Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулинче (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шутра чӑвашсем никӗсленӗ Пелепей хулинче те.

В том числе и в основанной чувашами городе Белебее.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн шӗкӗр хулинче, Шупашкарта, Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

В эти дни в столице Чувашии Чебоксарах прошло очередное заседание Академии чувашской народной науки и искусства.

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

- Эпӗ астӑвасса шӑпах ҫав вӑхӑтсенче Ҫтерлӗ хулинче «Самана» продюсер центрӗ тӑрӑшнипе «Илемпи» дуэт йӗркеленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӑл Ҫтерлӗ хулинче пурӑнать.

Она живет в городе Стерлитамак.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Питӗр хулинче пурӑнакан Валерий Жиляев Германири Совет Ҫарӗсен ушкӑнӗнче пулнӑ ветерансен Халӑхсен хушшинчи ассоциацине йӗркелесе янӑранпа тӑхӑр ҫул иртрӗ.

Прошли девять лет, как житель города Петербурга Валерий Жиляев организрвал Международную ассоциацию ветеранов бывших в рядах Советской Армии в Германии.

Эпир нимӗҫ ҫӗрӗсем тӑрӑх утса тухнӑ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Республикӑн пӗтӗмлетӳ смотр-конкурсӗ Ҫӗмӗрле хулинче иртет, унта жюри чи лайӑххисене палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хӗрачасем те Канаш хулинче ҫуралнӑ.

Девочки тоже родились в городе Канаш.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Гродно хулинче вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, хула администрацийӗн ертӳлӗхӗ тухӑҫлӑ ӗҫлеме майсем туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Подпольщиксен пӗрремӗш ушкӑнне йӗркеленӗ чӑваш — паян Гродно хулинче пысӑк хисепре.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

2013 ҫулта Гродно хулинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫак кӑсӑклану вӑйланнӑ кӑна мар, подпольщиксен пӗрремӗш ушкӑнне йӗркеленӗ ҫын пирки фильм ӳкерес шухӑш та йӑл илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсем Ҫӗмӗрле (13 объект), Сӗнтӗрвӑрри (10), Элӗк (1), Куславкка (1), Красноармейски (1), Шӑмӑршӑ (1), Елчӗк (1) районӗсемпе Канаш хулинче (1).

Они в Шумерлинском (13 объект), Марпосадском (10), Аликовском (1), Козловском (1), Красноармейском (1), Шемуршинском (1), Яльчикском (1) районах, в городе Канаше (1).

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Анат Кама хулинче чӑваша сайра тӗл пулатӑн теме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӗлтӗр, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ чухне, вӗсем Самара хулинче стройпа утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Виктор ытти курсантпа пӗрле Сызрань хулинче иртнӗ парада хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Халӗ вӑл, асӑннӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ команда йышне кӗнӗрен, юлташӗсемпе пӗрле Спартакиадӑн Краснодар хулинче иртекен Раҫҫейри шайне хутшӑнма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Унсӑр пуҫне Севастополь хулинче, хӑй вӑхӑтӗнче иккӗмӗш Николай патша хӑйӗн ҫемйипе каннӑ Ливади керменӗнче пулса курнине каласа парать Стас.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Вӑл 1954 ҫулта Ҫӗмӗрле хулинче кун ҫути курнӑ, 1974 ҫулта Канашри медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫураласса Людмила Кузьминична 1961 ҫулта кӳршӗ Ҫӗмӗрле хулинче учительсен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Ачасен хулинче» шӑпӑрлансене вӑхӑта сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме мӗн пур услови туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Мускав облаҫӗнчи Щелково хулинче пир-авӑр тӗртекен училищине вӗренсе пӗтерсен виҫӗ ҫул ҫак хуларах ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтриялӗнчи хастар почтальон // З.РАЗУМОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех