Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
200 ҫултан иртнӗ ӗҫ стажӗ, тен, 1000 ҫултан та пысӑкрах хисепе куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Иртнӗ ҫул ялти хастарсем тӑрӑшнипе урамра ҫул сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

- 2016 ҫулхи ӗҫҫине иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан лайӑхрах хатӗрлентӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Дилетантсене пула иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче хӑмла ӗрчетесси пӗтес патнех ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Майӑн14-15-мӗшӗсенче Шупашкар хулинчи «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетсен республикӑри ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Катя Кадыкова - республика чемпионӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ишлейре те иртнӗ эрнери канмалли кунсенче ял ҫӑвинче тасатма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫамрӑк артистсем ӑна пӗтӗм хастарлӑхпа чуна парса вылянӑ пулӗччӗҫ – чӑвашкиновне пуҫаракансенче вӑй-хал тапса тӑни вӗсен тӑхӑр теҫетке иртнӗ хыҫҫӑнхи ӗҫӗсенче те лайӑх сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Эпӗ ача чухне, иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенче «Тӑван юн» ятлӑ чӑвашла куҫарнӑ фильма пӑхнине ас тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

80-ран иртнӗ Ким хӑйӗн ывӑлне Петя Пучкарева ырӑ ӗҫне ертсе пыма халалларӗ.

Ким, переваливший за 80, завещал доброе дело своему сыну Пете Пучкареву.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Черетлӗ мероприяти нумай пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Единая Российӑн» регионти йӗркелӳ комитетӗнче малтанхи суйлава хатӗрленес енӗпе пресс-конференци иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратурӑсен заводӗнче иртнӗ тӗл пулура тавралӑха тасатас-тирпейлес ӗҫе шкул ачисене те явӑҫтарма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, иртнӗ хӗлле республикӑра температура хӑвӑрт улшӑннӑ тӗслӗхе 21 хутчен шута илнӗ, ҫакӑ вара ҫулсене питӗ япӑх витӗм кӳни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Хаҫат-журнал ҫырӑнтарас вунӑкунлӑх иртнӗ вӑхӑтра почтальонсем пурте ялсем тӑрӑх саланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Паянхи куна районта 4 пушар пулнине регистрациленӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта - 9. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ - электрооборудованипе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Единая Россия» партин регионти йӗркелӳ комитетӗнче умӗнхи сасӑлава ирттерессипе пресс-конференци иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Шутлатӑн та, эсир шкулпа сывпуллашнӑранпа 33 ҫул иртнӗ, 33 ҫул каялла (е ытларах та) пулса иртнӗ хӑш-пӗр ӗҫсем 33 кун каялла ҫеҫ пулса иртнӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Иртнӗ тӗлпулу аса илӗвӗсем сӗвӗрӗлсе ҫитнӗ ҫӗре тепӗр тӗлпулу та ҫитсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Экономикӑра вӑй хуракансен кашни уйӑхри ӗҫ укҫи чакнӑ, ҫемьесен бюджетне тупӑш иртнӗ ҫулсенчипе танлаштарсан сахалрах кӗрет пулин те ытларах пурӑнас туртӑм куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӗр ҫулран иртнӗ ҫын Чӑваш Енре паян — 93, пӗлтӗр 64 ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех