗнпур ӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Эпир ҫак правилӑна улӑштарас терӗмӗр, — калаҫӑва тӑсать фонд директорӗ. — 2014 ҫултанпа поликлиникӑсенчи ӗҫшӗн вӗсен ҫумне ҫирӗплетнӗ ҫынсен шутне кура тӳлемелли йӗрке ҫине куҫма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ведомство специалисчӗсен аудичӗ, «вӑрттӑн» пациентсен хутшӑнӑвӗсем тата министерство ертӳлӗхӗ сиплев организацийӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ халӑхпа тӗл пулни чылай ҫитменлӗхе тупса палӑртрӗ: пациентсем регистрацие телефонпа шӑнкӑравлайманни, йышӑну черетӗнче нумай кӗтме тивни, поликлиникӑри тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн Красин урамӗнче вырнаҫнӑ офисӗнчи условисем чылайӑшне тивӗҫтерменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех