Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Андрейӑн сӑн-пичӗ тӗксӗмрех те хӗрлӗрех тӗспе ҫунса тӑрать, куҫӗсенче ниҫта чикейми хуйхӑ тата куҫҫулӗ, хӗвелпе пиҫсе ҫуркаланнӑ тутисем чӗтренкелеҫҫӗ.

Лицо Андрея горело темным сухим румянцем, глаза были полны глухой тоски и слез, а губы, потрескавшиеся на солнце, схватывала дрожь.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫулҫӑ тӑкӑннӑ сасса итленӗ май Андрей чунне хуйхӑ пуссах пырать, унӑн ӑшӗ вӑркать.

Шум листопада наполнял душу Андрея тоской и тревогой.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпе вӗсем ҫинчен аса илетӗп те, мана хуйхӑ пусать.

Я вспоминал о них, и мне было грустно.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Хуйхӑ пусса илнипе эпӗ сасӑпах макӑртӑм, Жунь-ту та, кухньӑра пытанса ларса макӑрчӗ: вӑл пирӗн патран каясшӑн пулман.

Я от огорчения расплакался, он спрятался на кухне, тоже расплакался и не хотел уходить.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Унӑн юррине куҫҫуль пек таса, лӑпкӑ хуйхӑ пырса кӗчӗ.

И чистая, как слеза, сдержанная печаль вошла в его песню.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗр кун хушшинче ҫав тери нумай хуйхӑ тӳснӗ, ывӑннӑ разведчиксене ку хутра каялла таврӑнмалли ҫул тӗлӗнмелле вӑрӑм та хӑрушӑ пек туйӑнчӗ.

Необыкновенно длинным и страшным показался на этот раз усталым и столько горя хватавшим за один день разведчикам обратный путь.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Йывӑр та хаяр хуйхӑ унӑн чӗрине ҫурать, пӗчӗк кӗлеткине чӗтретет.

Кроме страшного, яростного горя, которое рвало сердце и сотрясало все его маленькое напрягшееся тело.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ашшӗ хӑйӗнчен парткомра мӗнле ыйтни ҫинчен, унӑн тӳрӗ ӗҫӗ ҫинчен ытти юлташсем мӗнле каланине, леш, ашшӗне хур тӑваканни юлашки уйӑхра ҫеҫ, пысӑк хуйхӑ хыҫҫӑн — ывӑлӗ вилсен ҫавнашкал киревсӗр ӗҫ тунӑ иккенне, унччен вӑл япӑх ӗҫлеменни ҫинчен темиҫе хут та каласа пачӗ.

Отец снова и снова принимался рассказывать, как его спрашивали в парткоме; как другие товарищи говорили о его беспорочной работе, как выяснилось, что тот человек, который подвел отца, стал таким плохим только за последний месяц, после перенесенного горя — у него умер сынишка, а до того времени был неплохим работником.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Чжан Пэй-цзюнь пуҫӗ ҫине йывӑр хуйхӑ персе аннӑ теме те пулать.

Словно на Чжан Пэй-цзюня навалилось большое горе.

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Пичӗ ҫинче хуйхӑ палӑрать.

На лице была красивая печаль.

XLI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Тен, лере ун ялта мӗнле те пулин хуйхӑ пур?

Может быть, у него есть там в деревне какое-нибудь горе?

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ӗмӗрне те манӑн нимӗнле хуйхӑ та пулман, халӗ, калӑпӑр, патша манран: «Мӗн кирлӗ сана? Мӗн памалла?» — тесе ыйтас пулсан, нимӗн те кирлӗ мар мана!

Отродясь у меня никакого горя не было и теперь ежели б, скажем, царь спросил: «Что тебе надобно? Чего хочешь?» — да ничего мне не надобно!

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Каҫӑхми хуйхӑ та асап, ҫын курайманни, пӗтӗм шанчӑк пӗтни…

Безутешные муки, горькие сожаления, презрение окружающих и безнадежность…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӗнӗ обществӑра чухӑнлӑх та, нуша та, хуйхӑ та пулмасть.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Вӑл сире унчченхн пекех ҫавӑн ҫинчен систерме шутламан пирки эсир пӗрмаях: «эпӗ капла вӗлеретӗп ӑна», тесе шухӑшланӑ, ахаль пулсан, нимӗн те пулман пулӗччӗ, ҫапла сире вӑл нумай хуйхӑ кӑтартнӑ.

И все оттого, что у вас благодаря прежнему дурному способу его держать вас не приготовленною к этому осталось понятие: «я убиваю его этим», чего тогда вовсе не было бы, да, он наделал вам очень много лишнего горя.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах Вера Павловна, Кирсанов хӗре палласа илсенех, ун куҫӗнче хуйхӑ та нумай пулнине асӑрхарӗ.

Но Вера Павловна заметила и много печали в первом же взгляде его, как он узнал ее.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Атте ӗҫкеленӗ, — анчах чӑтма ҫук нуша персе ҫитсен кӑна ӗҫнӗ, — ку вӑл реальнӑй хуйхӑ ӗнтӗ, е тупӑш чылаях пысӑк пулнӑ чухне ӗҫнӗ; ун чухне вӑл мӗнпур укҫине аннене панӑ та: «Ну, амӑшӗ, халӗ ӗнтӗ, турра мухтав, икӗ уйӑх хушши нуша курмӑн ӗнтӗ; эпӗ хам валли аллӑ пус хӑвартӑм, савӑннипе ӗҫем пӗрре», тенӗ, — ку вӑл реальнӑй савӑнӑҫ пулнӑ.

Отец выпивал, но только когда приходилась нужда невтерпеж, — это реальное горе, или когда доход был порядочный; тут он отдавал матери все деньги и говорил: «Ну, матушка, теперь, слава богу, на два месяца нужды не увидишь; а я себе полтинничек оставил, на радости выпью» — это реальная радость.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, манӑн хам ҫине йӑтӑнса аннӑ хуйхӑ ҫинчен тусӑма каласа парас килчӗ — ку ытла кӗтмен ҫӗртен килсе тухрӗ…

Да нет, просто захотелось поделиться с другом горем, какое на меня свалилось — и так неожиданно…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тен, эпӗ санпа ытлашши кӳрентермелле калаҫрӑм, анчах эсӗ, тӑванӑм, каҫар мана, манӑн пысӑк хуйхӑ: сив чир ҫумне, таҫтан шуйттанран, тата ӳпке чирӗ тупрӑм, вӑл халӗ манра пӗтӗм вӑйпа алхасать, уҫҫӑн хӗстерет.

— Может быть, я с тобой говорил излишне грубовато, но ты меня извини, брат, у меня большое горе: к малярии, черт его знает где, подцепил еще туберкулез, и сейчас он во мне бушует вовсю, в самой что ни на есть открытой форме.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуйхӑ ӑна тем тума та хӗтӗртме пултарать, факт!»

Горе ее на все может толкнуть, факт».

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех