Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яланах сăмах пирĕн базăра пур.
яланах (тĕпĕ: яланах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаплалла пулать вӑл яланах, тусӑм: черккепелен пуҫлаҫҫӗ, унтан тепре, унтан вара пӑхатӑн та — пурнӑҫне хӳме айӗнче вӗҫесе те хураҫҫӗ.

Так всегда бывает, мой друг: начинают рюмочкой, потом другой, а потом, глядь, и кончают жизнь под забором.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫарта ҫавнашкал икӗ ят пур — хутлӑхри ятсем — батальонпа бригада командирӗсен: ку начальниксен вырӑнӗ яланах чи ӳрӗк-сӳрӗкли те нимӗнле ӗҫсӗр.

Есть в армии два таких промежуточных звания — батальонного и бригадного командиров: начальники эти всегда находятся в самом неопределенном и бездеятельном положении.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл сан ҫинчен нимӗн те пӗлмест, сан ҫинчен нихӑҫан та илтеймӗ, куҫӗсем унӑн, хӑвна курмасӑр, сан ҫийӗн шӑваҫҫӗ, анчах эсӗ кунта, юнашарах, ялан ҫунса-тӗлкӗшсе тӑраканскер, яланах, кирек хӑҫан та уншӑн — ҫук, мӗн тума уншӑн — унӑн юнтармӑшӗшӗн, ун упӑшкишӗн, еркӗнӗшӗн, ун юратнӑ пӗчӗк йыттишӗн — пурнӑҫна та, чысна та, мӗн май пуррине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех пама хатӗрскер!

Она ничего не знает о тебе, никогда не услышит о тебе, глаза ее скользят по тебе, не видя, но ты тут, подле, всегда обожающий, всегда готовый отдать за нее — нет, зачем за нее — за ее каприз, за ее мужа, за любовника, за ее любимую собачонку — отдать и жизнь, и честь, и все, что только возможно отдать!

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кунта сире яланах хавас.

Здесь вам всегда рады.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хытӑ пӑлхансан е мӗншӗн те пулин вӑтансан, вӑл яланах ҫапла ташлакалать: е пӗр чӗркуҫҫине, е теприне малалла кӑлара-кӑлара хурать, хулпуҫҫийӗсене ҫавӑрттаркалать, мӑйне тӑса-тӑса тӳрлеткелет, уснӑ аллисен пӳрнисене турткалашуллӑн хускаткалать.

Он всегда так танцевал, когда сильно волновался или смущался чем-нибудь: выдвигал то одно, то другое колено вперед, поводил плечами, вытягивал и прямил шею и нервно шевелил пальцами опущенных рук.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Веткин, тӗслӗхрен, юлташӗсем хӑнана пырсан, яланах: «А, мӗн, Бузескул, нӳхрепре пӑртак юлнӑ-им пирӗн шампански?» — ыйтатчӗ хӑйӗн тиншӗк-молдаванӗнчен.

Веткин, например, когда к нему приходили в гости товарищи, обыкновенно спрашивал своего денщика-молдаванина: «А что, Бузескул, осталось у нас в погребе еще шампанское?»

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Каҫхи ялтӑркка шуҫӑм хыҫӗнче ӑна яланах, мӗн ачаранах, темӗнле вӑрттӑн, ҫап-ҫутӑ пурнӑҫ пытарӑнса тӑнӑн туйӑнать.

Как и всегда, с самого детства, ему чудилась за яркой вечерней зарей какая-то таинственная, светозарная жизнь.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Тӗрӗслев умӗн яланах ҫаплалла вӗткеленеҫҫӗ вӗсем.

Всегда они перед смотрами горячку порют.

I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫав вӑхӑтран пуҫласа эпӗ тыткӑнрисене пӗрре те хама утрав пуҫлӑхӗ тесе шутлама май памарӑм, яланах эпӗ вӑл шанса янӑ ҫын тесе шантараттӑм, кашнинчех вӗсен умӗнче пуҫлӑха асӑнаттӑм, унӑн ҫарӗпе крепоҫӗ ҫинчен, тупӑсем ҫинчен калаҫаттӑм.

С этого времени я ни разу не показывался пленным в качестве начальника острова, а всегда как его доверенное лицо, причем всякий раз упоминал о начальнике, о гарнизоне, о пушках, о крепости.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах эпӗ, яланах сыхӑ пулма кирлине асра тытса, капитана ҫакӑн пек каларӑм:

Но я был того мнения, что осторожность никогда не мешает, и поэтому сказал капитану:

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ хамӑн матроссене яланах юрататтӑм, вӗсем те мана юрататчӗҫ.

Я всегда любил своих матросов, и они любили меня.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унтан эпӗ киле таврӑнтӑм та, пӑхмалли труба илсе, ту ҫине хӑпартӑм; пӗтӗм таврана, килекен ҫынсем куриччен, пӑхса ҫаврӑнас терӗм; тӑшмансем килсе тапӑнас хӑрушлӑх пур чухне эпӗ яланах ҫавӑн пек тӑваттӑм.

Затем я вернулся домой, захватил подзорную трубу и при помощи лестницы взобрался на вершину горы, чтобы, не будучи замеченным, осмотреть всю окрестность; так поступал я всегда, когда опасался нападения врагов.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ юлташсене тимлӗн сӑнасах тӑрӑп, вӗсем сире панӑ сӑмаха пӑссан, эпӗ, вӗсене хирӗҫ тӑрса, сирӗншӗн ҫапӑҫма яланах хатӗр пулӑп, — терӗ.

Я буду зорко следить, чтобы мои соотечественники не нарушили данной вам клятвы, и всегда буду биться за вас до последней капли крови.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тепӗр тесен тата манӑн пӗчӗк ҫар вӑрҫма яланах хатӗр тӑратчӗ: халӗ ӗнтӗ эпир тӑваттӑн пултӑмӑр, пирӗн пата ҫӗр тӑшман килсе кӗрсен те, вӗсене хирӗҫ эпир кирек мӗнле вӑхӑтра та ҫапӑҫма хӑрамастпӑр.

Впрочем, и я и моя маленькая армия всегда были готовы сражаться: ведь нас было теперь четверо, и, явись к нам хоть сотня врагов, мы не побоялись бы в любое время вступить с ними в бой.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тинӗсре ишсе ҫӳреме кунта хӑрушӑ мар иккен; анчах, пирӗн утравран кӑшт кайсан, тинӗс юхӑмӗ иртекен вырӑн пур, — ир ҫинче вӑл юхӑм пӗр еннелле, яланах ҫиле май каять, каҫалапа тинӗс юхӑмӗ кунталла ҫаврӑнать.

Оказалось, плавание здесь вполне безопасное: он, Пятница, не знает ни одного случая, чтобы кто-нибудь здесь тонул, но неподалеку от нашего острова проходит морское течение: по утрам оно направляется в одну сторону и всегда при попутном ветре, а к вечеру и ветер и течение поворачивают в противоположную сторону.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ҫапӑҫура яланах ҫӗнтеретпӗр тетӗн эсӗ.

— Вы всегда побеждаете в бою, говоришь ты?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл йӑл кулса илчӗ те: — Эпир питех те хастар, ҫапӑҫура яланах ҫӗнтеретпӗр, — терӗ.

Он улыбнулся и ответил: — О да, мы очень храбрые, мы всегда побеждаем в бою.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тискер этемсем яланах ҫавӑн пек ташлаҫҫӗ.

Так обычно пляшут дикари.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Манӑн килте яланах кайӑк-кӗшӗк нумайччӗ: эпӗ вӗсене ҫыран хӗрринче тытаттӑм, вӗҫсе ан кайччӑр тесе, ҫуначӗсене касаттӑм, ҫапла вара вӗсем алла иленетчӗҫ, эпӗ алӑк умне тухсанах, ман патӑмалла хавассӑн чупса пыратчӗҫ.

И всегда у меня водилось большое количество птиц; я ловил их на берегу, подрезал им крылья, чтобы они не могли улететь, и вскоре они делались ручными и с веселым криком сбегались ко мне, едва я появлялся на пороге.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсемсӗр пуҫне, эпӗ тата яланах ик-виҫӗ качака путекки усраттӑм, вӗсене эпӗ хамӑн алӑран ҫитерме вӗрентнӗччӗ.

Кроме того, я всегда держал при себе двух или трех козлят, которых приучал есть из моих рук.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех