Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссе (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сиссе юлмалла мар тепӗр темле самантран Григорий хӑйӗн лаши янӑравлӑн тапӑртаттарса чупнӑ, пульӑсем ҫивӗччӗн чвиклете-чвиклете иртнӗ тата хӑлхара ҫил шӑхӑрса уланӑ сасӑсем хушшинче хыҫран вирхӗнсе килекен сотня тӗпӗртеттерсе ҫывхарнине пачах илтми пулчӗ.

Еще какой-то неуловимый миг — и Григорий сквозь сыплющийся гул копыт своего коня, сквозь взвизги пуль и завывающий в ушах ветер перестал слышать грохот идущей сзади сотни.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗлпӗре пушатса утне сикӗпе янӑ самантран пуҫласа тӑшман патне ҫитсе тухнӑ хушӑра чунӗпе вӑл сиссе юлмалла мар хӑвӑрт улшӑнать.

От момента, когда он выпускал лошадь, и до того, пока дорывался до противника, был неуловимый миг внутреннего преображения.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Виле шӑршине сиссе, хӑйне хурса панӑ утта тӗкӗнсе те пӑхман.

К сену так и не притронулся, чуя покойника.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич, хӑй кунта ытлашши пулнине сиссе, килне кайнӑччӗ.

Пантелей Прокофьевич ушел, почувствовав себя лишним.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл кӗлеткипе сиссе юлмалла мар хӑвӑрт тӳрленсе тӑчӗ.

И весь он как-то незаметно, но ловко подобрался:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав ҫилтен лашан типӗ сӑмсине тӑвар шӑрши ҫапать те, лаша, ӑна ҫӑтнӑ май, пурҫӑн пек йӑлтӑркка тутипеле чӑмлать, ҫилпе хӗвелӗн тутине сиссе илсе, кӗҫенсе ярать.

На сухом конском храпе от ветра солоно, и конь, вдыхая горько-соленый запах, жует шелковистыми губами и ржет, чувствуя на них привкус ветра и солнца.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах халӗ вӑл Петро мӗскӗннӗн кулкаланине курчӗ, хӑйне ачаран юлнӑ ятпа «Гришатка» тесе чӗннине илтрӗ те, ҫак туйӑм сиссе юлмалла мар хӑвӑрт сӗвӗрӗлсе сирӗлчӗ.

Но внезапно исчезла, раздавленная жалкой Петровой улыбкой и давнишним, с детства оставшимся обращением «Гришатка».

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна хирӗҫ хуторта йытӑсем каҫса кайса вӗрни илтӗнчӗ, тата, кил ҫывӑххине сиссе, чӗтренсе те хартлатса илсе, тахӑшӗн учӗ кӗҫӗнсе ячӗ.

В ответ по хутору забрехали собаки, и, чуя близкий дом, дрожа, с выхрипом проржал чей-то конь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапла майпа ҫынсем хӑйсене директор е урӑх ертӳҫӗ тунине сиссе те юлайман тӗслӗхсем нумайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Директор пулнине сисмен те... // Ирина Николаева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -sismen-te

Бунчук ӑна ыталаса чуп турӗ; унтан, пӗтӗм ӑс-тӑна пырса ҫапнӑ хӑрушӑ намӑса ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр, чӑтма ҫук сехӗрленсе ӳксе, хӑй пултарайманнине сиссе илчӗ.

Бунчук целовал ее и с ужасом, с великим, захлестнувшим все его сознание, стыдом чувствовал, что он бессилен.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Трибуналта тепӗртак ӗҫлес пулсанах чӑтӑмлахӗ пӗтсе ҫитессе, вӑйран ӳкессе сиссе, унтан вӑл хӗпӗртесех тухса кайрӗ.

С большим удовлетворением уходил он из трибунала, так как чувствовал, что еще немного — и не выдержит, надломится.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий, ҫав кӑмӑла пӑлхантаракан хӑнӑхнӑ шӑрша ҫийӗнчех сиссе, каялла ҫаврӑнса пӑхать; малти лавҫӑ, ҫамрӑк кӑна прапорщик, ун ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать те паллакан ҫынна курнӑ евӗр ӑшшӑн кулса илет.

Листницкий сразу почувствовал этот знакомый волнующий запах, повернул голову; передний ездовой, молодой прапорщик, посмотрел на него и улыбнулся, как знакомому.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавӑнпа та, Ростовра юлма хӑрушӑ пулассине сиссе, Корнилов ҫав кунах Ольгински станица еннелле тухса кайма приказ парать.

И Корнилов, понявший, что оставаться в Ростове небезопасно, в этот же день отдал приказ об уходе на станицу Ольгинскую.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темле ырӑ мар япала пулса иртнине сиссе, Пантелей Прокофьевич ҫав самантрах ҫуна ҫинчен сикрӗ, хырӑмӗпе хӑвӑрт каялла шуса кайрӗ.

В этот же миг Пантелей Прокофьевич, услышавший неладное, прыгнул с саней, откатился назад.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малаллахи ӗҫсем сиссе юлмалла мар хӑвӑрт пулса иртрӗҫ.

Последующее разыгралось с изумительной быстротой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий икӗ сотньӑна аяккарах илсе тухса утсем ҫине утлантарчӗ те, тӑшман хӑйсем ӑҫталла кайнине сиссе илесрен, малтан килнӗ ҫулпа каялла илсе тухрӗ.

Григорий отвел и посадил на коней две сотни, отошел назад, стараясь, чтобы противник не определил его направления.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лерен харӑссӑн персе ячӗҫ, Бунчук ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ, выртнӑ ҫӗртех виҫҫӗмӗш пулемет тӗрӗс мар прицелпа пенине сиссе илчӗ.

Оттуда ударили четким, сколоченным залпом, Бунчук упал и уже лежа определил, что прицел третьего пулемета не верен.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫынсемпе туслӑн хутӑшса пурӑнни кирлӗ, унсӑр пурнӑҫра салтак сухарийӗ пек пирчесе кайма пулать…» — шухӑшларӗ вӑл, хӑйне улталаса тата хӑй те ҫакна лайӑх сиссе.

А дружеское общение с людьми необходимо, иначе зачерствеешь, как солдатский сухарь…» — думал он, обманывая самого себя и сам сознавая, что обманывает.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мӗнле ҫывӑрса кайнине вӑл хӑй те сиссе юлаймарӗ.

Уснул, и не помнил как.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунти ытла та аван пӗлнӗ хӑйне евӗрлӗ шӑрша сиссе илнипеле пуҫӗ ҫаврӑнса килчӗ.

От страшно знакомого запаха, присущего только этому дому, у него закружилась голова.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех