Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ура сăмах пирĕн базăра пур.
Ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Правлени тӗлне ҫитнӗ ҫӗре Давыдова чылаях хытӑ хӗнесе пӗтерчӗҫ, вӑл ура ҫинче те аран-аран тытӑнкаласа тӑракан пулчӗ.

Пока дошли до правления, Давыдова избили столь изрядно, что он еле держался на ногах.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн эсир унӑн чӗлхи ҫине ура пуссах пыратӑр ҫак? — тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ Балабин, унӑн шакмак чул евӗрлӗрех ҫаврашка шакла пуҫӗн йӑлтӑркка тӳпине пӗр самантрах кӑваккӑн курӑнакан хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ.

Что вы на язык ему становитесь? — возмущенно крикнул Балабин, и глянцевая макушка его круглой голышковатой головы вмиг покрылась малиновой апоплексической просинью.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лутра лаша, тапӑртатса ташланӑ пек, вырӑнтанах юртӑпа тапранса кайрӗ, анчах хапхаран тухнӑ чухне сасартӑк такӑлт такӑнчӗ, чӗркуҫҫипе ҫӗре перӗнсе илчӗ, кӗҫех ӳкмерӗ, унтан, аран-аран тӳрленкелесе, йӑпӑр-япӑрах ура ҫине сиксе тӑчӗ.

Маштак с места пошел плясовой рысью, но на выезде из ворот вдруг споткнулся, достал коленями земли, едва не упал и, кое-как выправившись, проворно вскочил на ноги.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Макар ура ҫине тӑчӗ, карӑнса илчӗ, шӑмми-шаккисене шатӑртаттарса, анлӑ та тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене саркаларӗ, Разметнова хулпуҫҫинчен шаплаттарса, кӑшт палӑрмалла йӑл кулчӗ.

— Макар встал, потянулся, с хрустом расправил свои широкие, ладные плечи, хлопнул Размётнова по плечу, чуть приметно улыбнулся.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ ура ҫине тӑрать, нимӗн пулман пекех, тутине ҫул хӗрринчи шанса ларнӑ курӑк патнелле тӑсать.

Та встала и как ни в чем не бывало потянулась мордой к увядшему придорожнику.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей ҫӗрлехи тӗрлӗрен-тӗрлӗ шӑршӑ-маршӑсене антӑхсах сывла-сывла илет, кӳлленчӗксенчи шыв ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑрсем, ура айӗнче тӗпрене-тӗпрене кайса, вутлӑн-хӗмлӗн сирпӗнсе саланни ҫине пӑхать.

Андрей жадно вдыхал разнородные запахи ночи, смотрел, как под ногами в лужах дробятся и рассыпаются искрами отраженные водою звезды.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина ҫавӑрса ҫапнӑ казак, ҫӗре тӑккаланнӑ ҫӑнӑхпа тата тислӗкпе вараланса пӗтнӗскер, ура ҫине тӑнӑ чухне унӑн питҫӑмартийӗсем епле хӗрелсе ҫуннине те астӑвать-ха Любишкин.

Любишкин помнил, каким багрянцем полыхали щеки поваленного Мариной казака, когда он поднимался на ноги, измазанный просыпанной на земле мукой и навозом.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ура сассисем…

Шаги…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫитӗ паянлӑха! — Давыдов ура ҫине тӑчӗ, Макар патне ҫывӑхах утса пычӗ, хӑйне кура мар сивӗрех сассипе ҫапла ыйтрӗ:

Хватит на сегодня! — Давыдов встал, подошел к Макару вплотную, с не присущим ему холодком в голосе спросил:

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов, пухӑва пуринчен кайран пынӑскер, ура ҫине тӑчӗ, куҫҫулӗпе йӗпрекен, юнпа пӑвӑннӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине шӑтарас пек пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах Давыдов Макартан шурӑ эрех шӑрши ытла та хытӑ ҫапнине туйса илчӗ.

Нагульнов, пришедший на собрание последним, встал, в упор глядя на Давыдова слезящимися, налитыми кровью глазами, заговорил, и Давыдов почувствовал, как от Макара резко нанесло запахом водочного перегара.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев пуҫне пӑркаласа илчӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Половцев покачал головою, встал.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл Яков Лукичпа пӗр вӑхӑтрах ура ҫине тӑчӗ те ӑна ҫӑвар уҫма та памасӑр, ҫапла ыйтрӗ:

Он встал вместе с Яковом Лукичом и, не дав ему слова вымолвить, спросил:

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич алӑк янаххи ҫумне кайса тӑнӑ та, хӑй начальникӗ пӗр васкамасӑр ҫаврӑнкаланисене сӑнаса пӑхать: лешӗ кӑмака сакки ҫине пырса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ, ҫара ура тупанӗсене ӑшӑтса ларнӑ хушӑра ыйӑх пусса килнипе пӗр самантлӑха кӑтӑш пулса шӑпланчӗ.

Яков Лукич стоял у притолоки, следил за неторопливыми движениями своего начальника; тот присел на лежанку, обхватил руками колени, грея голые подошвы, на минуту дремотно застыл.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, хӑй мӗн илтнинчен ҫав тери тӗлӗнсе, ура ҫине тӑчӗ.

Давыдов поднялся, с изумлением услышал.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫулсем ҫинче тарӑн путса кӗнӗ ура йӗрӗсем хуралса выртаҫҫӗ; кӑнтӑрла ҫитеспе сӑртлӑ-тӳпеллӗ вырӑнсенчен шӑнкӑртатса юхса анакан куҫҫулӗ евӗр тӑп-тӑрӑ шыв васансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх хаяррӑн кӗрлесех ыткӑнса юхма тытӑнчӗ; вӗсем хисепсӗр нумай ҫӗрте шарлатса выртакан юхӑмсем пулса чиелӗхсенчи йывӑҫсен йӳҫек тымарӗсене чӳхе-чӳхе, ҫырма хӗрринчи хӑмӑшсене путара-путара, айлӑмсене, лапам вырӑнсене, садсене капланса анчӗҫ.

Черными просовами покрылась дорога; а к полудню, по ярам и логам яростно всклокоталась светлая, как слезы, нагорная вода и бесчисленными потоками устремилась в низины, в левады, в сады, омывая горькие корневища вишенника, топя приречные камыши.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Разметнов пырса кӗрсен, ура ҫине тӑчӗҫ.

При появлении Размётнова поднялись.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр хут паҫӑрхи пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Банник чӑр-чар тутарса алӑ пусса хучӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Банник, к лицу которого вернулась багровая окраска, расчеркнулся, встал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник, типпе тӑрса юлнӑ пулӑ пек, пӗр-икӗ хутчен ҫӑварне кара-кара анасларӗ, унтан, стенаран тыткаласа, ура ҫине тӑма хӑтланчӗ.

Банник, как очутившаяся на суше рыба, зевнул раза два, а потом, цепляясь за стену, начал подниматься.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Банник чернил кӳлленчӗкне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса тӑкрӗ, ура ҫине тӑчӗ.

Банник смахнул чернила ладонью, встал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑҫан суйнӑ? — Нагульнов палӑрмаллах шурса кайрӗ, ерипен ура ҫине тӑчӗ.

Когда брехал? — Нагульнов побледнел заметней, медленно привстал.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех