Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айван сăмах пирĕн базăра пур.
айван (тĕпĕ: айван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн улатӑн эсӗ, айван?

— А ты чего ревешь, глупая?

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем кая юлнӑ колхозсенче мӗнле пурӑннине курмасӑр тӑма вӑл айван та, тӑмсай та пулман.

Он не был ни наивным, ни тупым, чтобы не видеть, как живут люди в отсталых колхозах.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Епле айван вӑл ҫын тени хӑйӗн пек мар курӑнас тенӗ чухне, — шухӑшларӗ Вершинин, Анохина сивлессинчен ытларах хӗрхенсе.

«До чего же глупеет человек, когда изменяет самому себе, — не столько осуждая, сколько жалея Анохина, подумал Вершинин.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ун чухне ытла та айван пулнӑ ҫав, тата… калаҫмӑпӑр кун ҫинчен!

Я ж тогда была совсем глупая, и вообще… не будем об этом!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

 — Е эсӗ ҫаплах лешне, хӑв айван хӗрача чухне, пуҫна ҫавӑрнине манаймастӑн-и?

 — Или ты все еще того вояку забыть не можешь, что закружил тебе голову, когда ты зеленой девчонкой была?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл татах темле питӗ ҫепӗҫ, ачаш, хӗрарӑмла айван сӑмахсем каларӗ, аллипе пӗрехмай Григорин ҫаврака хулпуҫҫийӗсене ҫупӑрласа ачашларӗ, ӗмӗрлӗхе парӑннӑ куҫӗсемпе пӗр вӗҫӗм унӑн куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ.

Она еще что-то говорила несказанно-ласковое, милое, бабье, глупое и все время гладила ладонями сутулые плечи Григория, неотрывно смотрела в его глаза своими навек покорными глазами.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑхатӑп та сан ҫине, айван та иккен эсӗ.

Ну и дурная же ты, погляжу я на тебя.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ют ҫыннӑн ачалла айван чунӗ Григорий умӗнче ирхи сывлӑм сыпса сарӑлнӑ чечек ҫеҫки пек ҫӑмӑллӑн уҫӑлчӗ.

Чужая, детски наивная душа открывалась перед Григорием просто, как открывается, впитывая росу, цветок.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нимӗншӗн те мар, хӑйӗн ухмахлӑхӗшӗнех айван пуҫне хунӑ кӑрнатир.

Эхма, ни за что ни про что, через глупость свою, сложил гренадер неразумную голову!

Тавлашу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Тӗрлӗрен айван шухӑшсем.

Всякие глупые мысли.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Айван, — кулса ячӗ Ниловна.

— Глупышка, — засмеялась Ниловна.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ — айван.

Я — глупый.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Сережа, мӗнле айван эсӗ!» — янӑранӑ ун пуҫӗнче Ирина сасси.

«Сережа, какой же ты глупый!» — звучал в ее голове голос Ирины.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗнле айван эсӗ, Сережа!

Какой же ты глупый, Сережа!

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Героя пӗр-пӗр айван юратса пӑрахасран хӑратӑн?

— Боишься, как бы какая дура не влюбилась?

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Айван пек калаҫатӑн, — терӗ ватӑ Горшков.

— Глупости говоришь, — сказал старик Горшков.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Епле айван шухӑш, Ирина!

— Ну, что за глупость, Ирина!

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Айван эсӗ, урӑх мӗн темелле сана! —

— Дурная ты, что тебе еще сказать! —

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Никита тӑрӑшакан ҫын, тӑрӑшни аван вӑл, эсӗ, айван, кӗвӗҫме пӑхатӑн.

— То, что Никита старательный, как раз и хорошо, а ты, дурная, в ревность бросаешься.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Айван арӑма хирӗҫ мӗн тейӗн? —

Ну, что на это глупой бабе ответишь? —

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех