Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫченӗсем (тĕпĕ: ӗҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ мероприятире пуҫлӑхсем отчет тӑваҫҫӗ, клуб ӗҫченӗсем концерт кӑтартаҫҫӗ пулсан вулавӑш ӗҫченӗсем ҫынсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа паллаштараҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ.

Если на разных мероприятиях руководители делают отчет, работники клуба показывают концерт, то сотрудники библиотеки знакомят людей с новыми книгами, газетами-журналами, организовывают встречи.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Писательсемпе художниксем, композиторсемпе артистсем, кинопа музей ӗҫченӗсем Ольга Ивановна патне туртӑнатчӗҫ.

Писатели и художники, композиторы и артисты, работники музеев и кино тянулись к Ольге Ивановне.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӑваш Енпе Беларуҫ тата Чӑваш Енпе Дагестан литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара пулчӗҫ.

Работники литературы искусство Чувашии и Белоруссии, Чувашии Дагестана гостили друг у друга.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Культура ӗҫченӗсем ӑслӑлӑхпа техникӑн паллӑ ҫыннисемпе, производствӑра малта пыракансемпе час-часах тӗл пулатчӗҫ.

Работники культуры часто встречались знатными людьми науки и техники, передовиками производства.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗррехинче Ольга Ивановна Хусана командировкӑна кайсан партин Тутар обкомӗ пултарулӑх ӗҫченӗсем валли яланхи семинар йӗркеленине пӗлсе таврӑнчӗ.

Однажды Ольга Ивановна, будучи в командировке в Казани, вернулась со сведениями об организации постоянных семинаров для творческих работников.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Светлана Владимировнӑн сӑмахӗнчен тата ҫакна пӗлтӗмӗр: экзамен йышӑнакан пунктсен территорийӗнчи йӗркелӗхе ЧР Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем тивӗҫтерӗҫ.

Из слов Светланы Владимировны вот что еще узнали: за порядком в пунктах проведения экзаменов следили работники министерства внутренних дел ЧР.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Центрӑн киле пырса пулӑшакан уйрӑмӗн социаллӑ ӗҫченӗсем пирки аслӑ ӑру ҫыннисем ыррине кӑна калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та реквизитсене ыйтмаҫҫӗ — вӗсене ахаль те пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗр суту-илӳ сечӗн ӗҫченӗсем улталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсен икӗ хӗрӗ те - медицина ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ялти хастарсем, Мускавра «Стройгеффест» строительство организацийӗнче тӑрӑшакан бригадӑн ӗҫченӗсем, укҫа-тенкӗ пухса ҫак ӗҫе пуҫӑннӑ та.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Анчах те пӗлтерӗве вуламан, те вӑхӑт тупайман – палӑртнӑ кун тӗлне ҫӑва ҫине ял тӑрӑх пуҫлӑхӗпе администраци ӗҫченӗсем кӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Завод ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех тасатмалли сооружени реконструкцийӗ, ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли, шыв сечӗсен пусӑмне пысӑклатмалли, капиталлӑ юсав фончӗн программине лекмелли майсем пирки те кӑсӑкланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫак йышра писательсемпе поэтсем те, вӗрентекенсемпе ҫӗр ӗҫченӗсем те, тӗрлӗ профессире пысӑк ҫитӗнӳ тунисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш Ен ҫӗр ӗҫченӗсем республика тата федераци бюджетӗнчен 2,8 млрд тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ, ку вӑл, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 15,4 процент ытларах.

Из республиканского и федерального бюджетов аграрии получили 2,8 млрд рублей, это больше, чем в 2014 году, на 15,4 процента.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗсен хушшинче вӗренӳ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, культура, промышленноҫ, ял хуҫалӑх, строительство ӗҫченӗсем тата ытти отрасль представителӗсем.

Среди них работники образования, здравоохранения, культуры, промышленности, сельского хозяйства, строительства и представители других отраслей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кӳршӗллӗ регионтан паллӑ культура ӗҫченӗсем: Малышевсем, ашшӗпе ывӑлӗ, килнӗ.

Из соседнего региона приехали известные чувашские культурные деятели: Малышевы, отец с сыном.

В. Сатай поэт палӑкне уҫнӑ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12331.html

Райпо ӗҫченӗсем уява тивӗҫлӗ шайра хутшӑнасса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлейнӗ тӑрӑх ҫемье ку пӳрте дача пек кӑна усӑ курнӑ.

Как выяснили сотрудники МЧС, сельский дом семья использовала в качестве дачи.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

«Слава картофелю» агрофирма ӗҫченӗсем те ҫуракине тӗплӗн кӗтсе илнӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ ирттерме мӗн кирлине хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех