Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑкӗ (тĕпĕ: татӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тумбочкӑран хаҫат татӑкӗ туртса кӑларчӗ.

Он достал из тумбочки клочок газеты.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унпа юнашар, ҫӗр ҫинче, снаряд хуҫса антарнӑ пысӑк арка выртать — сунар хуҫалӑхне кӗмелли алӑк пулас ӗнтӗ вӑл: Унтах пульӑсемпе ала пек шӑтарса пӗтернӗ фанер татӑкӗ пур.

Рядом лежала на земле скошенная снарядами арка — видно, бывший вход в охотничье хозяйство: И тут же изрешеченная пулями и осколками фанера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эпӗ Мария-Терезия вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан океанри пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ кӑна пулнишӗн, вӑл ҫимӗҫсемлӗ пысӑк утрав пулманнишӗн, юханшыв вырӑнне шырлан ҫеҫ, порт вырӑнне пӗчӗк бухта ҫеҫ пулнишӗн шеллетӗп.

Но я жалею, что Мария-Терезия — только крохотный клочок земли, затерянный в безбрежном океане, а не большой плодородный остров с рекою вместо ручья и с портом вместо жалкой, крохотной бухточки.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Анчах, — тесе хирӗҫлерӗ Гленарван, — документсем ҫинче юлнӑ сӑмахсен пӗр татӑкӗ те Ҫӗнӗ Зеландине кӑтартмасть вӗт.

— Но, — возразил Гленарван, — ни один из обрывков слов, сохранившихся в документах, не указывает на Новую Зеландию.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Уншӑн пулсан, вӑл ахаль картон татӑкӗ мар.

Для нее это не простой кусочек картона.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Телеграфист темиҫе самант хушши хут татӑкӗ ҫине пӑхса тӑчӗ, вӑтӑр икӗ ҫул ӗҫлесе вӑл пӗрремӗш хут хӑй ҫырнине ӗненмерӗ.

Несколько мгновений телеграфист смотрел на листок, и в первый раз за тридцатидвухлетнюю работу он не поверил записанному.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Аппарат пӑнчӑ, терӗ, паллах пӑнчӑ, каллех тире шаккать, телеграфист хӑй пӗлсе тӑракан сасӑсенчен ҫыпӑҫтарса, малтанхи саспаллине хут татӑкӗ ҫине ҫырса хучӗ.

Аппарат стучит точки, тире, опять точки, опять тире, а он из знакомых звуков уже сложил первую букву и занес ее на бланк.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирхине ӗҫе тухнӑ отряда тарӑн юр ҫинче ашма тиврӗ, йывӑҫсем тӑрринче хӗвел йӑлкӑшать, тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть.

Утром выступивший на работу отряд увязал в глубоком снегу, а над деревьями пламенело солнце, и на сине-голубом небе ни единого облачка.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Акӑ губком решенийӗ, — терӗ те вӑл, Панкратова тӑваткӑллатса хутланӑ хут татӑкӗ тыттарчӗ.

Вот решение губкома, — передал он Панкратову сложенный вчетверо лист.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Часах вӑл тарӑн калушпа пир татӑкӗ илсе килчӗ.

Вскоре она вернулась с глубокой калошей и куском холста.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ахаль йывӑҫ татӑкӗ кӑна, урӑх ним те мар!

— Простой кусок дерева, и ничего больше!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Австралине ҫитиччен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пыракан яхтӑн ҫулӗ ҫинче ҫак юлашки ҫӗр татӑкӗ пулчӗ.

Это был последний клочок суши на пути яхты вдоль тридцать седьмой параллели до самой Австралии.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Святой Павел утравӗ — кӑнтӑр ушкӑнӗнчи пӗчӗккӗ кӑна ҫӗр татӑкӗ пулать, вӑл сӑртлӑ, вулкан хыҫҫӑн пулса юлнӑ пулмалла.

Остров Св. Павла — южный в группе — образованный высокой горой, видимо бывшим вулканом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫырансен тӑрӑшшӗпе карап ҫӗмрӗкӗсен мӗнле те пулсан ванчӑкне тупсан та — хуҫӑк рангоут е ахаль йывӑҫ татӑкӗ, этем алли витӗр тухнӑскер пулсан — экспедици ҫавӑнтах инкеке лекнӗ ҫынсене шырама пикенеччӗ.

Если бы на побережье удалось обнаружить хоть какие-нибудь следы кораблекрушения — сломанный рангоут или просто кусок дерева, обработанный человеческими руками, — экспедиция тотчас же приступила бы к поискам потерпевших крушение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунта эпӗ сире пуринчен малтан гони сӑмах татӑкӗ ҫинчен ытларах шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп.

И тут я обращу ваше внимание на обрывок слова gonie.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӗ ӗнтӗ мана нимӗҫле ҫырнӑ хут ҫинчи glaus сӑмах татӑкӗ те ӑнланмалла пулчӗ: glausam — хаяр тенӗ иккен!

— Так вот объяснение немецкого слова graus: grausam — жестокий!

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ун вырӑнне виҫҫӗмӗш йӗркинче икӗ кирлӗ сӑмах пуррине куратпӑр: zwei — иккӗ тени пулать, тата arosen — Маtvosen — матрос тенӗ сӑмахӑн татӑкӗ.

— Но в третьей я вижу два очень важных слова: zwei, что значит «два», и atrosen, вернее сказать — Matrosen, в переводе — «матросы».

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Иккӗмӗш хут татӑкӗ малтанхинчен те ытларах пӑсӑлса пӗтнӗ.

Второй клочок бумаги пострадал больше, чем предыдущий.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӑл чул татӑкӗ, — тесе култарать матроссенчен пӗри, — акула ӑна балласт вырӑнне ҫӑтса янӑ!

— Да, верно, кусок скалы, акула его проглотила, чтобы нагрузиться балластом, — ответил один из матросов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс мӗн тума кирлисене каласа пачӗ те, матроссем пӑртак тӑрсанах вӗҫне ҫекӗл ҫыхнӑ тӗреклӗ каната, ҫекӗл ҫине сало татӑкӗ хурса, шыва пӑрахрӗҫ.

Джон Мангле отдал необходимые приказания, матросы сбросили с правого борта яхты крепкий канат с крюком, на который была насажена приманка — большой кусок свиного сала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех