Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑннӑ (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитменнине тата вӑл ывӑннӑ пек туйрӗ, вара юлашки хут ҫветтуй Марк чиркӗвӗ ҫине, унӑн уйӑх ҫутине пула шурӑ ҫутӑсем пӑнчӑн-пӑнчӑн ҫуталакан сенкертерех тӑхлан тӑрри ҫине пӑхса илчӗҫ те хуллен кӑна килне таврӑнчӗҫ.

Притом он чувствовал себя усталым — и, взглянув в последний раз на церковь св. Марка, на ее куполы, где под лучами луны на голубоватом свинце зажигались пятна фосфорического света, они медленно вернулись домой.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ ҫав тери ывӑннӑ.

Я очень устала.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл ывӑннӑ, аран-аран кӑна утать, хӑй ывӑнни те ӑна савӑнтарать; пурте кӑмӑллӑ ӑна паян.

Она едва переступала от усталости, и ей была приятна эта усталость: да и всё ей было приятно.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Мӗн пирки-ха ман чӗрере ывӑннӑ чухнехи пек йывӑрлӑх?

Отчего у меня так тяжело на сердце, так томно?

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр иртнӗ, вӗҫмесӗрех ывӑннӑ ҫуначӗсем аялалла усӑннӑ; анчах ҫак хавхалану уншӑн ахаль иртсе кайман: вӑл хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине палӑртасшӑн мар пулса, епле тӑрӑшсан та, пӑлханакан чӗре тунсӑхӗ унӑн пит-куҫӗнче палӑрнӑ, ашшӗ-амӑшӗсем вара унӑн «тӗлӗнмелле кӑмӑлне» ӑнланса илеймесӗр аптраса, хулпуҫҫисене сиктеркелесе илме те, тӗлӗнме те пултарнӑ.

Гроза проходила, опускались усталые, не взлетевшие крылья; но эти порывы не обходились ей даром: как она ни старалась не выдать того, что в ней происходило, тоска взволнованной души сказывалась в самом ее наружном спокойствие и родные ее часто были вправе пожимать плечами, удивляться и не понимать ее «странностей».

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шухӑш-кӑмӑлне ярт уҫҫӑн палӑртакан шуранка сӑнлӑ хӗр сукмак хӗрринчи сак ҫинчен тӑчӗ, пӳрт алӑкӗ умӗнче хӑмӑр кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӑл тӗрленӗ батист тутӑрне хӗвелтен хӳтӗленсе пуҫӗ ҫине тытрӗ, ывӑннӑ пек ачашшӑн йӑл кулса илчӗ.

Молодая девушка с бледным и выразительным лицом поднялась со скамейки близ дорожки, а на пороге дома показалась дама в лиловом шёлковом платье и, подняв вышитый батистовый платок над головой для защиты от солнца, улыбнулась томно и вяло.

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев нумай калаҫма юратмасть, калаҫнӑ чухне те мелсӗр сӑмахсем каласа хуркалать, тытӑнчӑклӑн пуплет, кирлӗ мар ҫӗртенех аллисене сулкаласа илет; халь вара уйрӑмах ун чунне ывӑннӑ тата хурланнӑ чухнехи пек шӑплӑх пусса илнӗ.

Берсенев вообще не грешил многоглаголанием и, когда говорил, выражался неловко, с запинками, без нужды разводя руками; а в этот раз какая-то особенная тишина нашла на его душу, — тишина, похожая на усталость и на грусть.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл ывӑннӑ, питне шуранка тӗс ҫапнӑ, пуҫӗ ыратать пуль ӗнтӗ, анчах пурпӗр вӑл яланхи пекех.

Она входит усталая, бледная и, наверно, с головной болью, и все равно такая же, как всегда.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Калашле, чӑнах та, эп ывӑннӑ пулас.

 — А может, я просто устала.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ывӑннӑ эс, — терӗм эпӗ.

— Ты просто устала, — сказал я.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Таврара шӑп, пӗр сас-хура та ҫук, килти пек, ывӑннӑ хыҫҫӑн ыйха путас умӗнхи пек кӑмӑллӑ.

И тишина, тишина вокруг, как дома, когда, усталый, погружаешься в сон.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑн-пичӗ, ывӑннӑ тӗслӗ пулсан та, хитре.

А лицо красивое, хотя и усталое.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Илмерӗҫ, — терӗ вӑл ывӑннӑ сасӑпа.

— Не взяли, — сказал он усталым голосом.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӑйсен пуҫлӑхне итлесе унта каторжниксем яхта килессе сыхланӑ, юлашкинчен, вӗсем кӗтсе ывӑннӑ та Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльса кайса, унти ялсене ҫунтарса тата ҫаратса ҫӳреме тытӑннӑ.

Там, послушные приказаниям своего главаря, каторжники подстерегали яхту, и, наконец, устав ждать её, они, без сомнения, вернулись к своему ремеслу грабителей и поджигателей в сёлах Нового Южного Уэллса.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем чӑнах та ывӑннӑ, анчах ун вырӑнне вӗсене ҫул ҫинче пӗрре те йывӑр пулмарӗ.

Путешественники действительно устали, но зато им было не так сложно на дороге.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Темӗнле ывӑннӑ пулсан та малаллах каймалла, унсӑрӑн туземецсем сӑрта пур енчен те хупӑрласа илӗҫ те, вӗсене ниҫтан та тухса тармалли пулмӗ.

Несмотря на сильное утомление, следовало немедленно пускаться в дальнейший путь, так как в противном случае туземцы могли окружить гору со всех сторон, отрезая всякую возможность бегства.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вунпилӗк миль утса ывӑннӑ ҫынсем часах ҫывӑрса кайрӗҫ.

Вскоре люди, утомлённые переходом в пятнадцать миль, заснули.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑпарса ывӑннӑ хыҫҫӑн Уиткомбпа Лупер тинӗс шывӗнчен тӑватӑ пин фут ҫӳллӗшӗнче юр ҫине выртса ҫӗр каҫнӑ.

Истомлённые тяжёлым подъёмом, Уиткомб и Лупер заночевали в снегу на высоте в четыре тысячи футов над уровнем моря.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Акӑ мӗншӗн, — терӗ вӑл: — пӗр енчен эпир питех ывӑннӑ, пулас йывӑр ӗҫсенче пире ҫӗнӗ вӑйсем кирлӗ пулаҫҫӗ.

— И вот по каким причинам, — сказал он: — прежде всего мы очень устали, тогда как для съёмки нужно будет напрячь все наши силы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл кӑшт ывӑннӑ, анчах лӑпкӑн ларать.

Он сидел спокойно, немного усталый.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех