Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑлтавӗ те пур – пӗрисем вӑрман ҫывӑхӗнчи уҫӑ сывлӑша кӑкӑрпа туллин сывласа киленнӗ хушӑра теприсем ӑсталӑха тата ытларах туптама тӑрӑшаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем вара кӑтартусене лайӑхлатассишӗн, тепӗр ӑмӑртура тата курӑмлӑрах тупӑшассишӗн тимлеҫҫӗ.
Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Сӑлтавӗ - электропралукри кӗске замыкани.
Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Ялта ӗҫ ҫук - халӑх ҫав-ҫавах хуласенеллех туртӑннин тӗп сӑлтавӗ тем тесен те ҫакӑ.В деревне нет работы - главная причина тяги народа в города, что не говори, в этом.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Сӑлтавӗ - ку енӗпе темиҫе ҫул каялла яваплӑ пулнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче унпа усӑ курас тӗллевлӗ инвалидсен мӗнпур категорине пӗр черете тӑратни.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Сӑлтавӗ ҫӗршыв арканнӑ хыҫҫӑн унӑн союзлӑ республикисем шутланнӑ патшалӑхсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑнусем татӑлни, продукци ыйтакан пулманни.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Калаҫма сӑлтавӗ те пур - общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Зайцева нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей Хӗрарӑмӗсен союзӗн конференцине хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Ача чухне хӗвелпе пиҫсе кайни те ҫулсем иртнӗҫемӗн чир сӑлтавӗ пулса тӑма пултарнине асӑрхаттараҫҫӗ.
Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Ҫакӑн сӑлтавӗ пирки эпир «Тӑван Енӗн» иртнӗ номерӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ.
Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Ӗҫкӗпе иртӗхни ҫул ҫинчи аварисен сӑлтавӗ кӑна шутланмасть, вӑл ҫаплах ҫынна, ҫемьене тата пӗтӗм обществӑна йӗркерен кӑларакан паллӑ япӑх фактор та пулса тӑрать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945