Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

еннелле сăмах пирĕн базăра пур.
еннелле (тĕпĕ: еннелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун хыҫҫӑн, аран-аран утакан ывӑлне ҫавӑтса, Тӑварвӑрри тӑвайкки еннелле ҫул тытрӗҫ.

Потом, взяв с собой еле-еле ходящего сына, направилась на Соляной пригорок.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Салукаран пур еннелле те ҫырмасем тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Упасемпе тилӗсем самолет айӗн ик еннелле сирӗлсе чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Тӑван ҫӗршыва таса-ҫутӑ ӑс-тӑнпа, мӗн пур вӑй-халпа, чунтан-вартан парӑнса тӑнӑ ҫынсем, чӑн-чӑн паттӑрсем, ҫӗршерӗн, пиншерӗн тӗрлӗ еннелле саланса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Самана тӗрлӗ еннелле сулӑннӑ вӑхӑтра хӑмла участокӗсем те кашлама пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Ҫавах та пирӗн халӑхӑн тымарӗ тарӑн, ҫавӑнпа та вӑхӑт пӗр шелсӗр иртет пулин те пирӗн халӑх хӑйӗн тӑван культури еннелле ҫаврӑнас шанчӑк пӗтмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Вырӑс атмосферинче чылай ҫул пурӑннӑ Николай Титовичӑн вара чӑн та чӑваш чӗлхи еннелле куҫма йывӑртарах пулнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Кил еннелле утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Сасӑ пулнӑран хайхисем ман еннелле сикрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Чим, аннӳ мӗн стена еннелле ҫаврӑнса выртнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫак пӳлӗмсене пӳртӗн кай еннелле вырнаҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Указ тухни ҫинчен тунтикун каҫ еннелле кӑна паллӑ пулчӗ те - пӗлмен те пуль.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Хӑшпӗр чухне вӗллери ама хурт кӗр еннелле улшӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Аслӑ ӑру ҫыннисене хисеплесси чӑваш ҫемйинче ӑруран ӑрӑва куҫнӑ, ватти кашӑк тытса сыпкӑм тумасӑр ыттисем тулли чашӑк еннелле алӑ тӑсман.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

…Яковлев ҫак яла тепӗр хут разведкӑна кайнӑ ҫул ҫинче фашистсен ҫуннӑ танкне асӑрхарӗ, ун еннелле тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унӑн сенкер куҫӗ те ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурнӑран, те хӗвеллӗ ырӑ ҫуркунне ҫитнӗрен, старшина еннелле туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ сумкине крыльца пусми ҫине пӑрахса хӑварчӗ те Чӗлӗмкасси еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тепӗр кунне ирех отряд утнӑ еннелле кайнӑ, анчах ак тӗлӗнтермӗш – пӗр лаша урин йӗрне те тупайман.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Аслӑ классенче вӗреннӗ чухне музыка еннелле чун туртма пуҫларӗ.

Во время учебы в старших классах душа стала тянуться к музыке.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тепӗр чухне пӳрт умӗнчи сак ҫине тухса чылайччен ҫул еннелле пӑхса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех