Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сидон енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 22. кала: Сидон, акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!обрати лице твое к Сидону и изреки на него пророчество, 22. и скажи: вот, Я - на тебя, Сидон,
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аммон ывӑлӗсем енне ҫаврӑнса тӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала Аммон ывӑлӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ Манӑн сӑваплӑ Ҫуртӑм ҫинчен: «эхе! эхе!» тетӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ирсӗрленӗ, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ҫаратса-аркатса тухнӑ, Иуда килӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсене тыткӑна илсе кайнӑ — 4. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сана ӗмӗрлӗхе тухӑҫ ывӑлӗсене парӑп, вара вӗсем сан патӑнта хӑйсен сурӑх витийӗсене туса лартӗҫ, хӑйсен чатӑрӗсене лартӗҫ, санӑн ҫимӗҫне ҫийӗҫ, санӑн сӗтне ӗҫӗҫ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Египет ҫӗрӗнчен илсе килнӗ аскӑнлӑхупа шухӑлӑхна пӗтерсе лартӑп, вара урӑх вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмӑн, Египет ҫинчен урӑх аса илмӗн.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иерусалим енне ҫаврӑнса тӑр та сӑмахна суя турӑсен ҫурчӗсем енне пӑхса кала, Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. Израиль ҫӗрне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ!
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 46. этем ывӑлӗ! кӑнтӑр еннелле ҫаврӑнса тӑр, кӑнтӑр енне кала, кӑнтӑр хирӗнчи вӑрмана малашне мӗн пулассине пӗлтер.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана тата каларӗ: ҫаврӑнса пӑх-ха, вара вӗсем тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем тунине курӑн, терӗ.13. И сказал мне: обратись, и увидишь еще большие мерзости, какие они делают.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫаврӑнса пӑх-ха, эсӗ тата хӑрушӑрах ирсӗр ӗҫсем курӑн, терӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эй Иерусалим, тухӑҫалла ҫаврӑнса пӑхсам, хӑвӑн патна Турӑран килекен савӑнӑҫа курсам эс.36. Оглянись, Иерусалим, на восток, и посмотри на радость, грядущую к тебе от Бога.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫамрӑклах йывӑрлӑх тӳсекене ырӑлӑх пулӗ; 28. вӑл чӗнмесӗр улаххӑн ларать: ҫав йывӑрлӑха ун ҫине Турӑ тиенӗ; 29. «тен, шанчӑк пӗтмен-ха» тесе, вӑл тути-ҫӑварӗпе тӑпрана сӗртӗнет; 30. хӑйне хӗнекен енне пичӗпе ҫаврӑнса тӑрать, ытлашшипех мӑшкӑл тӳсет.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ сире хирӗҫ ҫаврӑнса тӑрӑп та, пӗтӗм Иудея пӗтмелле, тӗппипе пӗтмелле пулӗ, 12. ҫӑлӑнса юлнӑ иудейсене те, Египет ҫӗрне пурӑнма каяс теекенсене, пӗтерӗп, вӗсем пурте тӗп пулӗҫ, Египет ҫӗрӗнче пӗтӗҫ; хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе выртӗҫ; вӗсем ылханлӑ та хӑрушӑ, ҫын кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулса юлӗҫ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем Ман енне питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ; Эпӗ хӑйсене вӗрентнӗ чухне, ҫине-ҫинех вӗрентнӗ чухне вӗсем итлемерӗҫ, ӳкӗтленине йышӑнасшӑн пулмарӗҫ, 34. Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртра, ӑна ирсӗрлетсе, хайсен йӗрӗнчӗкӗсене лартса тухрӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Иудейӑран куҫса кайнисем, ҫак вырӑнтан Халдея ҫӗрне Эпӗ Хам куҫарнӑ ҫынсем, Маншӑн ҫак лайӑх ҫырла пек лайӑх пулӗҫ; 6. вӗсене ырӑлӑх парса, Эпӗ вӗсен енне ҫаврӑнса пӑхӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине каялла илсе килӗп, вӗсене тӗреклӗлетӗп — пӗтермӗп, вырӑнаҫтарса лартӑп — кӑкламӑп; 7. Эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫана пӗлме пултаракан чӗре парӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп: ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм чӗрипе Ман енне ҫаврӑнӗҫ.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха та кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сире пурӑнӑҫ ҫулӗпе вилӗм ҫулӗ сӗнетӗп: 9. ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ; хуларан тухса халдейсене, хӑвӑра хупӑрласа тӑракансене, парӑннисем вара сывӑ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене: 10. Эпӗ ҫак хула енне ырӑ тума мар, усал тума ҫаврӑнса тӑтӑм, тет Ҫӳлхуҫа, хула Вавилон патшийӗн аллине лекӗ, лешӗ вара ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах вӗсем итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнчӗҫ, чӑхӑмларӗҫ, Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Санӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Сана чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Усал ҫынна каҫарсассӑн, вӑл тӳрӗлӗхе вӗренеймӗ — тӳррисенӗн ҫӗрӗ ҫинче усал ӗҫ тӑвӗ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗ енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та ҫакна Тӑвакана асӑрхамастӑр, ҫапла пулассине Кам авалах палӑртса хунӑ, Ун енне ҫаврӑнса пӑхмастӑр.А на Того, Кто это делает, не взираете, и не смотрите на Того, Кто издавна определил это.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑ кун этем хӑйне Пултараканӗ енне ҫаврӑнӗ, унӑн куҫӗсем тимлесех Израиль Святойӗ енне пӑхма пуҫлӗҫ; 8. чӳк парнийӗн вырӑнӗсем ҫине, хӑй алли тунӑ ӗҫ ҫине, пӑхмӗҫ; хӑй пӳрнисем ӑсталанӑ Астартӑпа Ваал кӗлеткисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.