Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавӗ (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакнашкал шайлашусӑрлӑх сӑлтавӗ шкул пӗтерекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ професси суйласа илессипе ҫыхӑннӑ.

Причины такого дисбаланса по-прежнему кроются в выборе профессии, осуществляемом выпускниками школ и их родителями.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Инкеке лекнӗ хыҫҫӑн кӑна сӑлтавӗ уҫӑмланать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Техникӑна арестленин сӑлтавӗ вара ҫапларах.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Ҫирӗп йӗркепе тӳлекен, пысӑк шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулманни ӗҫлеме пултаракан халӑх ял ҫӗрӗнчен урӑх вырӑна куҫнин тӗп сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Тен, сӑлтавӗ урӑхра: «Айӑплӑ мимепех ҫуралнӑ пуль», — иккӗленсе шухӑшлать тухтӑр чир тымарне шыраса чакаланасси йӑла пулса тӑнӑран.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫакнашкал прессинг (нерв стресӗ) ытларах чухне алкоголь, инсультпа инфаркт е диабет чирӗсен сӑлтавӗ пулса тӑнине сӑнама май килетчӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Сӑлтавӗ кунта, паллах, ют витӗмсемпе ҫыхӑннӑ.

Причина здесь, конечно же, связана с чужим влиянием.

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ман шутпа чӑн сӑлтавӗ ҫакӑнта.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ӑҫта сӑлтавӗ?

В чем причина?

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Ытти ҫынсен хаклавӗ вара ҫапларах пулчӗ: — Сӑлтавӗ мӗнре?

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Унӑн шухӑшӗпе космос карапӗсем персе аннин сӑлтавӗ шутне этемлӗх ӗҫӗ-хӗлне тулашран витӗм кӳнине те кӗртмелле.

По его мнению к причинам падения космических кораблей необходимо включать и внешнее влияние деятельности человека .

Тӗнче уҫлӑхӗнче те пурнӑҫ пулма пултарать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14258.html

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Санька аппан ҫапла сыхланмашкӑн сӑлтавӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Нумайрах ӗҫ тума пултарнин тӗп сӑлтавӗ, манӑн шухӑшпа, — чи кирлипе кирлех маррине уйӑрма пултарни.

Главная причина того, что успеваешь многое сделать, по-моему, — в том, что умеешь выделить главное от второстепенного.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӗп сӑлтавӗ — наукӑра туса пӗтермен ӗҫ питӗ нумай.

Основная причина — у меня в науке много незавершенной работы.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тухӑҫ чылай пысӑкрах /сӑлтавӗ пӗлтӗр культура ҫитӗннӗ тапхӑрта нӳрӗк ытларах ӳкнинче/.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Сӑлтавӗ мӗнре-ха?

В чем причина?

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Сӑлтавӗ, паллах, хӗр-тантӑшӗнче ҫеҫ пулман.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Саша вара хӑш чухне «виҫҫӗ» илнин сӑлтавӗ почеркӗ начар пулнинче тесе ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫутҫанталӑка юратакан туссем // Елена ФЁДОРОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Ҫынсем йӑл кулма юратманнин, урамра ҫутӑ сӑн-питпе ҫӳременнин сӑлтавӗ сивӗ ҫанталӑкпа пирӗн ҫӗршывӑн йывӑр историйӗнче кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех